Çăмăл çул çук

25 Авг, 2015

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем 20 çулти çамрăка тытса чарнă. Пакунлисем Шупашкарти аслă шкулсенчен пĕринче ăс пухакан каччă тата унăн анне пулма хатĕрленекен пĕлĕшĕ саккуна хирĕçле ĕç тунине çирĕплетнĕ. Калинин районĕн сучĕ вĕсем тĕлĕшпе айăплав приговорĕ йышăннă.

Управленин оперативлă служба сотрудникĕсем тупса палăртнă тăрăх - хĕре киревсĕр çак ĕçе хайхи çамрăк явăçтарнă. Каччă Интернетри пĕр сеть урлă пысăк виçепе наркотик илсе тăнă. Тавара савнийĕн хваттерĕнче упранă, унтах хутаçсене тултарнă. Хыççăн вара хула урамĕсенчи палăртнă вырăнсене хурса тухнă. Кашни хутĕнче «синтетика” калăпăшĕ ÿссе пынă. Çамрăксем çапла майпа çăмăллăн тата кĕске вăхăтра пысăк укçаллă пулма ĕмĕтленнĕ.

Тĕлĕнмелли акă мĕн. Наркополицейскисем пĕрремĕш хут пуçарнă уголовлă ĕç экономика факультечĕн студентне «çăварлăхлайман”, çăмăлтайлăхне пусарайман. Хайхискер саккуна хирĕçле «бизнесне» ниепле те пăрахайман. Право хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем ăна черетлĕ преступлени тунă чухне иккĕмĕш хут тытса чарнă.

Судра çамрăксем айăпне туллин йышăннă. Суд пысăк виçепе наркотик сутма хатĕрленĕшĕн арçынна 10 çул та 9 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварма приговор çирĕплетнĕ. Айăплав вăхăтне унăн çирĕп режимлă колонире ирттермелле пулĕ. Хĕрарăм пĕтĕмĕшле режимлă колонире 4 çул та 8 уйăх ларĕ.

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕ республикăра «шанăç телефонĕ» ĕçлени çинчен аса илтерет. Унпа шăнкăравласа тăвансен, çывăх çынсен, пĕлĕшсен пурнăçне çăлса хăварма пултаратăр. Пĕр хыпара та тĕрĕслемесĕр хăвармаççĕ. «Шанăç телефонĕ» - 8/8352/ 23-01-00 - талăкĕпех ĕçлет.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: 
Автор: