Çĕнтерĕве туптанă ветерана прокуратура та пулăшаймĕ-ши?
Прокуратурăн тĕп тĕллевĕ - саккунсем пурнăçланнине тĕрĕслесси. Çавăнпах хăйсен прависене пăснă чухне çынсем пулăшу шыраса пыраççĕ те унта. Тĕрлĕ ыйтупа "чăрмантараççĕ" пакунлисене. Вĕсен йышĕнче çурт-йĕрпе çыхăннисем те сахал мар.
Сусăр ачана хÿтĕлесе
Качча кайиччен И.Иванова /ятне улăштарнă/ йăмăкĕпе тата амăшĕпе Шупашкарти Хевеш урамĕнчи хваттерте пурăннă. Каярах çемьеленсе урăх хулана тухса кайнă. Шел, мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнайман. Уйрăлма тивнĕ. Çапла икĕ ача амăшĕ каялла таврăннă. Хĕрарăм хăйĕн килнех кĕнĕ-ха, ара хваттерĕн 1/3 пайĕ саккунлă майпах унăн шутланать. Анчах ачисем хăйсене кунта хăтлă туйман. Суд материалĕсем тăрăх, кукамăшĕ мăнукне кÿрентернĕ те, хĕненĕ те иккен. Çавăнпах арçын ачасем унта пурăнасшăн пулман. Пушшех те Иванова амăшĕ икĕ ачаллă тепĕр хĕрĕпе пурăннă. Ку йышшăн 54,40 тăваткал метр хĕсĕк пулнă. Ивановăн пĕр ывăлĕ психика тĕлĕшĕнчен йывăр чирпе асапланать тата.
Ку амак вара шала кайнă йывăр чирсен шутне кĕрет. РФ Правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн кун пек чирлисемпе пĕр хваттерте пурăнма сĕнмеççĕ. Çакна шута илсех амăшĕ Ленин районĕн администрацине хăйне социаллă çурт-йĕр уйăрма черете тăратма ыйту çырнă. Хурав шалт аптратнă: тăвансем пурте пĕр хваттерте пурăннăран пĕр çемье шутланаççĕ-мĕн. Ача çуратнă хĕрарăмсем хăйсем уйрăм çемье иккенне ăнланасшăн пулман чиновниксем. Çавăнпах Иванова прокуратурăна çул тытнă та. 2012 çул вĕçĕ пулнă ку.
- Килĕнче тавлашуллă-хирĕçÿллĕ лару-тăру хуçаланнă вĕсен. Юлашкинчен тăванĕсем хĕрарăма тухса каймах ыйтнă. "Анчах ачасемпе ăçта вырнаçăп-ха эпĕ?" терĕ пирĕн пата килсен. Администрацинче унăн хутне кĕменрен пулăшу шыраса кунта килчĕ те Иванова. Эпир ăна тĕплĕ итлерĕмĕр. Саккунпа вăл, чăн та, хваттере тивĕç. Шăпах сусăр ачана хÿтĕлесе пуçăнтăмăр та ĕçе. Ачи чирлисĕр пуçне çемье сахал тупăшлă та шутланать. Çавăнпах çемьене çурт-йĕрпе саккунпа килĕшÿллĕн черетсĕр тивĕçтерме иск çыртăмăр, - каласа кăтартать Ленин район прокурорĕн аслă пулăшуçи Людмила Бусова.
Паян Иванова икĕ ачипе Шупашкарти Дементьев урамĕнчи çуртра пурăнать. Анчах ятуллă кĕтесе тивĕçме çăмăл пулман. Суда темиçе хутчен те кайма тивнĕ. Малтанах - çурт-йĕр черетне тăмашкăн. Ун хыççăн ачи чирлине шута илсе пĕтĕмĕшле черете пăхăнмасăр çак ĕçе хăвăртлатмашкăн ыйтнă. Хĕрарăма хваттерпе черетсĕр тивĕçтермеллине суд урлă темиçе хутчен те ĕнентерме тивнĕ. Килти лару-тăру вара хĕрсех пынă. Сăмах май, чĕннĕ пулин те Иванова çывăх тăванĕсем суда та пыман.
Çапла вара кăçалхи ака уйăхĕнче Шупашкарти Ленин районĕн администрацийĕ йышăну кăларнă: унпа килĕшÿллĕн Иванова ывăлне социаллă хваттер тивĕçнĕ. Ку - прокуратура тивĕçĕ темелле. Хĕрарăм хутне вăл кĕмен тĕк мĕнпе вĕçленĕччĕ çак çемьери ĕç-пуç?
- Суд Ивановсене хваттер уйăрас йышăнăва 2013 çултах кăларнă. Хула администрацийĕ ăна пурнăçлама май çуккине пĕлтерсе кăштах тăхтама ыйтрĕ. Кăçал вара çак ĕçе вĕçне çитерчĕ. Сусăр ача прависене хÿтĕлесе хваттер уйăричченех лару-тăрăва куçран вĕçертмерĕмĕр. Амăшĕ куншăн чĕререн тав турĕ. Хĕрарăм ачине май пур таран сыватма тăрăшни палăрать. Ывăлне ыттисен хушшинче пурăнма хăнăхтарма анлăн тăрăшать, - тет юстицин кĕçĕн советникĕ çак историе пĕтĕмлетсе.
Ваккатсем тÿлевсĕр те пулăшаççĕ
- Çурт-йĕр ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе сусăр ачасене черете тăратассинче саккуна пăснă тĕслĕхсем чылай пулаççĕ. Хамăр та асăрхатпăр, пулăшу ыйтма килекен те сахал мар. Пĕр ĕçе те куçран вĕçертместпĕр, йышăну епле пурнăçланнине сăнасах тăратпăр. Сусăрсен, вăрçă ветеранĕсен тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшатпăр, - тет Людмила Геннадьевна.
Ку категорири çынсем прависене хÿтĕлеме хăйсен тĕллĕн пултарайманран, юридици пĕлĕвĕ çитменнипе те çыхăннă ку. Ваккат тытма та кашниех пултараймать. Ваккатсен коллегийĕ уйрăм категорири çынсене пулăшу тÿлевсĕрех панине, тен, чылайăшĕ пĕлмест те. Вĕсен йышне ветерансем, сусăрсем, сахал тупăшлисем те кĕреççĕ.
Саккуна пăхăнмалла
- Тĕрлĕ МИХре вăл е ку саккуна пăснă тĕслĕх пирки çырнине асăрхасан та тĕрĕслĕх тишкеретпĕр. Çапла кăçалхи çуркунне информаци пĕр агентстви вăрçă ветеранĕпе унăн ватă мăшăрĕ пурăнакан çурта юрăхсăр тесе йышăнманнине, ватăсем унта чăрмавлăн кун кунланине çырнăччĕ. Тĕрĕслерĕмĕр. 2013 çулта ведомство комиссийĕ çак çурта ватăсене пурăнма юрăхлă тесе йышăннă. Вăл санитари нормисене тивĕçтернĕрен унта ватăсем аванах пурăнаяççĕ имĕш. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн прокуратура çурта тĕпчесе акт çырнă чухне йĕркене пăснине асăрхарĕ. Çавăнпах суда ватăсене хÿтĕлесе тухрăмăр та. Ленин район администрацине тĕрĕслеве саккуна пăхăнса ирттерме ыйтрăмăр. Район сучĕ прокуратура сусăр ветаран тĕлĕшĕпе хатĕрленĕ иска тишкерсе пирĕн шухăшпа килĕшрĕ, - паллаштарать çурт-йĕрпе çыхăннă тепĕр тĕслĕхпе Людмила Бусова.
