Юратнă хула çĕнтерме вăй парать
Иртнĕ эрнере Шупашкар çуралнă кунне анлă паллă турăмăр. Шĕкĕр хуламăр 546 çул тултарчĕ. Вăл куç умĕнчех илемленсе, сарăлса, вăйланса пынине сăнама кăмăллă. Кăçалхи уяв программи те пуян пулчĕ.
Тĕрĕссипе, тĕп мероприятисем çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх хулан чи пултаруллă çыннисене чысларĕç, социаллă объектсем хута кайрĕç.
Роберт Ильяноя тата Владимир Волкова "Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ" ят тата "Шупашкар хула умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медаль пачĕç. Роберт Анатольевич - хула аталанăвне тата общество пурнăçне, Владимир Егорович сывлăх сыхлав тытăмне пысăк тÿпе хывнă.
Çурла уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Шупашкар аэроклубĕнче "Патриотсен шкулĕ" фестиваль иртрĕ. Ачасемпе çамрăксем вăйăсене хутшăнчĕç, "Авиабульвар" лапампа паллашрĕç, "Вĕршĕн" пилот ушкăнĕпе тĕлпулса калаçрĕç. Çитĕнекен ăру МИГ-29 самолетсемпе уйрăмах кăсăкланнине палăртмалла. Икĕ кунра "Патриотсен шкулĕнче" виçĕ пин ытла вĕренекен хăйĕн пĕлĕвне тарăнлатрĕ.
"Пирĕн кадетсен, шкул ачисен, студентсен малашлăхра нумай çитĕнÿ пуласса ĕненетĕп. Пĕрисем чикĕре йĕрке тăвĕç, теприсем патшалăх е общество ĕçĕнче тăрăшĕç, вĕсем пурте тăван çĕршыва юратĕç", - патриотсен фестивальне килнисемпе мăнаçланчĕ Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев.
"Акăш чĕппи" пултарулăх фестивальне çамрăк çемьесем чылай маларах хатĕрленме пуçлани иккĕлентермест. Вĕсем çулленех жюри членĕсене капашсăр шухăш хăвачĕпе тĕлĕнтереççĕ. Кăçалхи конкурса Шупашкар хула администрацийĕпе пĕрле республикăри Хĕрарăмсен канашĕ йĕркелерĕ. 20 çемье хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслеме кăмăл турĕ.
"Кÿме-юмах" номинацире Падянсен çемйи çĕнтерчĕ. Чугуновсем "Наци колоричĕ" номинацире мала тухрĕç. Чăваш тĕрри-эрешĕллĕ ача кÿмине, паллах, асăрхамасăр хăварман. Варвара Комарник "Пулас чемпион" ятшăн хăпартланчĕ. Евстафьевсем "Эпир - патриотсем" ят çĕнсе илчĕç. Конкурса хутшăннă кашни çемьене парнепе хавхалантарчĕç.
Атăл леш енчи йывăç касакансен чемпионачĕ те хĕрÿ иртрĕ. Конкурсра Чăваш республикинчи, Тутарстанри, Мари Элти, Чулхула облаçĕнчи 11 арçын вăй виçрĕ.
"Спартак" стадионри Пĕтĕм тĕнчери профессионалсен "Чемпионсен Кубокĕ" турнирне Чăваш Ен, Узбекистан, Дагестан, Мускав спортсменĕсем хутшăнчĕç.
Вырсарни кунхи уяв программи çăлтăрпа пĕрле зарядкăна тухнинчен пуçланчĕ. Спорт мероприятине 12 пин çын ытла хутшăнчĕ. Сывă пурнăç йĕркине мала хуракансем йывăр виçеллĕ кĕрешÿçĕпе Сергей Харитоновпа, паллă спортсменпа Олимпиада Ивановăпа, "Шупашкар хурчкисем" баскетбол ушкăнĕн каччисемпе пĕрле хусканусем турĕç.
Канмалли кунсенче Атăл хĕрри тата Юрă уйĕ тĕрлĕ фестиваль лапамне çаврăнчĕ. Пин-пин халăха илĕртрĕ çак вырăн.
Юрă уйĕнчи сывлăшвĕçевçисен "Тÿперен курăнакан хула" фестивалĕ чылайăшĕн асĕнче юлчĕ. Шупашкар çыннисен 7 аэростатпа çĕр çинчен пĕлĕте хăпарма май килчĕ.
Кулинари фестивалĕ тутлă апат пĕçерме пĕлекенсене пĕр çĕре пуçтарчĕ. Конкурса хутшăнакансем шашлăк, пулă шÿрпи янтăларĕç. Поварсем апата тĕрлĕ техĕмлĕхпе усă курса тутă кĕртме тăрăшрĕç.
Шыв спорт тĕсĕсен фестивалĕ пĕрремĕш хут иртрĕ. Парăс регатине тата аçтаха-кимĕсен ăмăртăвне çырантисем куç илмесĕр сăнарĕç. Аквабайкерсем те хăйсен ăсталăхĕпе тыткăнларĕç.
"Вĕршĕн" авиаци ушкăнĕ вĕçнине курма пĕтĕм хула урама тухрĕ. Çынсем Хĕрлĕ лапама, Юрă уйне, Çĕнтерÿ паркне çитме тăрăшрĕç. Унта 12 сехетре пуçланакан шоу лайăхрах курăнчĕ. Çар летчикĕсен ăсталăхĕ пирĕн чунра патриот туйăмĕ вăратрĕ. Хула кунĕнчи авиашоу ырă йăлана çаврăннине палăртрĕ Михаил Игнатьев. Унăн шухăшĕпе, "Вĕршĕнсен" тĕслĕхĕ ачасене хамăр çĕршывпа мухтанма май парать. Ахăртнех, хăшĕ те пулсан летчика вĕренме, кайран çĕршыв хÿтĕлевçисен йышне кĕме кăмăл тăвĕ.
Сăмах май, кăçал "Вĕршĕнсен" ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе 24 çул çитрĕ. Çак вăхăтра вĕсем тĕнчен тĕп авиашоу мероприятийĕсене хутшăннă. Пилотсем палăртнă тăрăх, çакă сывлăш акробатики кăна мар, ку ăсталăх çапăçура та кирлĕ пулма пултарĕ.
Пилотсен ушкăнне хисеплесе Шупашкарти "Волжский-3" микрорайонта уçăлнă çĕнĕ садике "Вĕршĕн" ят пачĕç. Унти условисемпе летчиксем те паллашрĕç.
Юханшыв портĕнче Алексей Крылов академикăн палăкне уçрĕç. Вăл Пăрачкав районĕнче çуралнă. "Алексей Николаевич ăсчах, академик, математик пулнă, тăван çĕре, хăйĕн ĕçне чунран юратнă. Эпир вăл карап тăвас ĕç историне кĕрсе юлнипе мăнаçланатпăр", - терĕ Михаил Васильевич çак ятпа пухăннисене саламласа. Савăнăçлă лару-тăрăва Мускав, Санкт-Петербург делегацийĕсем килсе çитнине те палăртса хăварас килет.
"Шупашкар пăхаттирĕ" конкурсра Раççейĕн 7 регионĕнчен килнĕ спортсменсем тупăшрĕç. Чăваш Республикин тĕп хулинче пурăнакан Дмитрий Смирнова çĕнекенни тупăнмарĕ. Вăл улттăмĕш хут пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
"Пултарулăх бульварĕ" арт-проект 80 лапама пĕрлештерчĕ. Ленин проспектĕнче тата Карл Маркс урамĕнче ăсталăх класĕсем иртрĕç, пултарулăх лабораторийĕсем ĕçлерĕç, юрă-кĕвĕ, сăвă янăрарĕ. Çавнашкалах спорт федерацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, Чăваш Республикинчи тутар, пушкăрт, çармăс, мордва культура центрĕсен пурнăçĕпе паллашма май килчĕ.
Çеçпĕл Мишши палăкĕ умĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем хăна пуçтарчĕç. Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Козлова, "Уяв" фольклор ансамблĕ, "Нарспи" ушкăн, Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров, Чăваш халăх поэчĕсем Юрий Сементерпе Порфирий Афанасьев, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи тата ытти писательпе поэт килчĕç. Чăваш сăмахĕ янăрама пуçласанах çакăнта тĕрлĕ ÿсĕм çыннисем пуçтарăнма пуçларĕç. Ташларĕç те, юрларĕç те.
"Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валерий Туркай тата журналистсем кулленхи ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартрĕç, йĕри-тавра карталанса тăнисене хаçат-журналпа тивĕçтерчĕç.
Раиса Сарпи "Шупашкар - юратнă хула" сăввине вуланă чухне "Хыпарçĕсем" патне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов чарăнчĕç. Валерий Туркай Михаил Васильевича çыравçăсене манманшăн, кăçалхи çула Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ тесе палăртнишĕн тав турĕ.
Пултарулăх бульварĕнче çавнашкалах "Салют" культура çурчĕн ĕçченĕсем "Пĕчĕк çитĕнÿрен пысăк çĕнтерÿ таран" лапам йĕркелерĕç. Аслă Çĕнтерĕве халалланă тематика лапамĕнче те илемлĕ литературăпа, истори докуменчĕсемпе паллашма май пулчĕ. Унсăр пуçне робот техникин куравĕ, ал ăстисен ĕçĕсем, кану вырăнĕ илĕртрĕ. Çынсем тăван хулана юратни çинчен пысăк открытка çине çырса хăварчĕç.
"Эпир мăшăрланатпăр" туй парачĕ хăйĕн илемĕпе тыткăнларĕ. Кăçал 300 хĕрпе каччă хутшăнчĕ çак мероприятие.
"Шупашкар: 500 çул" паркра "Савнисен пусми" уçăлчĕ. Вăл - "Этнос Чăваш Енĕ" туризмпа рекретаци кластерĕ" инвестици проекчĕпе тунă пирвайхи социаллă объект. Çак пусма, ротонда, уçăлса çÿремелли вырăн, пĕве хулана илем кÿнине палăртрĕ Михаил Васильевич.
"Уяв мероприятийĕсем пире пĕрлештереççĕ, ырă ĕçсем тума хавхалантараççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме, юратнă хулашăн тата республикăшăн çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ", - терĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ лапамра хула çыннисене саламласа.
Хула кунĕнче "Звери" ушкăн юррисемпе киленме май пулчĕ. Атăл кÿлмекĕнчен киле саланиччен халăх тÿпене фейерверк çути эрешленине темччен сăнарĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.
Комментировать