Чи маттурри паллă

25 Авг, 2015

Атăл леш енче «Йывăçа чи ăста тÿнтерекен» республика конкурсĕ иртнĕ. Унта Канаш, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Шупашкар вăрманлăхĕсен 11 вăрман касаканĕ хутшăннă. Пĕрремĕш тапхăрта йывăçа палăртса хунă енне ÿкерессипе, иккĕмĕшĕнче пăчăкăна улăштарассипе, раскряжовка тăвассипе, туратсене иртессипе ăмăртнă. Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти «Стройавтохозяйство» общество спортсменĕ А.Шашков, иккĕмĕшне çав предприятири С.Субботин, «Лесной двор» общество ăсти А.Епифанов, иртнĕ çулсенче темиçе хутчен те Чăваш Ен чемпионĕ пулнăскер, виççĕмĕш вырăна тухнă. Çĕнтерÿçĕ сентябрь уйăхĕнче йывăç тÿнтерекенсен Хусанта иртекен ăмăртăвĕнче республика чысне хÿтĕлĕ.

С.СЕРЕГИН

Автор: