Çенĕкрен пуçласа турăш кĕтесĕ таран - тирпейсĕр

27 Авг, 2015

Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, унпа хăй хуçа. Тепĕр çыннăн кун-çулне кĕмесĕр, чăрмантармасăр «Пурăнтăр-иç хăй пĕлнĕ пек...» теме те пулать-ха. Анчах ĕç-пуç ачасене пырса тивнĕ чухне алă сулса ирттерсе ямалла марах. Кашни ял-хула тăрăхĕнчех ăнăçсăр çемьесем пур. Администраци профилактика шутне илнĕскерсене тĕрĕслесех тăрать, мĕншĕн тесен йывăр лару-тăрура пурăнакан кил-çуртра кирек хăш самантра та инкек тухма пултарать. Пуринчен ытларах ачасем шар курасси сисчĕвлентерет.

Иртнĕ тунтикун Красноармейски районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн участок уполномоченнăйĕпе Александр Павловпа тата çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторпа Марина Татминапа шутра тăракан çемьесене çитсе куртăмăр.

Чи малтанах райцентрти Çĕнтерĕве 30 çул урамĕнчи икĕ хутлă общежитие кĕтĕмĕр. Подъезд алăкне уçсанах хăраса каймалла ÿкерчĕк тухса тăчĕ: штукатурка тĕллĕн-тĕллĕн хăйпăннă, сĕрĕмпе хуралнă тискер стена, коридор ешчĕкпе, ăпăр-тапăрпа тулнă... Ку çуртра пĕлтĕр пушар тухнă. Шăпах профилактика шутĕнче тăракан Е.-сен айăпĕпе. Ÿсĕрскерсем пирус туртнă, çывăрса кайнă...

3 ачаллă В.-сем патне кĕтĕмĕр. Йышлă çемье пысăках мар пÿлĕмре пурăнать. Условисем, хальхи вăхăтшăн, начар темелле: шыв, канализаци çук, туалет урамра. Пÿлĕмре тахçанах юсав ирттерменни сисĕнчĕ, кунтах апат пĕçернипе пăчă, нÿрĕ. Хуçисемшĕн мĕнле те - маншăн хăтлă мар кунта. Икĕ хĕрĕ - асли кĕçех 1-мĕш класа кайĕ, йăмăкĕ ача садне çÿрет - шашкăлла выляса ларатчĕ. Амăшĕ, биржăра тăраканскер, тăваттăмĕш пепкине кĕтет, çырăнмасăр пурăнакан арçынĕ саларах ĕçе вырнаçнă. Хĕрарăма ĕçкĕпе иртĕхнĕшĕн, тĕрлĕ арçынпа явăçнăшăн шута илнĕ. Халĕ, вăл каланă тăрăх, эрех-сăрана иккĕмĕш çул ăша яман. 8-ти хĕрĕ шкула кайма туяннă çи-пуçне кăтартма тăчĕ. Шкапран пĕр тумне илнĕ хушăра арăш-пирĕш выртакан ытти япали йăтăнчĕ анчĕ. «Ачасем хыççăн пуçтарса ĕлкĕрме çук, кунĕпе айăн-çийĕн çавăрттараççĕ», - терĕ амăшĕ. «Ача ăçта ларса урок тăвĕ?» - кăсăклантăм амăшĕнчен. Кĕçех ятарлă сĕтел туянасшăн-мĕн, упăшки шалу илессе кĕтеççĕ. Марина Татмина инспектор каланă тăрăх, В.-сен килĕнче унччен шутсăр тирпейсĕр пулнă, протокол та çырнă. Халĕ пÿлĕмре малтанхинчен чылай аванрах.

Е.-сем алăка уçмарĕç. Кил хуçи кафере савăт-сапа çăвакана вырнаçнă, ун патне ĕçе кайрăмăр. Хĕрарăм укçа-тенкĕ тĕлĕшпе çынна улталанăшăн судпа айăпланнă. Вăл та «çуттипе» туслă пулнă, халĕ ĕçмест-мĕн. Анчах, çынсем каланă тăрăх, пĕрле пурăнакан арçынĕ эрех-сăрапа айкашать-ха. Е. садик ÿсĕмĕнчи ачине ĕçе илсе пынăччĕ, ăна никампа хăварма çук имĕш. Ача сывлăхĕ хавшак, лайăх аталанса пырайман пирки пепкене пĕр вăхăт амăшĕнчен уйăрнă, интернатра çеç калаçма тытăннă вăл.

