Чăваш ăслăлăхĕ: ĕнер тата паян
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне 1930 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Ăслăлăхпа культура канашĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Чăваш ăслăлăх тĕпчев комплекс институчĕ ятлă тытăм малтан промышленноç-экономика, ялхуçалăх, культурăпа йăла-йĕрке пайĕсенчен тăнă. Кĕçех техника-экономика, çĕр айĕнчи пурлăхпа шыв, энергетика, вăрман хуçалăхĕн, ялхуçалăх экономикипе социализм çĕрĕç йĕркелĕвĕн, тăпрана тĕпчес ĕçпе ялхуçалăхне химизацилес ĕç, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçпе ÿсентăран çитĕнтерес ĕç, педагогика, ачасен коммунизм юхăмĕн, истори, ĕçпе йăла-йĕрке, социогигиена, чăваш чĕлхипе литература, ÿнер секцийĕсем ĕçлеме пуçланă.
- Институтăн малтанхи директорĕ - Чăваш АССР çутĕç комиссарĕ М.С.Сергеев. 1937 çулта «буржуалла национализмшăн» репрессиленĕ хыççăн 1943 çулта тĕрмере вилнĕ. Михаил Сергеевич - Хусан кĕпĕрнин Чикме /Козьмодемьянск/ уесĕнчи Пушкăрт ялĕнче /халĕ Етĕрне районĕнче/ çуралнă, Чĕмпĕр чăваш учителĕсен семинарийĕнче, Мускавăн 1-мĕш университетĕнче вĕреннĕ, РСФСР Çутĕç комиссариачĕн финн-угор пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ.
- 1932 çулхи август уйăхĕнчен çак учреждени - Ял хуçалăхĕн социализм реконструкци ăслăлăх тĕпчев институчĕ. 1933 çулхи июль уйăхĕн 23-мĕшĕнче икке пайланать: Чăваш промышленноç комплекс институчĕ /1936 çулччен/ тата Чăваш социокультура ăслăлăх тĕпчев институчĕ.
- 1930 çулсенче института В.А.Долгов, С.С.Кутяшов, А.С.Сергеева, Н.В.Васильев /Шупуççынни/, Н.А.Резюков, И.Я.Яковлев /Саламбек/ ертсе пынă.
- 1935 çулхи июль уйăхĕн 15-18-мĕшĕсенче учреждени чăваш чĕлхин пĕлĕвĕпе конференци ирттернĕ, унта орфографипе терминологи ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. 1936 çулхи октябрь уйăхĕнче тата 1937 çулхи январь уйăхĕнче иртнĕ экспедицире тĕпчевçĕсем Чăваш тата Тутар республикисенчи 120 ялта пулса тĕрлĕ енлĕ пуян материал пухнă. 1935 çул тĕлне Н.И.Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» VI-IX кăларăмĕсем, Гаврил Федоровран çырса илнĕ 146 юрă кĕнеки, «Акатуй» истори-этнографи очеркĕсем, «Чăвашла-вырăсла словарь» тата ытти ĕç пичетленсе тухнă.
- 1936 çулхи сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнчен - Чăваш культура ăслăлăх тĕпчев институчĕ, 3 пай: чĕлхе* фольклор, литература тата ÿнер* истори. Штатра 10 çын, çав шутра 6 тĕпчевçĕ: Н.В.Васильев /Шупуççынни/ директор, И.Д.Кузнецов историк, Е.З.Захаров, Т.М.Матвеев, Н.А.Резюков филологсем, М.С.Спиридонов художник. Малтанхи тăваттăшне репрессилеççĕ, лагерьтен каялла И.Д.Кузнецов кăна таврăнать.
- 1938 çулхи октябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнчен - Чăваш чĕлхипе литературин тата истори ăслăлăх тĕпчев институчĕ, штатра 11 тĕпчевçĕ, пайсем: чĕлхе* фольклор, литература тата ÿнер* историпе этнографи* ăслăлăх библиотеки* алçырусен фончĕ.
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче институт пĕр тапхăр ĕçлемест. 1942 çулхи ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчен 3 тĕпчевçĕ каллех ĕçе пуçăнать.
- 1948 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен - Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Чăваш чĕлхипе литературин тата истори ăслăлăх тĕпчев институчĕ. 1942-1963 çулсенче организацие П.Г.Григорьев, С.И.Ухватов, В.В.Чебухов, Т.Г.Гусев, И.А.Афанасьев, В.Н.Любимов, М.А.Андреев ертсе пынă.
- 1963-1968 çулсенче учреждени директорĕ - И.Д.Кузнецов, 1968-1988 çулсенче - В.Д.Димитриев. Мускав проспектĕнчи паянхи çуртра институт - 1972 çултанпа. 1980 çулхи июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче института «Хисеп Палли» орденпа наградăланă.
- 1994 çултанпа - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ /ЧПГĂИ/.
- Аслă шкулсенчи вĕрентекенсем, архивçăсем, библиотекăсемпе музейсен, министерство-ведомство ĕçченĕсем, таврапĕлÿçĕсем хутшăннипе институт кĕске тапхăрта «Краткая чувашская энциклопедия» /2001/ тата тăватă томпа «Чувашская энциклопедия» ĕçсем, çав вăхăтрах вун-вун монографи кăларнă.
- 1989-2010 çулсенче институт директорĕнче С.Р.Малютин, А.А.Трофимов, В.С.Григорьев ĕçленĕ. 2010 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ăна Ю.Н.Исаев ертсе пырать.
- 1961-1965 çулсенче учреждени пурĕ 56 кĕнеке, 1971-1975 çулсенче — 77, 2010-2014 çулсенче 113 кĕнеке кăларнă. Кăçалхи 7 уйăхра 8 ĕç пичетленсе тухнă. Юлашки 5 çулта институтра ăслăлăхăн 121 мероприятийĕ иртнĕ. Кăçал йĕркеленисенчен чи пĕлтерĕшлисем - регионсен хушшинчи «Чăваш орфографийĕ: ĕнер, паян, ыран» тата Пĕтĕм тĕнчери «Константин Иванов тата чăваш тĕнчи» ăслăлăх-практика конференцийĕсем.
- ЧПГĂИ — чăваш чĕлхипе литературин, фольклорĕн, историпе археологин, социологипе этнологин, ÿнерĕн çивĕч проблемисене анлăн тĕпчекен пĕртен-пĕр тытăм. 2006 çултанпа кунта «Чувашский гуманитарный вестник» журнал, 2012 çултанпа «Ăс-хакăл - Знание» хаçат тухса тăраççĕ. Институт тĕпчевçисем çулленех тĕнчери тата çĕршыври вун-вун форум ĕçне хутшăнаççĕ.
- 1980 çул пуçламăшĕ тĕлне институтра ученăй степенĕллĕ 9 çын ĕçленĕ /1 докторпа 8 кандидат/, 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 82 çын, çав шутра 47-шĕ - тĕпчевçĕсем /10 доктор, 29 кандидат/. Чăваш ăслăлăхĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе палăрнисен йышĕнче - И.И.Бойко, Ю.В.Викторов, Ю.В.Гусаров, Г.А.Дегтярев, Н.И.Егоров, В.П.Иванов, И.Е.Ильин, Ю.Н.Исаев, В.Н.Клементьев, М.Г.Кондратьев, Г.Б.Матвеев, А.И.Мордвинова, Г.А.Николаев, Л.П.Петров, В.Г.Родионов, В.И.Сергеев, М.И.Скворцов, О.Н.Терентьева, А.А.Трофимов, В.Г.Харитонова, П.Я.Яковлев тата ыттисем.
- Институтăн ăслăлăх библиотекинче - 147000 яхăн кĕнеке, брошюра, журнал. Словарь тĕп картотекинче - 2 миллион сăмах, ăслăлăх архивĕнче - чăваш тата ытти халăх историйĕпе, культурипе çыхăннă 15000 ытла документ, çав шутра чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн «Хыпарăн» номерĕсем. Чи паха пуянлăх - Н.В. Никольский профессорăн ăслăлăх фончĕ. Кăçалтанпа 64 кĕнекен электронлă версийĕпе Чăваш наци библиотекин сайтĕнче усă курма пулать.
Пичете
Алексей ЛЕОНТЬЕВ хатĕрленĕ.
***
«Хыпар» хаçат редакцийĕ ăслăлăхăн анлă уйĕнче ырми-канми ĕçлекен сумлă институтăн туслă коллективне 85 çулхи юбилейпа ăшшăн саламлать, пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунать.
Комментировать