- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăрттăн шухăшĕсенче юрăç пулмах ĕмĕтленнĕ
Чăваш эстрадинче хăйĕн çутă телейне тата шăпа çулне шыракан Ольга СЕМЕНОВА юрăç мана темшĕн Александр Пушкин çырнă "Евгений Онегин" поэмăри илĕртÿллĕ Татьянăна аса илтерет. Элĕк салинче çуралса ÿснĕскер хăй суйласа илнĕ пултарулăх çулĕпе çирĕппĕн пырать, утăм хыççăн утăм туса пĕчĕк çитĕнÿсен хавхаланăвĕпе тăванĕсене, мăшăрне, тусĕсене савăнтарать. Шупашкарти культура училищин дирижерпа хор уйрăмĕнче пĕлÿ илнипе çырлахман пике, Раççей Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службипе халăх хуçалăхĕн Атăл-Вятка академийĕнче те ăс пухнă. Çывăхрах паллашас тесе ăна "Чуна уçса калаçар" рубрика тĕпелне йыхравларăм.
- 2008 çулта чăваш эстрада тĕнчин тÿпинче çĕнĕ çăлтăр çуталчĕ - "Гармония" ушкăн. Ăна йĕркелекенсенчен пĕри, Ольга, эсĕ пултăн. Паян çак ушкăнăн шăпи еплерех-ши?
- Çав çулхине эпĕ чăваш телекуравĕнче ĕçлеттĕм. Унта пултаруллă композиторпа Виктор Дмитриевпа паллашрăм. Пĕррехинче чуна уçса калаçнă вăхăтра аннем Елизавета Васильевна сăвăсем хайлани пирки ăна пĕлтертĕм. Аслă тусăм çывăх çыннăмăн сăввисемпе паллашма, кăмăлне кайнине кĕвĕ хывма пулчĕ. Ăна килĕшнĕ сăвă "Савар-и пĕр-пĕрне чунтан?" кĕвĕпе часах илемленчĕ. Ачаранах вăрттăн шухăшăмсенче юрăç пулма ĕмĕтленеттĕм. Йăмăкăма Светланăна та çутçанталăк сасăран кÿрентермен. Аннен сăввипе çуралнă юрра халăх умне кăлартăмăр. Йăмăкпа пĕрле ĕçлени сая каймарĕ. Чун çывăхлăхĕ çак тĕнчене çĕнĕ юрăсемпе капăрлатма май пачĕ. Чи пĕлтерĕшли - дуэтпа юрланă чухне сасăсен килĕшÿлĕхĕ çыхăнни. Çак илем Виктор Николевич чунне те тыткăнларĕ. Вăл пире ушкăн йĕркелеме сĕнчĕ. Çапла майпа "Гармония" çуралчĕ. Кăштахран йăмăкпа "Тăр-тăри" конкурса хутшăнтăмăр. Аннен сăмахĕсемпе çырнă "Тунсăх" юрăпа куракан чунне çунатлантартăмăр. Çу уйăхĕнче "Вирьял шевлисем" конкурсра хамăр вăя тĕрĕслесе гран-при çĕнсе илтĕмĕр. Ун хыççăн умри алăксем уçăлма пуçларĕç. Мускав чăвашĕсем Акатуя чĕнчĕç, туссем концертсене йыхравлама пуçларĕç. Малалла вулас...
Комментировать