Нÿхрепе уçaлтарасси
Нÿхреп тунă е унпа усă курнă чухне пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри - уçăлтармалли пăрăхсене тăвасси тата вĕсемпе тĕрĕс усă курасси.
Хунă çĕрулмипе тымар çимĕç упрама кирлĕ температурăна çитиччен сивĕтме, ытлашши ăшăпа нÿрлĕхе тата продукцирен тухакан газсене кăларса яма, уçă сывлăш кĕртме нÿхрепе уçăлтармалла тăваççĕ. Çак тĕллевпе икĕ пăрăх лартаççĕ. Пĕри - сывлăш кĕртмелли пăрăх, тепри - сывлăш кăлармалли. Сывлăш лайăх куçтăр тесе, вĕсене икĕ шайра тăваççĕ тата тĕрлĕ вырăнта вырнаçтараççĕ.
Сывлăш кăлармалли пăрăха икĕ хутлă тумалла. Ăна стандартпа туса кăларакан асбестпа цемент, керамика е пластмасса пăрăхĕсенчен тума юрать. Икĕ пăрăх хушшине ăшă тытакан материалпа тултармалла. Ун пек тумасан нÿхрепрен тухакан ăшă сывлăш сивипе тĕл пулнипе пăрăх тарлать, нÿхрепе шыв тумласа тăрать. Ку çеç мар, тарпа витĕннĕ пăрăх витĕр сывлăш начар куçать. Пăрăх стенисене хăмаран та тума пулать. Пăрăха шал енчен тимĕр листапа витмелле. Çапла тусан хăмасем часах çĕрмеççĕ. Пăрăхăн аялти вĕçне маччапа пĕр шай тумалла. Тата çакна асра тытмалла: нÿхрепри сывлăша лайăхрах уçăлтарма маччана тикĕс тумалла. Пăрăхăн вĕçне уçса хупма клапан лартмалла. Çакă нÿхрепри ăшă сывлăша кăларса яма, сивĕ çанталăкра пăрăха хупма тата сывлăш туртăмне йĕркелеме кирлĕ. Сывлăша лайăх турттăр тесе, пăрăха хуралтă тăрринчен 0,5 метртан кая мар çĕклемелле. Пăрăхăн çÿл вĕçне, çумăрпа юр шывĕ кĕресрен, тимĕр листаран тунă калпак лартмалла.
Сивĕ сывлăш памалли пăрăха та çав материалсенченех тăваççĕ. Ку пăрăха коридорта е пушă пÿлмере вырнаçтармалла. Унăн аялти вĕçĕ нÿхреп урайĕнчен 0,5-0,6 метр çÿллĕшĕнче пулмалла. Пăрăхăн аялти вĕçне клапан лартмалла. Пăрăхăн çÿлти вĕçĕ купаласа хăпартнă тăпра е хуралтăн çийĕнчен 0,6-0,7 метр çÿллĕш тухса тăмалла. Нÿхрепе кăшлакан чĕрчунсем кĕресрен пăрăх вĕçне тимĕр сетка тăхăнтармалла.
Уçăлтармалли пăрăх диаметрне нÿхреп лаптăкне кура палăртаççĕ. Сывлăш кăлармалли пăрăхăн диаметрĕ сывлăш памаллипе танлаштарсан 1,5-2 хут пысăкрах пулмалла. 6-8 тăваткал метрлă нÿхрепе уçăлтарма сывлăш кăлармалли пăрăхăн шалти диаметрĕ 150 миллиметр, сывлăш памалли пăрăхăн шалти диаметрĕ вара 120 миллиметр пулмалла. Хăшпĕр чухне нÿхрепри сывлăша уçăлтарма пĕр пăрăх кăна тăваççĕ. Ун пек чухне сывлăш кăлармалли пăрăхăн шалти диаметрĕ 180 миллиметртан кая мар пулмалла. Сивĕ сывлăша алăкпа люка уçса кĕртеççĕ, вĕсем те хупă пулсан - шăтăксем витĕр.
Сывлăш кăлармалли пăрăх епле ĕçленине унăн вĕçĕнче çÿхе хут татăкĕ тытса хут чĕтренĕвĕпе пĕлеççĕ. Сывлăш куçăмне тĕтĕмпе те тĕрĕслеме пулать.
Уçăлтармалли пăрăхсемпе тĕрĕс усă курмалла. Кĕркунне вĕсене вăхăтсăр хупсан çĕрулмипе тымар çимĕç çĕрме пултарать, хĕлле уçă тытсан продукцине шăнтма пулать. Сывлăш температурипе нÿрлĕхе пĕр виçере тытмасан продукци шанма пултарать. Вĕсемпе тĕрĕс усă курсан нÿхрепри пахчаçимĕç çĕрмест те, шăнмасть те, шанмасть те.
Василий ИВАНОВ,
инженер-строитель.
Комментировать