«Телейлĕ» çыру – Ленинград блокадинчен...
6. 06. 1943 çул. «Ывăлăм, Пашенька, ĕнер çеç сан пата фронта çыру ятăм. Ак халĕ каç пулчĕ те, каллех куç умне эсĕ тухрăн. Чăтайман енне алла кăранташпа хут илтĕм. Пĕлетĕн-и, Пашенька, çак куна тахçанах кĕтнĕ эпĕ. Ара, сан пата тахçанах ТЕЛЕЙЛĔ çыру çырас ĕмĕтпе ăшталанса пурăнаттăм-çке. Анчах аçупа асаннÿ тата Валечка çĕре кĕчĕç те... пурнăç пĕтсе ларнăнах туйăннăччĕ. Ĕнтĕ хама алла илтĕм, мĕншĕн тесен çак çĕр çинче эсĕ, юратнă ывăлăм, пур-çке.
Хамăн савăнăçăм пирки пĕлтерем-ха сана! Музей вăрçă пуçланнăранпах хупăччĕ те, сасартăк йыхрав хучĕ илтĕм. Александр Сергеевич Пушкинăн çуралнă кунне паллă тума йыхравлаççĕ иккен унти ĕçченсем.
Юнашар çуртсенчен саккăрăн пухăнтăмăр. В. Вишневский, В. Имбер, Н. Тихонов аслă поэтăмăр пирки мăнаçланса калаçрĕç. Хавхалануллă та мал ĕмĕтлĕ Вишневский: «Выçлăх пĕтет! Ĕненĕр: эпир фашиста çапса аркататпăр! Çĕнтерÿ кунне те кĕçех кĕтсе илĕпĕр!» - терĕ. Имбер поэт сăввисене чăн-чăн артистла вуларĕ.
Александр Сергеевич бюсчĕ çинче - чĕрĕ чечексем. Ăна курнăранах куç умне иртни тухрĕ. Эсĕ, Пашенька, ача чухне музейра çухалса кайнăччĕ. Сана шыраса ăçта кăна çитмерĕм пулĕ. Çак бюст патĕн-че тăраканскере аран тупрăм. «Анне, анне, эпĕ чул куккапа уçăлса çÿрерĕм», - терĕн бюст еннелле аллуна тăсса.
Ывăлăм, пĕлетĕн-и, музея саккăрăн çеç пухăнтăмăр пулин те хаваслăччĕ. Шанатпăр, самана лайăхланатех! Пурнăç вĕçĕ-хĕррисĕр-çке.
Эпĕ, Пашенька, паян лайăхах утаймастăп. Çапах ан кулян. Йĕркеленетĕп акă. Килтен музея хамах, васкамасăр, кана-кана çитрĕм. Ун чухне вăй таçтан тупăнчĕ çав! Чун музей еннеллех туртăнчĕ, шăм-шак та самайланчĕ пек. Çитменнине кунĕ те мĕн тери чипер! Хĕвелĕ те йăл-йăл кулать, симĕс тум тăхăннă йывăçĕсем те мана ырă суннăн кашлаççĕ. Тĕлĕнтермĕш мар-и-ха çакă, Пашенька!
Садике тĕппипех сирпĕтрĕç... Чечек йăранĕсене те... Хура çĕрĕн ырă шăрши сăмсана кăтăкларĕ. Чăтайман енне ăна алла илтĕм. Чунăм ырăлăха путиччен шăршларăм та шăршларăм аллăмри çĕре. Пурнăç шăрши кĕрет унран, ывăлăм!
Турăçăм! Кĕçех хулара чечек ешернине куратăп. Авă хула варринчех, вăрçа пăхмасăр, çеçке лартаççĕ. Апла пулсан, пире нимĕçсем çĕнтереймеççĕ!
Киле таврăнтăм. Чуна уçас тесе Зинаида Васильевна патне каçрăм. Ача çуртĕнче ĕçлет вăл. Мана курсан мĕн тери хĕпĕртерĕ.
- Лар-ха, лар! Сана савăнăçлă хыпар пĕлтерем. Паян икĕ арçын ача кĕрешĕвне курсан вĕсен тавралла пуçтарăнтăмăр. Хĕрарăмсен куçĕсем куççульпе тулчĕç. Ара, ку таранччен пирĕн хĕрачасемпе арçын ачасем выçăпа вăйран кайнăран вырăнпах выртатчĕç-çке. Ак кунта хайхисем вылянса ашкăнаççĕ! Апла пулсан халăх пĕчĕккĕн вăй илет. Çакă хăех çĕнтерÿ мар-и-ха! - терĕ хайхискер куççульне шăла-шăла.
Каç енне пуç çаврăнса кайрĕ, юрать урайне тĕшĕрĕлсе анмарăм.
- Вăй çукран вăл, асту, асăрхан Лексеевна, - терĕ кÿршĕ хĕрарăмĕ Дуся.
- Савăннăран вăл, - хуравларăм çавăнтах.
Ара, чăнах та çапла та-ха. Чун юрлать манăн, Пашенька. Пĕлетĕн-и, кĕçех пурнăç улшăнасса паян чăнахах та чĕрепе туйса илтĕм. Эсĕ, ывăлăм, фронтран таврăнатăнах! Çак телейлĕ самант çитессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Туятăп, сана кĕтсе илетĕпех.
Тулĕк хваттере палласа илеймĕн. Йăлтах çуннă вăл. Кулянма кирлĕ мар, пурăнăпăр-ха епле те пулин. Чи савăнмалли - санăн пÿлĕмÿ йĕркеллех. Эсĕ сĕтел çине хăварнă хут листипе кăранташ та çаплипех. Эпир санăн савнипе Лельăпа çакăнта час-час ларатпăр. Ĕмĕтре иксĕмĕр те САНПА. Леля маншăн хам хĕр пекех. Кăмăллăскер вăл. Паянхи кун унăн та, манăн та никам та çук. Вăрçа пула вилсе пĕтрĕç тăванăмăрсем. Иксĕмĕршĕн те эсĕ таврăнни калама çук пысăк савăнăç пулĕ, ывăлăм. Эх, кăçал юнашар Леля пулман-тăк, хĕл каçаймастăм. Ара, йăлт пулăшса тăчĕ вăл. Халĕ пурăнатăп-ха, пурăнасчĕ те. Мăнукăмсене те утьăкка сиктерĕп, курса тăр.
Вăрттăн сăмах пур-ха та... Ку таранччен шарлас теменччĕ те... Çук, каламасăр чăтаймастăп çак САВĂНĂÇЛĂ кунра. Тулĕк эсĕ мана ан сут. Унсăрăн Леля çиленĕ. Апла итле... Кашни Ленинград çыннин сумка пур. Унта вăл чи кирлĕ япаласене çеç хурать. Пирĕн Лелька сумккинче вара документсемсĕр, çăкăр карточкисĕр пуçне мĕн пулнине пĕлетĕн-ши? Паллах тĕшмĕртейместĕн! Калас-и? Туй кĕпипе пушмакĕ упранать унта. Ара, вĕсене эсĕ 1941 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче туянтăн-çке. Тем пек выçă пулсан та çак хаклă япаласене çăкăрла никампа та улăштармарĕ Леля. Çав тума, вăхăт çитсен тăхăнма ĕмĕтленет апăрша чунĕ, Лелька! Маттур вăл, питĕ маттур! Унпа чăнласах та мăнаçланатăп.
Куратăн-и, ывăлăм, манăн ТЕЛЕЙ çырăвĕ епле илемлĕн шăрçаланать. Павлик, малашне виççĕн пурăнăпăр. Мăнукăмсем те пулĕç-ха. Вĕсен сăнĕсем те, кăмăлĕсем те сирĕнни пекех пулĕç.
Чуптăватăп сана, ывăлăм! Эсĕ манăн шанчăкăм, ĕмĕтĕм, тĕллевĕм. Пашенька, тилмĕрсе ыйтатăп, хăвна упра.
Паянхи ТЕЛЕЙЛĔ куншăн Турра тав тăватăп.
Санăн аннÿ».
Тепĕр икĕ кунран салтак амăшĕ, Вера Алексеевна Вечерская, вăрçă нуши-терт-не самай курнăскер, куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. Юратнă çынни вилнине Павлик çур çултан çеç пĕлнĕ те чунтан хурланнă. Амăшĕнчен илнĕ «ТЕЛЕЙЛĔ» çырăва тата Леля сăнÿкерчĕкне вăл вăрçă чарăничченех гимнастерка кĕсйинче чиксе çÿренĕ. Фронтри юлташĕсем каннă вăхăтра Павликран пĕрре мар амăшĕн çырăвне вуласа пама ыйтнă. Каччă унти йĕркесене вуланă чухне салтаксем шăпланнă, куççулĕсене вăйпа çăтма тăрăшнă... «Вера Алексеевна калашле, пурăнатпăр-ха! Пурăнатпăрах!» - тенĕ çирĕппĕн паттăрсем.
Чăн та, Павлик вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Юратнă савнийĕпе Лельăпа çемье çавăрнă. Кĕçех çемьере ача-пăча хутшăнма тытăннă. Вера Алексеевна çакăн пек ĕмĕтленнĕ-çке.
Туслă кил-йыш ахаль уявсемсĕр пуçне «ТЕЛЕЙ» кунне те ирттернĕ. Çакăн чухне вĕсем çемйипех Вера Алексеевна утса çÿренĕ сукмакпа çула тухнă...
Комментировать