Уçăлтарман нÿхреп никама та хĕрхенмест

2 Сен, 2015

Çĕрпÿ районĕнчи Кăшаркассинчи хăрушă инкек çинчен «Хыпарăн» ĕнерхи номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Харăсах тăватă çыннăн пурнăçне татнă пÿкле вилĕм пирки тĕплĕнрех пĕлме ĕнер Рындино сала тăрăхĕн / Кăшаркасси унăн тытăмне кĕрет/ администрацийĕн пуçлăхĕпе Вероника Федоровăпа тĕл пултăм. Вăл вырăс, «Хыпара» вуламасть. Ăна хаçатри информаципе паллаштартăм.

- Мĕн çырни тĕрĕсех, - килĕшрĕ Вероника Евгеньевна. - Усал хыпар Çĕрпÿ районĕн право хуралĕн органĕсене вырсарникун кăнтăрла çитнĕ, инкек вара шăматкун пулнă. Çав кун Кирилловсем çĕрулми кăларса пĕтернĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕн Валентина Алексеевнăн ăна темшĕн çийĕнчех нÿхрепе антарас килнĕ. Хăй сентябрĕн 16-мĕшĕнче 79 çул тултармаллаччĕ. Вилĕм çуралнă кунпа пĕр вăхăталла килет тени тĕрĕсех пулĕ çав. Шăпаран иртеймĕн теççĕ. Çапла каланине ĕненес те килет. Тепĕр тесен, çĕрулмине лайăх типсе кушăхма тата çĕрĕккинчен уйăрма лупас айне вăхăтлăха тăкма пултарнă. Валентина Алексеевна вара çинех тăнă. Ывăлне Владимира пулăшма ыйтнă. Вăл тулли михĕпе нÿхрепе аннă. Темиçе минут иртнĕ - ывăлĕ пахчана тухман. Кĕтнĕ чухне çакă амăшĕшĕн сехет иртнĕнех туйăннă пулĕ. Вăл сехĕрленме тытăннă. Кил хуçи хĕрарăмĕ Владимир хыççăн нÿхрепе аннă.

Кирилловсем темиçе кун маларах шăтăка хуракан çĕрулмине шăши иленесрен сыхланса эрĕм курăкне çунтарнă, кайран нÿхреп çăварне витнĕ. Анчах кирлĕ чухлĕ уçăлтарман. Çакă инкек кÿнĕ те. Нÿхрепри наркăмăшлă сывлăшпа минресе леш тĕнчене кайнă тĕслĕх республикăра темиçе те пулнă. Çакăн çинчен Кăшаркасси çыннисем те пĕлнех ĕнтĕ. Анчах халĕ тин мĕнех тăвайăн?

Çав кун Владимир юлташĕсем, Станиславпа Александр, кил хуçисене «Волга» автомобиле юсама пулăшнă. Вĕсем те сехĕрленнĕ. Ара, вăхăт иртет те иртет. Ывăлĕ те, амăшĕ те нÿхрепрен тухмаççĕ. Мĕн пулнă? Станислав вĕсем патне анать. Кĕçех вăл та наркăмăшланса пурнăçран уйрăлать. Александр, паллах, тусĕсене пулăшма шухăшлать. Ырă мара ăнланса пулăшу ыйтма урама тухать. Никам та курăнмасть. Пурте анкартийĕсенче çĕрулми кăлараççĕ. Вара хăлхи япăхрах илтекен кÿршипе тĕл пулса тин çеç пулни-иртнине ăнлантарать. Нÿхреп çăварĕ умĕнче тăрса хăйне аллинчен çирĕп тытма сĕнет. Александр мĕн пулса иртнине уçăмлатас тĕллевпе нÿхрепе çур кĕлетке таран анать. Анчах темиçе çеккунтранах тăнне çухатать. Çемçелнĕ алли кÿршин аллинчен вĕçерĕнет, хăй аяла персе анать.

Çÿлте тăраканни нÿхрепри усал сывлăш хăйĕн ĕçне тунине ăнланса илнĕ. Вăл çакăн çинчен тÿрех çынсене пĕлтернĕ, лешсем кирлĕ çĕре шăнкăравланă. Кĕçех тухтăрсем, çăлакансем килсе çитнĕ, анчах кая юлнă. Тĕрĕссипе, инкек тÿснисем темиçе минутранах сывлама чарăннă.

- Çынсем нÿхрепре çеç мар, çăлсене, канализаци шăтăкĕсене тасатнă чухне те кислород çитменнипе вилме пултараççĕ. Дачăсенче чылайăшĕ çăлсене хупă тытать. Шыв ăснă чухне витрине шыва янăран ăна шырама пакурпа анать, анчах инкек-синкек çинчен шухăшламасть, - тет Вероника Евгеньевна. - Ĕлĕк нÿхрепе çурта çутипе аннă. Çурта сÿнсенех каялла тухнă. Пĕлнĕ: аялта кислород çук. Хупă тăракан управсене талăка яхăн уçăлтармалла. Шăшие е йĕкехÿрене хăратакан электротытăмсем те пур халĕ. Вĕсемпе усă курса хамăр та сыхланар, тус-юлташа та инкекрен сыхлар!

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.