Кунти çăтмах кĕтесне килсе курăр çемьепе

29 Авг, 2015

СУЛАХАЙРАН СЫЛТĂМАЛЛА: АНТОНИНА ВАСИЛЬЕВА АГРОНОМ, АЛЛА ЖИДКОВА АГРОНОМ, АЛИСА АРСЕНТЬЕВА, НАДЕЖДА ПРОКОПЬЕВА НАУКА СОТРУДНИКĔ ТАТА АЛЕКСАНДР ДИМИТРИЕВ ДИРЕКТОР ГОРТЕНЗИ ТĔММИНЕ ПАХАЛАÇÇĔ.

Хапхаран кĕрсессĕнех сăмсана ырă шăршă, уçă сывлăш кăтăкларĕ. Çул хĕррипе ÿсекен йывăçсем хула шăв-шавĕнчен хÿтĕлеççĕ. Малалла утнăçемĕн вара тĕрлĕ чечек-курăк йăмăх тĕсĕпе астарчĕ, шаларах иртме васкатрĕ. Кĕлчечек, флокс, гортензи, рудбекки, клематис, тюльпан, нарцисс, ирис... Мĕн кăна çук! Çитменнине - кашни чечекĕн тĕрлĕ сорчĕ, тĕсĕ. Çурла уйăхĕ вĕçленсе пырать. Апла пулин те кунта йĕри-таврах илем хуçаланать. Çуллахисем çеçкисене тăкса пынă май кĕр сулхăнне кăмăллаканнисем çурăлса пыраççĕ. Чечек-курăк, йывăç-тĕм, сиплĕ ÿсен-тăран... Акă ăçта вăл - хулари çăтмах!

- Пирĕн пата çемйипех курма килеççĕ, - Раççей ăслăлăх академийĕн Н.В.Цицин ячĕллĕ Тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Александр Димитриев манăн шухăшсене вулать тейĕн. - Савнисене туйăмĕсене пĕр-пĕрне пĕлтерме кунти романтикăллă лару-тăру пулăшать ахăртнех - каччăсемпе хĕрсем алла-аллăн тытăнса уçăлса çÿренине тăтăшах курма пулать. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе пĕрле кунти ырлăхпа киленме кăмăллать. Халĕ тата çамрăк мăшăрсем туй кунĕнче çакăнта килесси йăлана кĕрсе пырать. Илемлĕ вырăнта сăнÿкерĕнме юратаççĕ. Унсăр пуçне вырăна тухса çырăнмашкăн та пур услови йĕркеленĕ.

Ĕçри пăчă пÿлĕмсенче хупăнса ларса çывăхрах вырнаçнă илемпе те киленме вăхăт тупаймастпăр. Çавăнпа сад ĕçченĕсем ÿсен-тăран тĕнчипе паллашма сĕнсен хаваспах килĕшрĕм. Чăн та, лаптăкĕпех курса çÿреме кунĕпе те вăхăт çитмĕ. Лариса Балясная наука сотрудникĕ дендрари çĕнĕ лаптăкне кăтартрĕ.

- Ытти тăрăхри йывăç-курăк та чиперех ÿсет пирĕн патра. Чăн та, кăнтăртисемпе кăткăсрах. Çурçĕр Америка тăрăхĕнчисемшĕн вара Чăваш Ен - хăнăхнă климат, - пирĕннисенчен урăхларах йывăçсене кăтартнă май Лариса Ивановна ман валли ятарласа пĕчĕк экскурси ирттернипе кăна çырлахмарĕ, лекци те вуласа пачĕ. - Рододендронах илер. Пирĕн пахчаçăсенчен чылайăшĕ унпа çыхланма шикленет. Ун пеккисене эпĕ малтанлăха яппун рододендронĕпе туслашма сĕнетĕп. Ытти йышши вара Çурçĕр Америкăн юрăхлăрах. Акă пилеш, Бессея чие çырли /унăн çимĕçĕ хура тĕслĕ/, кашкăр çырли, вейгела, аморфа, птелея, пихта, хыр, ирга, сăрă тата хура шĕшкĕ, хĕрлĕ юман... Пурте - çав вырăнтан. Чăваш мăнаçлăхĕ - юман - юлашки çулсенче самай хавшарĕ. Унăн сăлтавне ăсчахсем тĕпчеççĕ. Ку юман вара чире парăнмасть. Минтер евĕр чăрăш курнă-и тата эсир? Вăл çÿлелле мар, айккинелле сарăлса ÿсет. Çавăнпах ши те пи каймасть.

Чăн та, 10 çул ÿсекен чăрăш та çын пĕвĕнчен çÿллĕ марччĕ. Хамăр патри чăрăш та хăвăрт çитĕнменни паллă-ха, анчах та ку хăй - лутра йышши. Канада чăрăшĕ те, конус евĕрскер, çÿлелле туртăнсан та тÿпенех çĕкленмест.

Сад ĕçченĕсем чечек-курăкăн çĕнĕ сорчĕсемпе тĕсĕсене халăх патне çитерессишĕн тимлеççĕ.

- Йăлтах Мускаври Тĕп ботаника сачĕн методикине пăхăнатпăр, - каласа кăтартать Надежда Прокопьева ăслăлăх сотрудникĕ. - Ÿсен-тăранăн илемне, формине, унăн чир-чĕре парăнмаслăхне тĕпчетпĕр. Кăтарту 100 балран иртсен кăна вăл е ку ÿсен-тăранпа чăваш парк-садне илемлетме усă курма сĕнетпĕр.

Каларăм ĕнтĕ, садра пĕр чечекĕнех темĕн тĕрлĕ сортне тата тĕсне аталантараççĕ. Тюльпанăн 70 ытла сорчĕ ешерет çуркунне, ирисăн 27 сорчĕ тата 25 тĕсĕ илемĕпе куçа тыткăнлать. Кĕлчечек çеçкисене тăкса ĕлкĕрейменччĕ-ха, флорибунда, “полиантовый” текенни, авăнса-тăсăлса ÿсекенни, чей-гибрид сорчĕ - ÿсен-тăран тĕнчин королевин те темĕн тĕрлĕ тĕсĕ те пур кунта.

Паллах, кун пек хуçалăхра ĕç алли нихăçан та ытлашши мар. Акă Элĕк район пики Алиса Арсентьева та, кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн студентки пулса тăнăскер, вĕренÿ çулĕ пуçланиччен кăшт нухрат ĕçлесе илмешкĕн шăпах кунта килнĕ. Бюджет мелĕпе вĕренме кĕнĕ пулин те студента укçа-тенкĕ самай кирлĕ пулĕ. Пике халех çанă тавăрни вăл ăслăлăх гранитне те тăрăшсах кăшласса шантарать.

Ĕçчен пикене ăнăçу сунса сиплĕ ÿсен-тăран лаптăкĕпе паллашатпăр. Кунтах - техĕмлĕх курăкĕсем, сайра тĕл пулакан, Раççей тата Чăваш республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ ÿсен-тăран. Çĕр питĕнчен çухалса пыракан чечек-курăка курмасăр епле иртĕн? Лунник, лихнис, лаватера... Кусене хăш-пĕр чечекçĕ хăйĕн пахчинче те ÿстерет-ха. Анчах та сад ĕçченĕсем малалла палăртнă список сисчĕвлентерчĕ: матрÿшке, чапăр, анăс курăкĕ... Ара, вĕсем манăн пахчара ашкăнсах кайрĕç.

- Сирĕн пахчара çапла пулĕ те, анчах та вĕсене Шупашкар таврашĕнче текех кураймăр, - пăшăрханать Алла Жидова агроном. - Çак курăксене халăх, сиплĕхне кура, тăрăшсах пухать. Анчах та вĕсен тымарĕсем çиелтех. Çынсем çапла вĕсене тымарĕ-мĕнĕпех тăпăлтараççĕ кăна. Панкра курăкĕ те /купальница/ куçран çухалчĕ. Ятарласа лартса ÿстерсен кăна...

- Курса çаврăнтăр пулĕ: ĕçлемелли нумай, - палăртрĕ филиалăн директорĕн тилхепине нумай пулмасть алла илнĕ Александр Димитриев. - Чăваш Ене чечекленекен сада çавăрас тесен нумай тăрăшмалла. Мĕншĕн импорта пуç çапмалла пирĕн? Панулмипе кăна мар, абрикоспа та, иçĕм çырлипе та хамăра кирлĕ таран кăна мар, ытлашшипех тивĕçтерме пултаратпăр. Питĕ лайăх ÿсеççĕ вĕсем пирĕн тăрăхра. Çакна Шупашкар районĕнче пурăннă /шел, пирĕнтен уйрăлса кайрĕ/ Степан Герасимов хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ. Вăл, 100 тĕрлĕ иçĕм çырлине тĕрĕсленĕскер, плантаци уçмаллине калатчĕ. Иçĕм çырлин сĕткенне те, эрехне те хамăрăнах тума вăй çитнине палăртатчĕ. Ĕçлемелле кăна. Степан Герасимовичăн пахчинче мĕн кăна çукчĕ. Питĕ пысăк çимĕç паракан помидорне вăл карта хĕррипе лартатчĕ те каярахпа карта çумнех çыха-çыха тухатчĕ. Ĕç мелне пĕлсен темĕн тума та пулать.

Сад лаптăкне татах та илемлетесшĕн ĕçченсем. Кунта канма, илемпе киленме килекенсен кăмăлне тупассишĕн пĕве таврашне хăтлăх кĕртесшĕн. Хулан çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче йĕркеленĕ велотрек трасса çумĕпех иртет - сывлăшĕ таса мар. Çавăн пеккинех кунти сад хыçĕнче вăрман çумĕпе уçсан мĕн тери аван пулмалла.

Ырă шухăш ырă самантра аталанса пурнăçа кĕмелле пултăр. Хам енчен вара Шупашкарпа унăн хăнисене çак илемпе çитсе киленме сĕнес килет.

Рита АРТИ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

 

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.