Лачака курaкĕнчен хăтăлма

3 Сен, 2015

Пахчара кăçал лачака курăкĕ вăйлă сарăлчĕ. Ăна мĕнле пĕтермелле-ши?

Алевтина ПЕТРОВА.
Шупашкар районĕ.

Çумкурăкпа кĕрешесси - пахчаçăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри. Çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех канăç памаççĕ вĕсем хресчене.

Тĕрлĕ мелпе ĕрчет çумкурăк. Хăшĕ вăрăпа, хăшĕ тымарпа. Шăтма та тĕрлĕ вăхăтра шăтаççĕ вĕсем. Çумкурăкĕ пĕрре вăрлăх сапсан темиçе çул çав вырăнта шăтать. Кашни ÿсен-тăран вăрлăхĕн шăтаслăхĕ тĕрлĕрен. Хăшĕ-пĕрин 7-8 çул упранать вăл тăпрара.

Лачака курăкĕ /звездчатка, мокрец/ пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă çумкурăк. Вăл ытларах хĕвел лекмен вырăна кăмăллать. Çĕрулми çеçки ÿссенех унăн хÿттинче аталанма пуçлать.

Лачака курăкĕ вăрăран тата тунаран ĕрчет. Пĕр курăк 25 пин вăрă сапать. Ÿкнĕ вăрă канмасăрах шăтма пикенет, темиçе çул шăтаслăхне упрать.

Çак ÿсен-тăрана выльăх аван çиет. Чăх, ĕне, сысна, кăркка апатне хушма юрать ăна. Унра аскорбин кислоти, каротин, калий нумай. Ăна халăх медицининче те усă кураççĕ. Вăл юн çаврăнăш, чĕре, щит евĕрлĕ парăн ĕçĕсене лайăхлатать. Радикулит, ревматизм чирĕсемпе нушаланакансене те çак курăк отварне е настойкине ĕçме сĕнеççĕ. Ÿтри суран çине лачака курăкне лутăркаса хурсассăн хăвăртах тÿрленет.

Çапах та лачака курăкĕ пахчаçăшăн йăлăхтармăш çумкурăк. Унăн виткĕçĕ айĕнче тăпра та лайăх ăшăнаймасть - хĕвел çитмест, çил те çĕре уçăлтараймасть. Çавна май çĕрĕк чирĕсем аталанаççĕ.

Çуркунне тăпрана кăпкалатни лачака курăкĕ аталанассине чакарать. Курăк курăнма пуçласассăнах ăна тăпăлтармалла. Çуллахи вăхăтра çумласа тăрсан кĕркунне лачака курăкĕ пахчана хуплаймĕ. Кĕркунне те çумкурăк çине алă сулмалла мар. Пĕрре сапнă вăрă темиçе çул шăтса ÿсме пултарать. Çавăнпа пахчаçимĕçе пуçтарса илнĕ хыççăн тăпрана кăпкалатмалла. Унта горчица вăрри акма юрать. Горчицăна хальтерех, çанталăк сивĕтиччен акмалла. Вăл шăтса тухса çирĕпленме ĕлкĕртĕр. Çуркунне йăрана кăпкалатмалла, горчица паха удобрени пулса тăрать. Кĕркунне горчица акни пахчашăн питĕ усăллă.

  • Горчица акнă лаптăкра тăпра çилпе типмест.
  • Çуркунне е кĕрхи вăйлă çумăр тăпрари тутлăхлă япаласене юхтарса каяймасть.
  • Тăпрана азотпа пуянлатать, калие тата фосфора тарăн тăпраран çиелелле туртать.
  • Çумкурăка пусарса пахчана тасатать.

Лачака курăкне хими препарачĕсемпе пĕтерме пулать. «Глиф», «Глисоп», «Зеро», «Ураган» ятлă гербицидсемпе пахчаçимĕçе пуçтарса кĕртнĕ хыççăн инструкцие пăхăнса йăрана пĕрĕхмелле. Анчах кун пек чухне хăвăр лартнă ÿсен-тăрана шĕвек лекесрен асăрханмалла. Тата çакна астăвăр: хими препарачĕсем çумкурăк вăррине витĕм кÿмеççĕ. Тăкăннă вăрă тепĕр çул шăтса тухать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.