Рейда тухнисем çемьен пÿлĕмне кĕрсе курасшăнччĕ. Пĕлтĕрхи пушар хыççăн юсав ирттернĕ-и, шалта мĕнле лару-тăру? Анчах çакна пĕлеймерĕмĕр. «Халь килте пуçтарман-ха, юсав пырать. Пĕртен-пĕр уççа арçын пĕрле яла чиксе кайнă», - сăлтав тупса çапла хуравларĕ хĕрарăм. Инспектор ун патне каçхине кĕрсе тухма шантарчĕ.

Çаплах общежитири хăрушă стенасем куçран каймарĕç. Çавăнта пурăнас тăк мĕнле иртсе çÿремелле? Куçа хупса-и? Апла утсан такăнса ÿкĕн... Красноармейски ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ку çуртра приватизациленĕ хваттер хуçисем пурăнаççĕ, федераци программипе килĕшÿллĕн ятарлă фонда юсав валли уйăхсерен укçа тÿлеççĕ. Ку тивĕç - управляющи компани çинче. Хваттер хуçисен, чи малтан, коммуналлă тăкаксемшĕн вăхăтра тÿлесе тăмалла, хăйсен те хастартарах пулмалла. Анчах харпăр хăйĕн 15-20 тăваткал лаптăк пÿлĕмне тирпейлеймен, хăтлăх кĕртеймен çынсенчен подъезда юсасса кĕтмелле-и? Коридорта ачасем чупатчĕç, вылятчĕç... Ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсене хитре, иртсе çÿреме кăмăллă вырăнта пурăнтарас килмест-ши вара? Çакăншăн камăн тăрăшмалла? Паллах, хамăрăн.

Полици машини Çĕньял Упире И.-сем тĕлĕнче чарăнчĕ. Эпир пÿрте кĕрсе тăрсан виçĕ ача амăшĕ курмăш турĕ, хăйĕн ĕçĕсемпе аппаланнă хушăра ыйтусене кăнттам хуравларĕ. Газшăн укçа тÿлеменни пирки пăрăха татнă, çавăнпа электроплита çинче пĕçереççĕ. Упăшки нумаях пулмасть шапаша тухса кайнă. И.-сем тирпейсĕр пурăннă, çамрăк амăшĕ эрехпе иртĕхнĕ. Халĕ вăл тÿрленессе шанас килет. «Ÿлĕмрен те килте йĕрке пултăр», - терĕ инспектор хĕрарăмпа калаçнă май. Марина Владимировна ачисене кÿршĕ ялти садике вырнаçтарма сĕнчĕ. Унта тĕпренчĕксем кунне темиçе хутчен те вĕри апат çийĕччĕç.

М.-сем Яманкассине Шупашкартан куçса килнĕ, амăшĕн капиталĕпе çурт туяннă. Ку çемье хулара пурăннă чухнех шутра тăнă, пĕртăвансене пурлăх ыйтăвĕ канăç паман, çавăнпа йĕрке хуралçисен куçĕ тĕлне лекнĕ. Хула тата ял пурнăçĕ расна çав. Сăмахран, хулара çурт таврашĕнчи курăка çулса каяççĕ, подъезда çăваççĕ... Ялта кил таврашĕнче ÿсекен хыт-хураран хăвăнах хăтăлмалла. Урамран пăхсан М.-сен пÿртĕнче çын пурăнмасть теме те пулать: вĕлтрен, армути-мăян карта çÿллĕшех. Кил картишĕнче йытă сасси илтĕнни кăна кунта чĕрĕ чун пуррине систерчĕ. Кĕçех хапхаран мар, картан тепĕр енчен мăн хырăмлă çамрăк хĕрарăм тухрĕ. «Эпир кунтан иртсе çÿреместпĕр», - терĕ. Ун хыççăн пÿртелле кĕтĕмĕр те... темĕнле такăнса ÿкмерĕмĕр тульккăш. Çенĕкрен пуçласа турăш кĕтесĕ таранчченех япала йăваланать: хывнă та пăрахнă, тытнă та вырăнне хуман... Кăмака умĕнче мĕн тĕрлĕ çÿп-çап çук-ши? «Эпĕ тулли çын, питех ĕçлейместĕп», - тÿрре тухрĕ пиллĕкмĕш пепкине кĕтекенскер. «Ачăрсене хăйсем хыççăн вырăн майлама, чей ĕçнĕ хыççăн куркана чÿхесе лартма вĕрентмен-им? Хăвăрах çăмăл пулĕччĕ», - çакнашкал ирсĕрлĕхе курсан сăмах чĕнмесĕр тÿсеймерĕм. 11-12 çулсенчи ывăл-хĕр çак ĕçсене тума пултармаллах ĕнтĕ. Шăпăрлансем ашшĕпе пулă тытма кайнăччĕ. Арçын райпона грузчике вырнаçнă. «Ачасене мĕншĕн хăвалас? Каникулăн юлашки кунĕсем юлчĕç. Тирпейлĕх мар, халĕ хĕл хырăмĕ пĕлтерĕшлĕрех. Ирпе апатланнă хыççăнах пахчана тухрĕç, çĕрулми кăларчĕç. Ачасем пулăшмаççĕ теместĕп», - тĕпренчĕкĕсен хутне кĕчĕ амăшĕ. Тем тесен те, ачасен çавнашкал условисенче ÿсмелле мар. Пĕчĕкки çуралсан?... Ăна та хăтсăр вырăна илсе килеççĕ-çке. Çуртра юсав ирттерме банкран кивçен илесшĕн те - хурав парасса кĕтеççĕ. Анчах тирпейлĕх укçа-тенкĕпе çыхăнман-çке. Вăл çыннăн чун ыйтни пулмалла пек, анчах темшĕн хăш-пĕр çынра çук вăл, йĕри-тавра темтепĕр йăвалансан та хăйне хăтлă туять. Марина Татмина инспектор М.-сен тирпейсĕрлĕхĕ тĕлĕшпе протокол çырчĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче М.-сем ачисене шкулта апат çитермен. Выçă хырăмпа урокра мĕнле лармалла? Кăçал та аплах пулмĕ-ши? Çакă та пăшăрхантарать инспектора.

М.-сем - ĕçкĕпе иртĕхмен çемье, упăшкипе арăмĕ тату пурăнаççĕ, ачисем вĕсен хăр-харне курмасăр лăпкă ÿсеççĕ. Хула çыннисем ял пурнăçне питĕ килĕштернĕ, кунти ырлăха ытараймаççĕ, кÿршисемпе те лайăх хутшăнаççĕ. Тирпейлĕхе хăнăхни вĕсемшĕн хăйсемшĕнех лайăх пулĕччĕ.

Çав кунхине участок уполномоченнăйĕнчен Александр Павловран уйрăлмасăр çÿрерĕм, унăн ĕç кунĕ еплерех иртнипе кăсăклантăм. Александр Трофимович Красноармейски салишĕн, ку ял тăрăхне кĕрекен 12 ялшăн яваплă. Рейдран таврăннă хыççăн вăл материалсене тишкерчĕ. Акă Янкасра пурăнакан пĕр арçын сăмакун ĕçнĕ хыççăн аптăраса ÿкнĕ. Полици чĕнтерсех камран аншарли туяннине каласа кăтартнă. Лешĕ те тунман. Усал шĕвеке экспертизăна янă, унăн кăтартăвĕсене кура следстви комитечĕ сăмакун сутакан тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма та пултарать.

Пĕр çĕрте пĕртăвансем хирĕçнĕ, пиччĕшĕ йăмăкне çапнă. Вĕсен ĕçне миравай суда ярса панă. Сăмах май, участок уполномоченнăйне чĕнмешкĕн чи тăтăш тĕл пулакан сăлтав - хĕнени. Тепĕр ялта 74-ри кинемей пурнăçран уйрăлма тăнă. Мĕн сăлтавпа? Çакна та тĕпчемелле йĕрке хуралçин.

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.