Çĕр анне тивлечĕ иксĕлми
Эпир мĕнлерех илемлĕ тăрăхра çуралса ÿсни, Çĕр планетăмăр мĕн тери пуянни çинчен хăçан та пулин шухăша путнă-и эсир? Хамăр ун ачисем пулнишĕн хăпартланнине туйнă-и тата? Çак ыйтусене çирĕплетсе хуравлаймастăр тăк - питĕ шел. Эппин, паянччен эсир çĕр пархатарĕпе усă курнă кăна, мĕнпур ырăлăхшăн тав тума пĕлеймен. Ку вара ăна кÿрентернипе танах.
Тен, халĕ эсир хирĕçлеме тапратрăр. «Кама е мĕне кÿрентернĕ эпир? Çĕр планета этем мар вĕт-ха. Ăçтан ăнлантăр вăл пире?» - тетĕр ахăртнех хĕрÿленсе те шăл йĕрсе. Пĕтĕмлетÿсем тума ахалех васкатăр. Çĕр планетăмăр тĕлĕнмелле сисĕмлĕ те ăслă. Вăл - чĕрĕ тытăм! Çĕр анне паракан тивлетĕн чикки çук. Эсир пĕтĕмпех çапла пулмалла та тенĕн йышăнатăр. Ара, мĕн кирли йăлт куç умĕнче-çке-ха - ална тăс та ил. Анчах çак тивлетсĕр кирек хăш самантра та тăрса юлма пултарасси çинчен мĕншĕн манатпăр-ши? «Çĕр анне парсан пÿлме те тулать, çĕр анне памасан ывăç та тулмасть», - тенĕ ĕлĕкех хисеплĕ ватăсем.
Тăван çĕре ăнланма вĕренес, пурнăç вăрттăнлăхĕсене пĕлес килет-и сирĕн? Эппин, Чăваш кĕнеке издательствинче тинтерех 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă кĕнеке - «Земли родимой краски. Тăван ен илемĕ» - шăпах сире валли. Унăн авторĕ - Алимпиада Кручинина, редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Татьяна Немцева.
Кăларăм ятĕнченех ăнлантăр пулĕ - вăл икĕ чĕлхепе пичетленнĕ. Хĕрĕх пĕр сăвва çулталăк вăхăчĕсене кура тăватă ушкăна уйăрнă: хĕлле, çуркунне, çулла тата кĕркунне. Сăвăсене чăвашла куçараканĕ - Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер.
Алимпиада Кручинина - Улатăр тăрăхĕнче пурăнакан çыравçă. Хайлавĕсене вырăсла шăрçалать. 2013 çулта Улатăрта авторăн «Красота земная» кĕнеке пичетленсе тухнă. Унта сăвăсем, тупмалли юмахсем тата сăрласа илемлетмелли ÿкерчĕк-сем кĕнĕ. Çавăнтанпа Алимпиада Петровна чĕрине тепĕр ĕмĕт кĕрсе вырнаçнă - сăвăсене чăвашла куçарттарса тепĕр кĕнеке хатĕрлесчĕ. Çутă ĕмĕтсем яланах пурнăçланаççĕ тет. Акă пирĕн умра - çыравçăн черетлĕ тĕпренчĕкĕ, çуллахи савăк кун пек илемлĕ, хĕвел пек илĕртÿллĕ кĕнеке.
Малтанхи страницăна уçсас-сăнах автор вулакансене - чи хаклă та сумлă хăнисене - тараватлăн кĕтсе илет. «Эпир сирĕнпе тĕлĕнмелле Çĕр планета çинче пурăнатпăр. Вăл кашнинех хăй юратăвне парнелет, хÿтлĕх парать, тăрантарать. Эпир вара ăна çавăн пекех юрататпăр-и-ха? Эпĕ хамăр Çĕре - кĕтменлĕхсемпе тыткăнлаканскерне, вăрттăнлăхсемпе пуянскерне, хăйне евĕрлĕскерне, илемлĕскерне - чунтанах саватăп. Кĕнеке ячĕ те - «Тăван ен илемĕ» - çавăн çинченех систерет.
Упрăр тăван çĕре, тăрăшăр уншăн тата çакна асра тытăр: эпир мĕн туни яланах каялла çаврăнса çитет», - тет вăл. Савăнма сăлтавĕ татах та пур-ха: кĕнеке сăвăсемпе кăна мар, ÿкерчĕксемпе те пуян. Вĕсене вара сăрласа илемлетме пулать. Хăвна асамçă пек туйма нумай та кирлĕ мар: ăшă та çутă тĕслĕ сăрăсем е кăранташсем тата савăк кăмăл çителĕклĕ. Никамăнни пек мар, хăйне евĕрлĕ илем тĕнчи çуралать те.
Çут çанталăка чĕрĕ сăнар пек кăтартса парать сăвăç. Унăн хăйĕн кăмăлĕ-туйăмĕ, ĕмĕчĕ-сунăмĕ. Сăмахран, «Аслати кулать» сăвăра та пит аван курăнать çакă:
Çумăрпа аслати хăйсене этем пекех тыткалаççĕ-мĕн: вăйă та выляççĕ, çынсем хыççăн та хăвалаççĕ, кулаççĕ те.
Кĕнекене алла тытсан Алимпиада Кручинина сăввисене вуласа киленĕр-ха эсир. Юрий Сементерĕн куçару чĕлхин илемне вара халех хак пама пултаратăр. Еплерех сĕтеклĕ чĕлхе, сăнарлăх, тарăн шухăшлăх!.. Тĕслĕхрен, «Иксĕле пуçларĕ хĕл вăй-халĕ» сăвăри çавра:
Çут çанталăкпа çын уйрăлми тачă çыхăннă. Тен, чылай чухне çак çыхăнăва асăрхамастпăр, йышăнмастпăр эпир. Апла пулин те Çĕр ачисем пулма пăрахмастпăр. Çак ăнланăва ăша хывни пире ыттисемпе тимлĕрех пулма, тăван ене хаклама хистет. Литературăри паха тĕслĕхсем этеме яланах хавхалантарнă, çÿлелле туртнă. «Земли родимой краски. Тăван ен илемĕ» евĕрлĕ ырă кĕнекесем вулакансене те хăйсем пек пулма чĕнсе калаççĕ - ырăрах, сисĕмлĕрех, хитререх.
Комментировать