Ку ĕç хальлĕхе вĕçне çитмен-ха. Хĕрÿ тавлашу пырать темелле. Пĕрисем çурта юрăхсăр тесе шутлаççĕ, теприсем унта пурăнма пулать теççĕ. Ĕçе Аслă суд уçăмлатĕ.
Лару-тăрупа паллашма эпир те Шупашкарти пĕр çырма хĕрринче ларакан çурта çитсе килтĕмĕр.
Партизан-салтак
Шăнкăрав тÿмине пуссан чÿречерен ватă хĕрарăм курăнчĕ. Пĕр хушăран Агриппина Чеботарева картишне тухрĕ. Урамран кĕмелли алăк патне утса çитме вăй-халĕ çитеймесрен хăраса-ши, курăк хушшинче шалтан питĕрнĕ хăлăпа уçма пралук выртнине пĕлтерчĕ. Анчах вăл куç тĕлне пулмарĕ. Çавăнпах урам алăкĕ патне хăех кăшăлтатса çитрĕ. Васкамасăр, майĕпен кĕтĕмĕр çурта. Палламан çынна чăваш хĕрарăмĕ çав тери ăшшăн та кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Пÿрте чĕнчĕ - эпĕ ырăпа килнине сăмахпах ĕненчĕ.
88 çулти Груня аппа /кÿрши-арши, тăванĕ ăна çапла чĕнет/ пÿрте кĕрсенех диван çине вырнаçма сĕнчĕ. 95 çулти вăрçă ветеранĕ кам килнине пĕлесшĕн пулчĕ-тĕр. Çавăнпах сасă пачĕ. "Мĕн пулнă ара, Илле?" - ачашшăн чĕнчĕ хĕрарăм мăшăрĕн пÿлĕмне кĕнĕ май.
Илья Александрович юлашки вăхăтра хăйне япăхрах туять, вăй çуккипе аптăрать. Çавăнпа вырăнпах выртать.
1939 çулта салтака кайнăскершĕн вăрçă çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчех пуçланнă. Илья Чеботарев хĕсметре тăракан полк çунакан Минска тĕрлĕ сăлтавпа çирĕп командирсăр пырса кĕнĕ. Çавăнпах полка тÿрех нимĕç салтакĕсем çавăрса илнĕ. "Ахаль те аптăранă салтаксене нимĕçсем ним мар пăлхатрĕç. Вăрманта бомбăсем сирпĕннĕрен хăрушă иккенне, яла тухакансене килĕсене ярасса шантарчĕç. Чылайăшĕ ĕненчĕ вĕсене", - аса илет фронтовик.
Çапла 300-400 салтакпа офицер вăрмантан тухнă. Илья Александрович 12 çын хушшинче вăрмана шала кĕрсе кайнă. Анчах темиçе кунтан нимĕçсен тĕлне тухнă вĕсем. Çапла тăваттăн çеç тăрса юлнă. Илья Чеботарев ку тытăçура хырăмран аманнă. Çакăн хыççăн фронтовиксем малалла пĕчченшерĕн каймаллине палăртнă. Чăваш каччи беларуç партизанĕсен тĕлне тухнă, мĕн вăрçă пĕтичченех вĕсемпе пулнă вăл. Тăван тăрăха Çĕнтерÿпе çеç таврăннă.
- Вăрçă пирки унран ыйтманпа пĕрех. Вăл куççульленмесĕр калама пултараймастчĕ те, - тет Агриппина Егоровна.
Типтерлĕ упракан вăрçă медалĕсен хушшинче тăрăшуллă та хастар ĕçленĕшĕн тивĕçнисем те пур. Ватăсем иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем. Кил хуçи ĕмĕрĕпех ялхуçалăх министерствинче - çĕр виçекенре, мăшăрĕ медицина сестринче тăрăшнă.
- Питĕ тирпейлĕ те сăпайлă вăл манăн, - тет хĕрарăм мăшăрĕ пирки ачашшăн.
Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕскерсем йĕкĕт вăрçăран таврăнсан паллашса мăшăрланнă. Урпаш хĕрĕ Туçари больницăра ĕçленĕ. Каччă шăпах çак ялтан пулнă. 1958 çулта мăшăр Шупашкарта пысăках мар йывăç çурт хăпартнă.
- Строительство материалĕ çукчĕ. Тупмашкăн çав тери йывăрччĕ. Çавăнпах çурт çĕклеме çăмăл пулмарĕ. Кăмака та аран турăмăр, - пурăнмалли кĕтес çавăрнине аса илет хĕрарăм. - Çамрăкрах чухне хваттере пурăнма каясси пирки пачах та шухăшламан. Уйрăм çуртрах лайăх. Картишне тухсан та сухан çиес килсен - тат та çи. Кишĕр кирлĕ-и - йăран çинчех. Пĕтĕмпех хамăрăн. Ватăлнăçемĕн йывăрланчĕ. Ватлăх кунра та пулин хваттерте пурăнса курасси пулмасть-ши теттĕм те, çук пуль.... Чипер çÿренĕ чухне паманнине пĕр урапа леш тĕнчере тăнă чухне тивĕçейместпĕрех ахăр, - кулянать Груня аппа.
- Çăвăнма çук-çке. Ваннăй пулсан кайса чÿхенмелле çеç. Мунча кĕменни те уйăх çитрĕ ĕнтĕ. Кун чухлĕ пурăнакан марччĕ-ха. Чирлерĕм вĕт. Урама та тухаканччĕ, апатне те хамах пĕçерекенччĕ. Тем ку эрнере хама йывăр туйма пуçларăм, - тет Агриппина Егоровна. - Акă вăл - ватлăх. Пирĕн пата та çитрĕ. Çамрăк чухне çеç шухăшламастпăр ун пирки.
Илле пиччепе Груня аппана пĕртăванĕсен ачисем Валерий, Галя, Люба тата Ангелине пăхса тăраççĕ. Вĕсем те утмăлтан иртнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те тăванĕсене кăштах та пулин хăтлă пултăр теççĕ. Вĕсем тăрăшнипех йывăç çурта ăшă шыв кĕрет-тухать халĕ. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне туалет та вырнаçтарнă.
- Вĕсемсĕр пĕр кун та пурăнайман пулăттăмăр. Хальччен çĕрсех каймалла. Куллен çĕр каçма черетлесе çÿреççĕ. Апат-çимĕçне те вĕсемех илсе килеççĕ, - тет хĕрарăм тăванĕсене тав туса. Шел, хăйсен ачасем çук.
Тăванĕсем те хисеплеççĕ ватăсене. Ячĕшĕн çеç пăхмаççĕ. Çакă кил-çуртра паллă темелле. Картишĕнчи сукмак-и, пÿрте кĕмелли картлашка-и - йĕри-тавра тап-таса та тирпейлĕ. Çĕр улми çитĕннĕ лаптăка та чавса сарă пăрăç акнă. Вăл шăтса тухма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Ватлăхпа чир çапсах хуçиччен Чеботаревсем хăйсем те çын евĕрлĕ пурăнас тесех тăрăшни сисĕнет. Çурт йывăçран пулин те шалта обой çыпăçтарнă, пÿлĕмсем тунă. Тул енчен те çурта сăрласах тăнă. Вăл ытлашши тайăнасран бетон никĕс çине хăпартнă. Çавăнпах-тăр вăл питех кивелнĕн туйăнмасть. Тимĕр хапха та çурта юрăхсăр тесе калама хăйтармасть-тĕр. Сăрăпа обой айĕнчи пĕренесем еплерех тăнине çеç шута илмеççĕ. Çурта пурăнма юрăхлă тесе хаклама вара куçпа çеç сăнамалла мар-çке.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать