Чĕлхе - чун уççи, чĕлхе - çул уççи

14 Авг, 2015

1986 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче «Филолог. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учитель» квалификаци дипломне илнĕ хыççăн пĕр вăхăт тăван чĕлхене шкулта вĕрентрĕм, каярахпа - ЧПУн Муркашри лицейĕн, республикăри Герман Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕн, чăваш-турккă лицейĕн директорĕнче ĕçленĕ вăхăтра - Яковлев, Иванов, Çеçпĕл чĕлхине аталантарма вăя шеллемерĕм. Халĕ те тăван чĕлхепе тăван культурăна аталантарассипе ЧМТТ коллективĕпе çанă тавăрсах тăрăшатпăр. К.Иванова халалласа конференци йĕркелерĕмĕр, республикăри гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче иртнĕ «Константин Иванов тата чăваш тĕнчи» Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцине пирĕн студентсем хатĕрленĕ «Нарспи сăнарне шыраса» фотокурав-конкурс илемлетрĕ тата ыт.те.

Пăлхавлă 90-мĕш çулсенче реформа утиялĕпе витĕнсе И.А.Андреев профессорпа Ю.М.Виноградов доцент чĕлхе «революцине» пуçарса ячĕç. Пурăннă вăхăтра Иван Андреевича «Хаяр Иван» тетчĕç те - чĕлхеçĕсем унпа ытлашшиех тавлашмастчĕç, хутшăнма та хăратчĕç пулмалла. Тĕрĕссипе чĕлхе реформине, орфографин çĕнĕ правилисене халăха политика юхăмне ан хутшăнччăр тесе, йытта шăмă пăрахса панă пек, пуçарса ячĕç пулмалла.

Ю.М.Виноградов хăйне çакнашкал лару-тăрура чăваш чĕлхин Гаврошĕ пекех туйрĕ: пурне те вĕрентрĕ, пурне те ăс пачĕ. Журналист-и вăл е сумлă çыравçă - пурпĕрех. Галина Абрамован «Чăваш орфографийĕн хуçисем камсем?» статйинче Л.П.Сергеев профессорăмăр çинчен те асăннă. Пирĕншĕн - Муркаш тăрăхĕнчи çынсемшĕн - Леонид Павлович - Иван Яковлев, Макар Евсевьев пек Аслă вĕрентекен. Тĕрĕсех çырать Галина Васильевна, сумлă çынсен ĕçĕсене тишкериччен, хакличчен, критикличчен пĕр пăт тăвар çимелле пирĕн.

Чăваш чĕлхин республикипех паллă вĕрентекенĕ, ăна республика тулашĕнче хисепленине те пĕлетĕп, Галина Абрамовăн «Чăваш орфографийĕн хуçисем камсем?» статйи, чăннипех те, тарăн шухăша ячĕ. Сăмахсене пĕрле е уйрăм çырасси паянхи кунччен те татăлса пĕтейменни тĕлĕнтерет те, тарăхтарать те. Эпир пĕр вырăс юмахĕнчи сăнарсем пĕр сăмахах таçталла та туртатпăр. Хамăр юмахри акăш, рак тата çăрттан маррине ăнланмалла пек ĕнтĕ. Эпир - мăнаçлă чăваш халăхĕ. Уйрăмах кун ячĕсен шăпи чуна ыраттарать. Вĕсене уйрăм çырни хăш енчен усă панине палăртма çук. Сиенĕ çинчен калаçма вара, чăнах та, сăлтавĕ пур. Хальлĕхе Ю.М.Виноградовпа ун майлисем кун ятне «тунти кун» тесе çыраççĕ тата çыртараççĕ, чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар» /пирĕн телее/ ăна асаттесем пек «тунтикун» тесе пичетлет. Тен, пĕр-пĕр ăслăраххи çак сăмаха дефиспа çырма сĕнет: «тунти-кун». Чаплă вĕт!!! Тунти, ытлари, шăмат, кĕçнерни сăмахсем чĕлхере хăйсем тĕллĕн усă курăнмаççĕ. Çак сăмахсем ытти сăмахсемпе çыхăнăва кĕрсе сăмах майлашăвĕсем тума пултараймаççĕ. Çавăнпа та вĕсене ниепле те лексика пĕлтерĕшлĕ сăмахсен йышне кĕртме çук. Чăваш нихăçан та тунти ирхине, тунти каçхине тесе каламасть. Тунтикун ирхине, тунтикун каçхине тесе калатпăр.

