Çĕнни ыррине илсе килтĕр
Тин кăна шкулсенче юлашки шăнкăрав янăранăччĕ пек - акă, Пĕлÿ кунне те кĕтсе илтĕмĕр. Çак кунпа пирĕн ăнра темĕн те çыхăннă: çунатлă ачалăх çулĕсем, пĕрремĕш шăнкăрава çуллен хумханса итлени, вĕрентекенсем çитĕнÿсем пиллени, хаклă хăнасем саламлани, вĕренÿри маттуррисене чыслани... Паллах, хăйсен кунçулне вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă çынсемшĕн кашни сентябрĕн 1-мĕшĕ - пурнăçĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнă майлах. Вăл вара яланах пĕтĕмлетÿсемпе, малашлăх планĕсемпе палăрăмлă. Унашкаллисен кăмăл-туйăмĕ те харпăр хăйĕнле пулни иккĕлентермест.
Эппин, итлесе пăхар-ха вĕренÿ ĕçне хăйсен пурнăç пĕлтерĕшĕ туса хунă çынсен сăмахне. Мĕнле шухăшсемпе кĕтсе илеççĕ вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне?
Мансур САЙДАШЕВ, Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми вăтам шкулĕн директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ:
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкул тытăмĕнче улшăну пулчĕ: Чăваш Ишекĕнчи пуçламăш шкул-сад Ыхраçырминчи вăтам шкулăн уйрăмĕ пулса тăчĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх - электрон дневникĕ хута ятăмăр. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн меллĕ пулнине ăнланса илтĕмĕр те ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра пурнăç хăвăрт улшăнса пыни вĕренÿ тытăмне те витĕм кÿрет. Паян çамрăксене техникумсене, колледжсене ытларах йыхравлама тытăннă май ялсенчи вăтам шкулсенче вуннăмĕш класс йĕркелес ыйту çивĕчленчĕ. Хамăрăнне илес пулсан, тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнă 26 ачаран 15-ĕшĕ тĕрлĕ заведение вĕренме кайнă. Аслă классене профиль пĕлĕвĕ парасси йăлана кĕчĕ темелле. Анчах ку енĕпе те самана таппине шута илме тивет. Ку таранччен эпир хамăрăн шкулта социаллă енпе экономика профильне тытса пынă, кăçал та çавăн пекех ĕçлĕпĕр. 2016-мĕш çулта вара биологи-хими енĕпе тарăннăн вĕрентесси патне куçăпăр. Малашлăх тĕллевĕсенчен пĕри - спортзал уçасси. Хальлĕхе тренажер пÿлĕмĕ пуррипех çырлахса пурăнатпăр-ха. Спорт енĕпе çапах та çитĕнÿсем начар мар. 2013 çулта пирĕн шкултан вĕренсе тухнă Эльмира Алеева арм-спорт енĕпе Европа, тĕнче ăмăртăвĕсенче палăрма та ĕлкĕрчĕ. Мухтанатпăр çакнашкал хастар вĕренекенсемпе! Вĕрентекен хăйĕн ĕçĕ ырă çимĕç панине курсан пушшех хавхаланса ĕçлет те - хăйсем суйланă çул-йĕрпе ăнăçуллă утакан кашни выпускникшăн чĕререн савăнатпăр. Шкула чыс кÿрекенсем малашне те йышлă пуласса шанса пуçлăпăр черетлĕ вĕренÿ çулне.
Вера КИРИЛЛОВА, Тăвай вăтам шкулĕн ертÿçи:
Сентябрĕн 1-мĕшне яланах çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илетĕп пулин те кăçал хавхаланăвăм тата та пысăкрах. Сăлтавĕ - ача йышĕ ÿснинче. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулне 592 ачапа пуçларăмăр, кăçал вара парта хушшине 616 вĕренекен ларĕ. Вунпĕрмĕш класс пĕтерсе 32 яшпа хĕр тухса кайрĕ пирĕн, пĕрремĕш класа вара 78 ача килчĕ. Шкула çамрăк учительсем килнишĕн те хĕпĕртетĕп: пуçламăш классене вĕрентекен Марина Никифорова пĕлтĕр ĕçе пуçăннăччĕ, кăçал пĕлÿ тĕнчине малтанхи утăмсем тăвакансен пĕр ушкăнне Алена Николаева, вĕрентекен профессине тин кăна пикенекен пике, йышăнĕ.
Юсав-тирпей тĕлĕшпе ачасене кĕтсе илмешкĕн çу варринчех хатĕр пирĕн шкул. Унăн çумĕнчи пахчара çитĕнекен тĕрлĕ чечек клумбисем /курасчĕ сирĕн çак илеме!/ уявра ачасен, аслисен кăмăлне пушшех çĕклессĕн туйăнать. Тĕрĕссипе, çăвĕпе татăлмаççĕ учительсемпе ачасем шкултан - шăвараççĕ, çум çумлаççĕ. Поварсем вара хамăрăн пахчаçимĕçрен мĕн тĕрлĕ блюдо хатĕрлесе хĕлле валли банкăсене хупмарĕç-ши! Сăмах май, кăçалхи вĕренÿ çулне технологи çулĕ тесе йышăнчĕç. Пирĕн шкулта çак предметпа пĕлÿ парас енĕпе опыт та, пурлăх никĕсĕ те пысăк. Эппин, пусăм тумашкăн йывăр килмĕ.
Евгений ЕФИМОВ, Вăрнар районĕнчи Малти Ишек шкулĕн çамрăк учителĕ:
Кăçалхи Пĕлÿ кунĕ маншăн палăрăмлă - педагог çулĕпе утма тытăнатăп. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ историпе географи факультетĕнчен пĕлтĕр вĕренсе тухрăм, тÿрех хам алла илнĕ специальноçсемпе ĕç тупмашкăн май килмерĕ. Акă, кăçал хам çуралнă Нурăс поселокĕнчен инçех те мар /7 километрта/ вырнаçнă ялта географ учителĕ тĕлĕшпе ваканси пуррине пĕлтĕм те... Хула пурнăçĕ нихăçан та илĕртсех кайман мана, чун яла, çуралнă тăрăха туртăнни те çакнашкал йышăну тума хистерĕ-тĕр - хама педагог каçалăкĕнче тĕрĕслесе пăхма шутларăм. Шкулта килĕшессе шанатăп - пирĕн çемьешĕн учитель профессийĕ ют мар. Анне, Ираида Ивановна, çирĕм çул ытла ачасене географи вĕрентет. Атте енчен династи стажĕ - 700 çула яхăнах.
Ача чухнех географипе наука шайĕнче интересленеттĕм. Атлас, глобус алă айĕнчен кайман. Чун киленĕçĕ шкул çулĕсенче юратнă предмета куçрĕ. Çын профессине хăй юратнă ĕçпех çыхăнтарать пулсан телейлĕ тесе шухăшлатăп. Çавăнпах паянхи уява пĕтĕм чунтан хавхаланса кĕтрĕм. Шкул коллективĕ ăшшăн йышăнни /халĕ эпĕ кунта чи çамрăк учитель-çке!/ кăмăла тата та çĕклентерчĕ.
Светлана ИЛЬИНА, Шупашкар районĕнчи Салапайкасси тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ, «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2015» конкурс Чăваш Енри çĕнтерÿçи:
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ общество аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ пулма шантарать. Пĕрремĕшĕнчен, Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ тĕп шкулĕ федераци патшалăх тĕп стандарчĕсем çине куçĕ. Иккĕмĕшĕнчен, Чăваш Ен халăхĕ сентябрĕн 13-мĕшĕнче малашнехи пилĕк çул епле пурăнассине татса парăпăр. Чăваш Енĕн ертÿçине суйлатпăр. Виççĕмĕшĕнчен, вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнчех манăн «Раççей çулталăк вĕрентекенĕ - 2015» конкурсăн юлашки тапхăрне хутшăнмалла. Çакăн чухлĕ çĕнĕ утăм кĕтнине тÿрех пуçа шăнăçтарма та йывăр пек, анчах куç хăрать те... Пысăк та пĕлтерĕшлĕскерсем обществăшăн тата хамшăн мала яракан утăмсем пулса тăччăрах эппин. Çĕнĕлĕхсем пирĕн пурнăçа ыррине кăна кĕртсе пыччăр.
Ираида ЛАРИОНОВА, Куславкка район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçи:
- Хамăн хальхи должноçра эпĕ пĕлтĕр ĕçлеме тытăнтăм. Пĕр çаврана майĕпен утса тухрăм темелле, халĕ, акă, иккĕмĕшне пуçлатăп та - кăшт çăмăлрах пулĕ-и, тен? Кашни ĕçрех çапла: малтанах пурне те ăнкарса илме йывăр-çке. Районти пур шкулшăн, ача сачĕшĕн, хушма пĕлÿ паракан организацисемшĕн яваплă пулнă май пăшăрханмалли те, савăнмалли те яланах пур. Педагогика кадрĕсем ватăлса пыни, хăшпĕр специалистсем /музыка, ÿкерÿ учителĕсем, технологсем/ çителĕксĕрри, ял шкулĕсенче ача йышĕ чакни шухăшлаттарать. Кăçал пирĕн районта - пĕртен-пĕр çамрăк учитель - Александр Романов - ĕçлеме тытăнать. Тĕрлемесри вăтам шкулта математикăпа информатика вĕрентĕ вăл. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕ професси çулĕ çине тин тăраканскере 10 пин тенкĕлĕх стипендипе /пĕр хутчен/ хавхалантарĕ.
Ертÿлĕх тытăмĕнче ĕçлеме пуçличчен шкулта чăваш чĕлхипе тата тăван ен культурипе вĕрентеттĕм. Раççей шайĕнчи «Отечество» конкурса хамăн вĕренекенĕмсемпе темиçе хутчен те хутшăннă. Кашнинчех ырă ят çĕнсе илеттĕмĕр. Çакă хавхалану кÿретчĕ. Халĕ урăхларах ĕçре пулин те - çак тытăмрах. Çавăнпа та вĕренÿ çулне пуçланă чухне чунра - халичченхи туйăмсемех. Пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатăп!
Ĕçлĕ çынсене Ирина ПУШКИНА чăрмантарнă.
Комментировать