Картинăсене халăх валли хăварасшăн

29 Авг, 2015

Тăван халăх чĕлхи, культури, пуянлăхĕ пирки нумай калаçатпăр. Çав вăхăтрах чуна ыраттаракан ыйтусене хускататпăр. Анчах витĕмĕ пур-и? Мĕншĕн нимĕн те улăштарма пултараймастпăр эпир? Пире илтмеççĕ-и?

Эпĕ хама халăхшăн ĕçлекен çын тесе шухăшлатăп. Анчах халăх манăн пултарулăха йышăнни иккĕленÿллĕ. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Тăван тăрăха таврăннăранпа 30 çул çитрĕ. Унтанпа нумай курав йĕркеленĕ. Манăн ĕçсене халăх туянасшăнах мар. Те çынсене мĕн кирлине ăнланса илеймен? Хăшĕ-пĕри укçа-тенке ниме юрăхсăр япала илсе тăкаклать. Анчах картинăллă пулас шухăш çук унăн. Çакă, паллах, ăс-тăн, чун аталанăвĕпе çыхăннă. Тем чухлĕ вăхăт иртсен те картина хăй хаклăхне çухатмасть. Унăн сумĕ ÿссе кăна пырать. Апла тăк художникăн мĕнле пурăнмалла? Эпĕ хамăн картинăсене Америкăра, Индире, Японире, Турцире, Венгрире... йĕркеленĕ куравсенче кăтартнă. Унта тĕпленнисемшĕн чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, пурнăçĕ питĕ интереслĕ. Вĕсем, тĕслĕхрен, алăран тытăнса вăйă картине тăнине те, туй вăхăтĕнче урапа çинче купăс каланине те курман. Унта манăн картинăсене туянас кăмăллисем нумайрах. Анчах хамăн ĕçсен пысăк пайне чикĕ леш енче пурăнакансене сутас килмест. Мĕншĕн тесен картинăсене тăван халăх валли хăварма шухăшлатăп.

Чикĕ леш енне тухса çÿрекенскер пуян теççĕ пуль. Хăш чухне хама кайăкпа та танлаштаратăп. Пĕчĕк пенсипе пурăнакан художник çула тухсан мĕн çимеллине те, ăçта çĕр каçмаллине те тÿрех палăртаймасть. Никам та командировка укçи тÿлемест, йăлтах хамран тухать. Халĕ манăн Венгрире пулмаллаччĕ - нухрат çителĕксĕрри ура хучĕ.

Эпĕ е урăх художник мĕн ĕçленипе халăх интреслентĕрччĕ хăть. Мĕншĕн манăн ĕçсен куравĕсене йĕркеленине, "Чăваш халăх художникĕ" ят панине ыйтса пĕлтĕрччĕ. Çук вĕт...

Кăçал Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче "Нарспи" пăхмасăр калакансен конкурсне ирттересшĕн. Вăй çитерĕпĕр-ши?

Садра, пахчара ĕçленĕ вăхăтра çеç хам художник пулнине манатăп. Халăха кирлĕ мар туйни те таçта сирĕлет. Темле пулсан та çĕр ĕçне юратни чуна савăнăçпа тултарать.

Праски ВИТТИ,

Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.