Пăшал кĕрлевĕн ахрăмĕ

24 Авг, 2015

Çĕнĕ Шупашкар сучĕ Йошкар-Ола хулин 27-28 çулсенчи икĕ çамрăкĕ тĕлĕшпе палăртнă приговор пирки «пăшал кĕрлевĕн ахрăмĕ» тени чăннипех вырăнлă. Преступление вĕсем пăшалпа усă курса тунă вĕт.

Пăтăрмах çулталăк каялла, пĕлтĕрхи июлĕн 20-мĕшĕнче ирхине 3-4 сехет тĕлнелле, пулнă. Çав çĕр кÿршĕ республика каччи, 27 çултискер, Шупашкарти каçхи клубсенчен пĕринче пулнă - хăй палламан пĕр йĕкĕтпе хирĕçнĕ, тытăçса кайнă. Кун хыççăн вăл хăйĕнчен пĕр çул аслăрах тусĕ патне кайнă, хăйне кÿрентерни çинчен пĕлтернĕ - иккĕшĕ пĕрле тавăрас шухăшпа авăрланнă. Хăйне кÿрентерекенсем Çĕнĕ Шупашкарти «Президент Холл» кану центрĕнче пулма пултараççĕ тесе унта кайнă.

Парковкăра каччăсене асăрханă: «Çавсем пулас...» Патак çинĕ каччă тытса пыракан «Ауди» парковкăна кĕнĕ, унăн тусĕ вара, автомобилĕн малти пассажир ларкăчĕ çине вырнаçнăскер, «Сайга-12» сунар пăшалĕнчен виçĕ çамрăка тĕллесе пеме пуçланă. Çакăн хыççăн вырăнтан пăрахса кайнă. Анчах кăштахран каялла таврăннă та - хайхи каччăсене татах пенĕ.

22-27 çулсенчи тăватă çамрăк суранланнă. Тăхлан ванчăкĕсем вĕсене пуçран, мăйран, алли-уринчен, кĕлеткин ытти пайĕнчен лекнĕ. Аманнăскерсене больницăна ăсатма тивнĕ, медпулăшу кÿнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ йывăр суранланнă. Пĕрне пульăсем питĕнчен лекнĕ те - вăл суккăрланса юлнă, тепри мăйран аманнă.

Çак перкелешÿ хыççăн пуç­тахсем Чăваш Енрен тухса тарнă. Мари Эла та кайман, вĕсене пĕр уйăх иртсен хăна çуртне вырнаçма тăнă чухне Мускав облаçĕнче тытса чарнă.

Иккĕшне те Уголовлă кодексăн 111 статйин 3-мĕш пайĕпе /каварлашса икĕ е ытларах çынна вĕлерме тăни, çавăн пекех вĕсен пурнăçĕшĕн хăрушă майпа икĕ çын сывлăхне йывăр сиен кÿни/ айăпланă. Суд çамрăксене 14 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма, йывăр суранланнисене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштармашкăн 2,3 млн тенкĕ шыраса илме йышăннă.

К.АНТИПОВ

Рубрика: 
Автор: