Взяткăшăн явап тытать

20 Авг, 2015

Республика прокурорĕ 53 çулти Лариса Повеликина тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Ăна Уголовлă кодексăн икĕ статйипе айăплаççĕ - предприниматель ĕçне саккуна пăсса хутшăннăшăн тата взятка илнĕшĕн.

Следстви версийĕ çапларах: республикăн Строительство министерствин патшалăх строительство надзорĕн пайĕн патшалăхăн ятарлă тĕрĕслев секторĕн заведующийĕн должноçне йышăннă май хĕрарăм служба вырăнĕпе предпринимательсене - хăйĕн тăванĕсене, çавăн пекех пĕлĕшĕн фирмине çăмăллăхсем пама усă курнă.

2012 çулхи октябрьтен тытăнса пĕлтĕрхи июльччен асăннă хуçалăх субћекчĕсем Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти нумай хваттерлĕ çуртсем валли пластик чÿречесем тунă, вĕсен монтажне пурнăçланă. Çав çуртсем тĕлĕшпе строительство надзорĕ шăпах Повеликина тивĕçĕ пулнă.

Унсăр пуçне, 2013 çулта икĕ организацие вĕсем тунă обћектсем техника регламенчĕн требованийĕсене тивĕçтернине çирĕплетекен пĕтĕмлетÿсене пĕр чăрмавсăр панăшăн сектор заведующийĕ 20 пин тенкĕ взятка илнĕ, çавăн пекех ăна 13 пин тенкĕ ытла тăракан сĕтел «парнеленĕ».

Уголовлă ĕçе Шупашкар хулинчи Калинин районĕн сучĕ тишкерĕ.

 

Н.СТЕПАНОВ.

Рубрика: 
Автор: