Мĕнпе асра юлĕ хула кунĕ?

20 Авг, 2015

Уяври чи кăсăклă 5 самант

Августăн 16-мĕшĕнче Шупашкар 546-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Апла пулин те çак уява халалланă мероприятисем чылай маларах пуçланчĕç. Шупашкар кунĕ умĕн, августăн 13-мĕшĕнче, хула администрацийĕнче «Общество йышăнăвĕ» премине тивĕçнисене чысланă. Унсăр пуçне Шупашкар хулин хисеплĕ çыннисен йышĕ ÿсрĕ. Хальхинче çак ята флота пулăшакан Раççейри юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕн членĕ Роберт Ильяной тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн хирурги чирĕсен кафедрин ертÿçи Владимир Волков тивĕçнĕ. Августăн 14-мĕшĕнче тĕп хулара çĕнĕ тепĕр ача сачĕ уçăлчĕ. «Волжский» микрорайонта хута кайнă «Вĕршĕнсем» çитес вăхăтра шăпăрлансене кĕтсе илĕç. Çав кунах спортăн пляжри тĕсĕсен фестивалĕ уçăлнă, чемпионат иртнĕ. Августăн 15-мĕшĕнче те мероприятисен программи пуян пулнă. Атăл леш енче «Йывăçа чи лайăх касакан - 2015» республика чемпионачĕ иртнĕ. Çĕнтерÿçĕ миниквадрацикл хуçи пулса тăнă. Çав каçхинех тĕп хулари «Спартак» стадионта Европа чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешекенсен турнирĕ иртнĕ. Хăй вăхăтĕнче Тĕнче кубокне тивĕçнĕ Артур Шишокин /Шупашкар/ кикбоксинг енĕпе Европа чемпионĕ пулса тăнă. Хулан кăçалхи уявĕ асра мĕнпе çырăнса юлĕ? Чи кăсăклă 5 самантпа паллашар. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.