АЛĂ СЫППИСЕН АРТРОЗĔ

19 Авг, 2015

Алă сыпписен артрозĕ хĕрĕхрен иртнĕ хĕрарăмсен тăтăшрах тĕл пулать. Ĕçленĕ чухне йывăр лекнипе ыратма пуçлать, каннă вăхăтра лăпланать. Сиенленнĕ сыпăсем шыçсан вара хытах ыратать. Артроз вĕрĕлесрен хÿтĕленме çак хусканусене тусан лайăх. Вĕсем тата хĕрарăмсене кăкăр формине упраса хăварма та пулăшаççĕ.

1. Алăсене кăкăр умĕнче тытса ывăç тупанĕсене пĕрлештермелле. Вĕсене пĕр-пĕрин çумне хушшинчи çăмартана лапчăтас пек вăйлă хĕстермелле. Енчен те çакна туйса илме йывăр пулсан ывăç тупанĕсемпе теннис мечĕкне хĕстерсе тытмалла. Темиçе хут 5-10-шар минут пурнăçламалла.

Хусканăва тĕрĕс тусан кăкăр мышцисем питĕ вăйлă туртăннине туйса илетĕр. Алăсене тĕрлĕ çÿллĕшĕнче тытса кăкăр мышцисен виçĕ ушкăнне те ĕçлеттерме пулать. Чи аялти шайра, кăвапа тĕлĕнче, çурăмăн сарлака мышцисене те витĕм кÿме пулать.

2. Малалла тăснă алăсемпе пысăк резина мечĕке тытса тăмалла. Ăна кăкăр мышцисем ывăнса çитичченех хĕстермелле. Хăнăхтарăва кăштах кана-кана илсе 5-10 минут тумалла.

Вырăнпа выртакан чирлĕ çынсем ăна çурăм çинчех тума пултараççĕ. Алăсене çĕклеме йывăр пулсан е хулпуççи сыпписен артрозĕпе чирлесен мечĕке хăвăр çине хурса хĕстерме юрать. 5-10 минут тумалла.

3. Пĕрремĕш вариант. 2 метр тăршшĕ 1 сантиметртан çинçе мар диаметрлă хулăн кантра кирлĕ. Ăна хуçалăх лавккинче туянма пулать. Кантрана темиçе хут, 40-60 сантиметр тăршшĕ юличчен /вăтамран сирĕн хулпуççисем сарлакăш/, хуçлатмалла. Ăна вĕçĕсенчен тытса икĕ еннелле май килнĕ таран вăйлăрах туртмалла.

Тĕрĕс пурнăçласан кăкăр мышцисем кăна мар, трицепс мышцăсем те туртăнаççĕ. Вĕсем ĕçлеччĕр тесен алăсене кăкăр шайĕнче тытмалла.

Хăнăхтарăва вырăнпа выртакансем те тума пултараççĕ.

Иккĕмĕш вариант. Йывăр сĕтел умне лармалла, ăна ывăç тупанĕсемпе май килнĕ таран хытăрах пусмалла. Мышцăсене хытарнине çемçетнипе черетлемелле.

Ал лапписене сĕтел çине тÿртен енĕпе хурса пусăрăнтарсан кăкăрăн ытти мышцисене те витĕм кÿме пулать, ку вĕсене аталантарма пулăшать.

Сĕтеле аял енчен алăсемпе "çĕклеме" тăрăшмалла. Çĕклемесен те юрать, çак хăйне евĕр хускану мышцăсемшĕн питĕ усăллă. 5-10 минут тумалла.

4. Кантра çине пусса, вĕçĕсене тÿрĕ алăсемпе тытса тăмалла, кантрана икĕ енчен çÿлелле туртмалла. Çак хусканăва тунă чухне кăкăр мышцисемпе бицепссем лайăх ĕçлеççĕ. 5-10 минут пурнăçламалла.

Хăнăхтарăва ларса тума пулать. Кантри, паллах, кĕскерех пулмалла.

Выртакан чирлĕ çын хăнăхтарăвăн икĕ вариантне тума пултарать. Кантрана ура лапписенчен çыхмалла та килти çынна урасем тĕлĕнчи кравать пуçĕнчен çаклатма ыйтмалла. Кантрана урасемпе пит патнелле туртăнтармалла. Черетпе туртмалла-канмалла.

Тÿрлетекен мышцăсене - трицепссене - ĕçлеттерме кантрана краватĕн пуç тĕлĕнчи пуçĕнчен çаклатмалла. Унăн вĕçĕсене урасем патнелле вăй çитнĕ таран вăйлăрах туртмалла. 5-10 минут тумалла.

Хăнăхтарусене кунне темиçе хут тума юрать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.