Хырăм ăнăçсăр пăрахнă хыççăн çуралнă ачасем

22 Авг, 2015

Хырăм пăрахни патшалăх шайĕнче те хĕрÿ тавлашу çуратать. Чиркÿ шухăшĕ ку енĕпе çирĕп - Библи çакна ачана вĕлернипех танлаштарать. Мораль тĕлĕшпе те пĕр енлĕн хаклама çук çак утăма.

Çапах та çылăх-и хырăм пăрахни е пурнăçри кăткăс лару-тăрăва лексен унтан тухмалли меслет-и - çакна манмалла мар: кирек епле пулсан та медицина ансат мар операцийĕсенчен пĕри ку. Çавăнпа та нихăçан та татса калама çук - ăнăçлă иртĕ-и вăл е çук-и?

Кирек хăçан та пач кĕтмен çĕртен пулса иртес хăрушлăх пур. Тепĕр чухне хырăм пăрахнине пула... ача çуралма та пултарать - палăртнинчен маларах е сывă пепкех килет çут тĕнчене.

Аяларах илсе кăтартнă тĕслĕхсем - хырăм ăнăçсăр пăрахнине пула çут тĕнчене килнĕ çынсем. Епле пулсан та, хăйсем çапла çирĕплетеççĕ вĕсем.

1. Мелисса Оден

Хĕрача 1977 çулта кăткăс лару-тăрура çуралнă. Мелисса амăшĕ хырăм пăрахма шухăшланă. Варта пепке тĕвĕленнĕренпе çав вăхăталла 7 уйăх иртнĕ.

Хырăма тăварпа усă курса пăрахма тĕв тунă. Хĕрарăм сывлăхĕшĕн питĕ хăрушă шутланать ку. Ахаль абортран кăткăсрах та вăл, операци те вăрах иртет.

Ку меслетпе усă курнă чухне сайра-хутра ача сывă юлма та пултарать, анчах та сусăрланас хăрушлăх пысăк.

Мелисса каярахпа хăй каласа кăтартнă тăрăх, ăна вара амăшĕ пĕлтернĕ, пепке хырăмран чиперех, чи кирли - аманмасăрах, тухнă. Анчах та амăшне кирлĕ пулман çав вăл. Тин кун çути курнă пепкине амăшĕ çÿп-çап ещĕкне пăрахса хăварнă. Телее, юнашарах медсестра иртсе пынă. Ача макăрнине илтнĕ те хайхискерне туртса кăларнă.

Паян Мелисса Оден - аборта хирĕçле юхăмăн хастар членĕ. Хĕрарăм Обамăна питех те сивлет - АПШ президенчĕн политики, тÿрремĕнех мар пулин те, хырăм пăрахма ирĕк парать.

2008 çулта хĕрарăм хăй те амăшĕ пулса тăнă. Шăпа шÿтлес тенĕ курăнать, Мелиссан шăпах хăйне чутах вĕлерсе пăрахман больницăра çуратма тивнĕ.

2. Джианна Джессен

Джианна историйĕ те Мелиссаннинчен питех уйрăлса тăмасть. Шел те, вĕçĕ телейлех мар унăн. Мелисса медицина операцийĕнчен чиперех çăлăнса юлнă тăк Джианна ĕмĕрлĕхех - инвалид.

Унăн амăшĕ те варти пепкерен кĕç-вĕç çуратмалли вăхăт çитеспе кăна хăтăлма тĕв тунă. Хĕрача чĕрĕ юлнă, анчах та хытах сусăрланнă. Тухтăрсем хăрушă диагноз лартнă - церебральлĕ паралич.

Вартах вĕлерме хатĕрленнĕ пепкине амăшĕ, паллах, çуралсан йышăнман. Пушшех те - чирлĕскерне. Ачана, телее, каярахпа пĕр çемье хăйĕн хÿттине илнĕ. Малтанах калаçма та, утма та пĕлмен хĕрача каярахпа шăла çыртса нумай йывăрлăха çĕнтернĕ.

Паян Джианна çине пăхсан вăл çавăн чухлĕ асап курнине никам та ĕненес çук. Хĕрарăм хастарлăхпа палăрать. Кĕлетке тĕртĕмĕсем пурнăç тăршшĕпех имшер пулнине пăхмасăрах хĕр спортпа çывăх туслашнă. Ку туслăх çимĕçне кÿнĕ - Джианна Лондонри марафонта çĕнтернĕ!

Халĕ Джианна çамрăксен социаллă ыйтăвĕсене татса парас енĕпе нумай тăрăшать. Вăл яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хăйсен сывлăхне упрама чĕнет - вĕсен Джианна пек нушаланмалла ан пултăр пурнăçра.

3. Сара Браун

Сара Элизабет Браун амăшĕ те медицина пулăшăвĕпе çав тĕллевпех усă курма шухăшланă. Хĕрарăм тухтăр патне пынă чухне çие юлнăранпа 36 эрне иртнĕ.

Джордж Тиллер тухтăра Канзас штатĕнче аван пĕлнĕ - вăл кĕç-вĕç çăмăлланма вăхăт çитсен те хырăм пăрахтарнă. Операци вăхăтĕнче е ун хыççăн хĕрарăмсенчен пĕри те вилменни те шанăç кÿнĕ-тĕр аптраса ÿкнисене.

Сара амăшне кали хлоричĕпе усă курса хырăм пăрахтарма тĕв тунă. Анчах тухтăр та йăнăшнă - эмел варти пепкен чĕрине мар, пуç мимине çакланнă. Анчах вилĕмле йăнăш та ача пурнăçне татайман.

Тухтăр айăпне пула Сара çут тĕнчене килнех, анчах та суккăр çуралнă. Çур çултан вăл инсульт чăтса ирттернĕ. Унтан “чир çыххи” ÿссех пынă. Пилĕк çула çитсен хĕрача вилсе кайнă.

Тухтăр хăй те ырă вилĕмпе вилмен - 2009 çулта Тиллерăн кун-çулне çуралайман ачасен юхăмĕн хастарĕсем татнă.

4. Джозиа Пресли

Оклахомăра пурăнаканскер халĕ - çие юлнă хĕрарăмсене пулăшакан юхăмăн хастар членĕ. Вăл юлташĕсемпе пĕрле хĕрарăмсене хырăм пăрахассинчен сыхланма, варти пепкене кун çути кăтартма хистет.

Каччă ăнăçсăр аборт хыççăн çуралнă. Алли сусăрланса юлнă.

Корейăра çуралнăскерне пĕчĕк чухнех Америкăри пĕр çемье усрава илнĕ. Вĕсене пула арçын ача сывлăхне çирĕплетме тата аталанма пултарнă.

5. Бренди Лозиер

Унăн амăшĕ те пысăк хырăмран хăпма тĕв тунă. Тухтăр тăварпа усă курнă. Вилнĕ тесе шутланă ачан ăнсăртран алли хускалнă... Паян Бренди те ятарлă юхăмăн хастар членĕ.

6. Имре Теглесе

Унăн амăшĕ тухтăр пулăшăвĕпе усă курмасăрах хырăм пăрахма шухăшланă. Çав вăхăтра арăмĕпе упăшкине çĕршывран кăларса янă. Йывăр лару-тăрăва хĕрарăмăн çие юлни кăткăслатнă кăна пек туйăннă. Çавăнпа та хĕрарăм, упăшки хирĕçленине пăхмасăрах, ку кăткăслăхран хăпма шухăшланă.

Анчах арçын ачана урăхла шăпа кĕтнĕ. Ниме пăхмасăр сывă çуралнă вăл. Анчах та амăшĕпе иккĕшĕн хушшинче хура кушак яланлăхах каçса кайнă.

Паян Имре - халăхра хисеплĕ çын. Литература енĕпе вăл - ăслăлăх докторĕ. Унсăр пуçне çие юлнине хăварма иккĕленекен хĕрарăмсене пулăшать. Ку енĕпе “шанăç телефонĕ” йĕркеленĕ. Психологсем каланă тăрăх, пурнăçра ура çинче çирĕп тăракан хĕрарăмăн та ача кĕтнĕ чух депресси пуçланма пултарать.

7. Клер Калвелл

Клер амăшĕн 13 çулта çие юлнă. Хĕрача хырăм пăрахма клиникăна пынă.

Операци ăнăçлă иртнĕ. Анчах та киле таврăнсан çамрăк хĕрарăм хăйĕн хырăмĕ çаплах ÿснине асăрханă. Мĕн амакĕ? Хĕрарăм каллех клиникăна çул тытнă.

Тухтăр калани çамрăкскерне аптратсах янă - çие юлни малалла аталанать. Мĕнле-ха капла? Хĕрарăмăн хырăмĕнче йĕкĕреш ÿснĕ-мĕн. Тухтăрсем вĕсенчен пĕрне асăрхайман.

Клер питĕ вăйсăр çуралнă. Çитменнине - палăртнинчен маларах. Пепкен пилĕкрен аяларахри пайĕ начар аталанса пынă. Пĕçĕ шăммисем сыпăнччăр, ача утма пултартăр тесен ятарлă сиплев кирлĕ пулнă.

Паян Клер амăшĕпе йĕркеллех хутшăнать. Унтан та ытла, амăшне вăл паттăрпах танлаштарать - йĕкĕреш пирки пĕлнĕ хыççăн лешĕ çапах та аборт тума кайман вĕт.

8. Кэрри Холланд Фишер

Кэрри çемьере кĕтнĕ ача пулман. Амăшĕ хырăм ăнăçсăр пăрахнă хыççăн çуралнă вăл. Ачалăхĕ танташĕсем унран йĕкĕлтешсе кулнине итлесе-илтсе иртнĕ: ача операцие пула сусăрланса юлнă.

Хăй ыттисенчен пачах уйрăлса тăнине ăнланса ÿснĕ хĕр. Анчах çакна нимĕнле майпа та тÿрлетеймен. Ÿссе çитсен ача çуратайман Кэрри.

Пĕтĕм инкекĕ амăшĕ тахçан хырăм пăрахма тăнипе çыхăннине пĕлни хĕршĕн уяр кунра аçа çапнăнах туйăннă. Лешĕ, пушшех те, тухтăртан пулăшу ыйтман та иккен, çие юлнинчен хăпас тĕллевпе ывçи-ывçипе эмел çăтнă. Палăртнине пурнăçа кĕртеймен, варти пепке вара тĕрĕс мар аталанма пуçланă.

Çакна пĕлсен Кэрри те эмел енне алă тăснă. Анчах та унăн та палăртни пурнăçланайман - хĕр вилеймен. Чĕрĕ юлнăскер текех хăй çине алă хуман - иккĕмĕш хут “çуралнăскер” пурăнмах тĕв тунă.

Паян Кэрри - телейлĕ хĕрарăм, мăшăр. Кĕçех амăшĕ пулма хатĕрленет вăл - тухтăрсем калани тÿрре килмен.

Кэрри социаллă учрежденире ĕçлет, кăткăс лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене пулăшать.

9. Кейра Хармсворт

Кейра амăшĕ Челси 16 çулта чухне хăй ача кĕтнине пĕлнĕ. Çие юлнăранпа 10 эрне çитсен хырăм пăрахма тĕв тунă.

Операци ăнăçлă иртнĕ пек туйăннă. Туйăннă кăна çав. Çамрăк хĕрарăм кĕлетки улшăнсах пынă. Ăшĕ вăрканипе Челси темиçе уйăхран каллех больницăна çул тытнă.

Тĕрĕслев хĕрарăм иккĕленĕвне сирмен - çапла, варти ача малалла аталанать. Челси текех шăпапа выляс темен. Пепкене хăварма тĕв тунă. Хĕрача хăш-пĕр кăлтăкпа çуралнă пулин те тантăшĕсемпе танах аталаннă, Кейра хаваслă та телейлĕ ÿснĕ.

10. Финли Кремптон

Финли варта тĕвĕленичченех унăн сывлăхĕ хавшасси палăрнă - амăшĕн Джодин юнне пула ачасен пÿрисем хырăмрах айăпланнă.

Пĕрремĕш ачине упраса хăварайман хĕрарăм. Иккĕмĕш чирлĕ пÿрепе çуралнă. Финлие вара хĕрарăм пачах кун çути кăтартасшăн пулман. Анчах арçын ачан шăпи урăхларах пулнă...

Шел те, Финлин те пĕр пÿре кăна иккенне пĕлтернĕ тухтăрсем. Телее, эмелсене пула ача йĕркеллех аталанса пынă, ÿссе çитнĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.