СЫВЛĂХА ЛАЙĂХЛАТМА

19 Авг, 2015

Статистика тăрăх - тĕнчери халăхăн 40 проценчĕ хускану аппарачĕн мĕнле те пулин чирĕпе аптрать. Çав шутра - тăвар пухăннипе те. Сывлăха лайăхлатма пĕтĕм организма тасатни кирлĕ. Çак ĕçе пыршăлăхран пуçламалла.

Рис

Тасатман е иккĕмĕш сорт 3 апат кашăкĕ рис çине кĕрпене хупламалăх кăна шыв ямалла, çĕр каçа лартмалла. Ирхине риса сивĕ шывпа çумалла, çĕнĕрен шыв хушса 1-2 минут пĕçермелле. Шĕвекне тăкмалла, каллех шыв хушса 2 минут пĕçермелле. Çак процедурăна тата 4 хут тумалла. 5-мĕш хутĕнче пăтта пĕçерсе çитермелле. Ăна ирхи апата тăварсăр-çусăр çимелле. Унтан 4 сехет нимĕн те çимелле-ĕçмелле мар. Курс - 2 уйăх.

 

Каштан

Хуппинчен тасатса вĕтетнĕ 3-4 апат кашăкĕ типĕ каштан йĕкелне тĕксĕм тĕслĕ кĕленчери çур литр шурă эрехе ямалла. Тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла, кашни кун силле-силле илмелле. сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Кунне 3-4 хут 30-40 тумлам настойкăна шывпа ĕçмелле. Курс - 3-4 эрне.

 

Петрушка

Петрушкăн 2 килограмм чĕрĕ тымарне аш арманĕпе авăртмалла. 3,5 литр сĕте ярса вăйсăр çулăм çинче 1,5 сехет пĕçермелле. Кунне 3 хут петрушка тымарĕнчен хатĕрленĕ пăтта çимелле тата шăк хăвалакан курăксен пуххинчен /ăна аптекăра туянма пулать/ хатĕрленĕ шĕвек ăшăлла кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс - 3 кун. Çулталăкра 2-3 хут çакăн пек тасату ирттермелле.

 

Лавр çулçи

Типĕ вăтам 3-4 лавр çулçине 300 миллилитр шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле, термоса ярса 8-10 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кун тăршшĕнче кашни 12 минутра 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс - 3 кун, 2 эрнерен тепĕр курс ирттермелле.

Асăрханăр. Çак рецептпа хырăмлăх язвипе, вар хытнипе аптрасан, ача кĕтекен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен сипленме юрамасть.

 

Çĕрулми

Хуппине тасатман 1 килограмм çĕрулмине çумалла, вакламалла, 3 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 1,5 сехет пĕçермелле. Тăвар хушмалла мар! Шĕвеке ярса илмелле те кунне 3 хут апат умĕн 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - 2 эрне. 2 эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

 

Çĕр груши

Çĕр грушин /топинамбур/ чĕрĕ çулçи-тунине 5 литр шыва ямалла, 30 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвеке 37 градус ăшă шывлă ваннăна ямалла. Ваннăра кашни кун 15 минут выртмалла. Курс - 10-15 ванна. Кирлĕ пулсан кăштах каннă хыççăн тепĕр курс ирттерме юрать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.