Суйлавччен сасăлама пултаратăр

1 Сен, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Анчах пурнăç тепĕр чухне пирĕн ĕç-хĕле улшăнусем кĕртет: сентябрĕн 13-мĕшĕччен пĕрин командировкăна тухса каймалла, тепри отпуск кунĕсене тăван тăрăхран аякра ирттересшĕн, виççĕмĕшĕн больницăра выртсах сипленме тивет... Ытти сăлтав та нумай. Анчах вĕсем те суйлав кунĕчченех сасăлав бюллетеньне алла илме пултараççĕ.

Федерацин 67-ФЗ номерлĕ «Раççей Федерацийĕн гражданĕсен суйлав тата референдума хутшăнмалли правăсен тĕп гарантийĕсем çинчен» саккунĕн 65-мĕш статйипе килĕшÿллĕн суйлавçăсем 2015 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен граждан правине туллин пурнăçлама пултараççĕ. Вĕсен хăйсен пурăнакан /пропискăра тăракан/ вырăнти территори суйлав участокне палăртнă вăхăтра пырса бюллетень илме, ку е вăл кандидатшăн маларах сасăлама ирĕк пур. Çумра паспорт е ху кам пулнине ĕнентерекен ытти документ пулмалла.

Вырăнти суйлав участокĕсен суйлавчченхи ĕç-хĕлне территори суйлав комиссийĕн /ТСК/ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Сăмахран, Патăрьел районĕн ТСК ку хутлăхри 52 участокри суйлав комиссийĕ ĕç кунĕсенче 16 сехетрен пуçласа 20 сехетчен, кану кунĕсенче 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ĕçлессине пĕлтернĕ.

Вырăнсенчи суйлав комиссийĕсенче ăнланман ыйту сиксе тухсан ăна Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ йĕркеленĕ «Хĕрÿ линин» /8352/ 62-83-72 номерĕпе шăнкăравласа уçăмлатма пултаратăр.

Ю.ПЕТРОВ.

Автор: