Автор правине пăснă
Тăвай районĕн 2-мĕш суд участокĕн миравай судйи 25-ри Александр Баринов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Ăна автор правине пăснăшăн айăплаççĕ. Пĕр организацире система администраторĕнче тăрăшнă май вăл Интернетран «1С» программăн контрафакт экземплярĕсене уçласа илнĕ те усă курмашкăн ĕçтешĕсене лартса панă. Çапла майпа программа хуçине 342 пин тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ.
Прокурор сĕннине тата ытти сăлтава кура суд А.Баринова 20 пин тенкĕ штраф хума йышăннă. Ку айăплав çынна ирĕкрен хăвармаллипе çыхăнманнине шута илсе РФ Патшалăх Думин 2015 çулхи «Амнисти çинчен» йышăнупа килĕшÿллĕн ăна каçарма тата судпа айăпланнинчен хăтарма йышăннă.
Оксана ЯСТРЕБОВА,
Тăвай районĕн прокурорĕ.