Ял ĕçчен çынна савать
Ялта пурăнма условисем хулари пекех пулсан та çамрăксем тăван тăрăха юласшăн мар. Ытларахăшĕ çакна ялта ĕç çуккипе сăлтавлать. Елчĕк тăрăхĕ те ку тĕлĕшпе уйрăлса тăмасть. Курнавăш ял тăрăхĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вера Турханпа шăпах çакăн пирки сăмахларăмăр.
Сысна мар, хур-кăвакал
«Вырăскасси, Çуткÿль ялĕсем ватăлчĕç. Шкул хупăнчĕ, пушă çурт чылай, - терĕ вăл пăшăрханса. - Хуларан яла куçса килекен çукпа пĕрех. Тивĕçлĕ канăва тухсан ашшĕ-амăш çуртне килсе пурăнакансем тупăнаççĕ». Юрать-ха, вĕсем пур. Унсăрăн чăваш ялĕсем вуçех пĕтĕç.
Паллах, ват çынна вăйпиттипе танлаштараймăн. Унăн хăйĕн пурнăçĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсем те выльăх-чĕрлĕх усранă, кил-çурт тирпейлесе пурăннă, сак тулли ача-пăча çуратса ÿстернĕ. Çакнашкал маттур, паттăр çынсем ку тăрăхра халĕ те пур. Сăмахран, Курнавăшри Ардалион Синицын çемйи 17 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрать, вĕсенчен 10-шĕ сăваканни. Турханти Валерий Прохоровăн ĕне выльăх шучĕ - 9, сăвăнаканни - 5. Аслă Шăхальти Виссарион Смолин çемйи те 11 пуç ĕне выльăх тытать. Унсăр пуçне 115 чăх-чĕп, 23 сурăх. Çуткÿльти Иван Фоминăн та картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк. Вера Петровна сăмахĕпе ку тăрăхра ытларах чăх-чĕп, хур-кăвакал тытма кăмăллаççĕ. «Çакă мĕнпе çыхăннă-ши?» - кăсăклантăм эпĕ. «Ял халăхĕ сысна усраса асапланасшăн мар. Ăна пĕçерсе çитермелле. Çитменнине тырă укçалла илсе тăрантармалла. Халĕ ял çынни те тавçăруллă: сысна ашĕ - йывăр апат. Кайăк-кĕшĕк курăкпа та çитĕнет. Унăн ашĕ ватă çыншăн та усăллă. Хур-кăвакала чăмпăлтатма кÿлĕсем çителĕклĕ пирĕн», - пулчĕ хурав. Курнавăш тăрăхĕнче пĕтĕмĕшле 17 пин кайăк-кĕшĕк иккен. 2700 çынна ку йыш самаях.
Лаша тытакан сахал. Ял тăрăхĕпе кăçал 13 ута шута илнĕ. Маларах вăл та чылай пулнă. Халĕ ăна мотоблокпа улăштарчĕ ял халăхĕ. «Техникăна пĕрмай апатлантармалла мар, тислĕкĕ пухăнмасть унăн», - чунне уçрĕ ертÿçĕ. Унăн «тилхепине» хĕрарăмсем те тытаççĕ. Кил хуçисем аякра ĕçленĕ вăхăтра мăшăрĕсем утă çулаççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ, ачи-пăчине çитĕнтереççĕ. Ĕне усракансен шутĕнче ватă çынсем те пур. Сăмахран, Аслă Шăхальти Елена Смолина çичĕ теçеткерен иртнĕ пулсан та выльăхсăр пурăнаймасть.
Шкул пахчинче - севок
Елчĕк тăрăхĕнче ĕçчен, хастар çынсем пурăнни тÿрех палăрать. Чылайăшĕн пахчинче севок сухан çитĕнет. Ял çыннин çеç мар, шкул пахчинче те пур вăл. Директор çумĕ Татьяна Николаева пĕлтернĕ тăрăх - сухана кашни çулах лартаççĕ. Унсăр пуçне ытти пахчаçимĕç те çитĕнтереççĕ. Çапла майпа вĕренекенсен апат хакне йÿнетеççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, сăмахран, шкулти апат хакĕ кунне12-15 тенке ларнă. Ытти шкулти вĕренекенсем столовăй валли çĕрулмине килтен илсе каяççĕ пулсан, Курнавăшсем ăна хăйсем çитĕнтереççĕ. Паллах, севок тупăш паракан пахчаçимĕç. Ăна ытларах çуркунне сутма тăрăшаççĕ. Хăйсене алă çавăрмалăх тупăш илни те аван. Унсăр пуçне ача-пăчана ĕçлеме вĕрентни те усăллă. Çуллахи практика вăхăтĕнче вĕсем йăрансене çумласа пулăшаççĕ.
Кунти тепĕр ырă йăлапа паллаштарас килет вулакана: Курнавăш шкулĕнче ачасем тракторист-водитель профессине алла илеççĕ. Çавна май шкул пĕтерни çинчен калакан аттестатпа пĕрлех праваллă та пулаççĕ. Каччăсем çеç мар, хĕрсем те тракториста, водителе вĕренеççĕ. «Пурнăçра çак профессисем кирлех», - теççĕ вĕсем. Хальхи вăхăтра техникăна парăнтарма пĕлмеллех. Сăмахран, фермер аллинче трактор рычакĕ, машина рулĕ, комбайн штурвалĕ вылянса çеç тăрать. Çитменнине кашни çамрăка техника илĕртет.
Пĕринчен тепри маттур
Вера Петровна Турхан Муркаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Мăшăрĕпе вĕсем Шупашкарти ялхуçалăх институтĕнче пĕрле вĕреннĕ. Курнавăшра халĕ 30 çул пурăнать. Маларах вăл вырăнти «Урожай» колхозра экономистра тăрăшнă. «Пирĕн ял илемлĕ, çыннисем ĕçчен, - терĕ вăл сăмахне пĕтĕмлетсе. - Пĕринчен тепри маттур, ăмăртса ĕçлеççĕ. Çуллахи вăхăтра çурт-йĕре йĕркене кĕртеççĕ. Акă чылайăшĕ кăçал çурт тăрри улăштарчĕ. Çавăн пекех пÿрт-çурта пысăклатас тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ, иккĕмĕш хутсем хăпартаççĕ. Сывлăх çинчен те манмаççĕ. Килĕрен тараса, скважина чавма пуçларĕç. 30-40 метр тарăнăш чаваççĕ. Газ, шыв пÿрте кĕрет».
Хуçалăх ыйтăвĕсене тепĕр хут хускатнă май выльăх-чĕрлĕхрен илекен тупăш пирки сăмах пуçартăмăр. «Тупăшĕ пур е çук - ăна калама пултараймастăп. Мĕншĕн тесен выльăх апачĕ хаклă халĕ. Анчах хамăр туса илнĕ апат-çимĕçрен таси, тутлăраххи урăх ниçта та çук. Лавккаран туянни чĕрене пымасть. Хамăр ÿстернĕ хур-кăвакал тукмакĕ тем тесен те сĕтеклĕрех», - палăртрĕ шухăшне Вера Петровна.
Килте çитĕнтернĕ аш-пăш, пахчаçимĕç, чăн та, техĕмлĕрех çав.
Валентина ПЕТРОВА.
Елчĕк районĕ.
Комментировать