Çавăн пекех улатакка /ула такка/, шĕлинкурăс /шĕлин курăс/, тĕкĕлтура /тĕкĕл тура/, талпиçен /тал пиçен/ сăмахсене ниепле те икĕ сăмах çине пайлама çук. Мĕн вăл такка? Мĕн вăл шĕлин? Мĕн вăл тĕкĕл? Мĕн вăл тал? Вĕсем мĕне пĕлтереççĕ тата мĕнле пуплев пайĕ пулаççĕ? Орфографие çĕнетекенсем çеç çак ыйтусен хуравĕсене пĕлеççĕ пек туйăнать.

Тата çакна хушса калас килет. Икĕ çырав хушшинче чăваш халăхĕн йышĕ 400000 çын таран чакнă. Çав вăхăтра пирĕнпе тăванлă тутар, пушкăрт халăхĕсен йышĕ ÿснĕ. Чĕлхе - халăхăн, нацин тымарĕ. Çакна пурте ăнланма тивĕç. Ю.М.Виноградовпа унăн «партизанĕсем» çине тăнипе 20 çул çак илемлĕ чĕлхене асаплантаратпăр, вататпăр, кĕтесе тăрататпăр. Чарăнăр, туссем, хамăрăн чĕлхерен кулма!

Станислав ГРИГОРЬЕВ,

Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕн директорĕ,

Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

 

Пирĕн икĕ хĕр - Машăпа Даша. Маша шкул вĕренсе пĕтерчĕ. Даша Шупашкарти 56-мĕш шкулта ăс пухать.

Пирĕн шкулта чăваш чĕлхине Галина Абрамова кĕнекисемпе вĕрентеççĕ. Автор хăй шкулта ĕçленĕ май, чăнах та, паха кĕнекесем çырчĕ. Унăн кĕнекисем интереслĕ, вĕсемпе чăваш чĕлхине вĕренме çăмăл пулнине пĕтĕм ашшĕ-амăшĕ палăртать. Тинех ачасене килĕшекен, вĕсем вĕренме пултаракан учебниксем тухрĕç тесе савăнатпăр.

Автор кĕнекисем тертлĕн тухса пынине пĕлтĕмĕр те - çакă пире питĕ пăшăрхантарчĕ. Чăваш чĕлхине вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче аталанма май парассине ура хурса пыни мар-и вара çакă?

Алексейпе Наталия КИРИЛЛОВСЕМ.

Шупашкар хули.

 

Манăн Даниил ятлă мăнук Шупашкарти 4-мĕш лицейра вĕренет. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче улттăмĕш класра вĕренме пуçлĕ. Г.Абрамова кĕнекисемпе хаваспах чăваш чĕлхине вĕренетпĕр. Вĕсемпе вĕренме - кăмăллă. Ÿкерчĕксене лайăх ÿкернĕ. Анчах та пĕр çитменлĕх пур: малтан пĕрле çырнă сăмахсене уйрăм çырни. Панулми, çĕрулми, пахчаçимĕç, утмăлтурат, чĕрчун тата ытти сăмахсене уйрăм çырни чăваш чĕлхине вĕренме йывăрлатать тесе шутлатăп. Эпир вĕреннĕ чух сăмахсене çырасси чăрмавлă марччĕ.

Валентина ПАЧУРИНА.

Шупашкар хули.

 

«Чăваш орфографийĕн хуçисем камсем?» статьяна темиçе хут та вуласа тухрăм. Хăшпĕр вĕренÿ кĕнекисен авторĕсем каюра сăмаха кай урапа ылмаштарни тĕлĕнтерчĕ. Кайри ура сăмах майлашăвĕ пулать-ха. Кай урана сăмах майлашăвĕ шутне кĕртни, чĕрчун ячĕ туса хуни кулăшла пек туйăнатчĕ. Каюрана кай ура пек çырмаллине вĕрентекенсен ачасене мĕнле ăнлантармалла-ши? Вуланă чухне те, куçарнă чухне те, сăмаха каланă чухне те чăрмавсем кăларса тăратать-çке çакăн пек хăтланни.

Орфографи правилисене уйрăм çынсен интересĕсене шута илсе тумалла мар. Правилăсен халăхăн, чĕлхеçĕсен, вĕрентекенсен, кĕнеке авторĕсен, журналистсен, поэтсемпе писательсен, ашшĕ-амăшĕн шухăшĕпе çураçуллă пулмалла.

Григорий ВАККУ,

филологи наукисен кандидачĕ, доцент.

Шупашкар хули.

 

Галина Абрамован «Чăваш орфографийĕн хуçисем камсем?» статйи тарăн шухăша ячĕ. Çирĕм çул çитрĕ чăваш орфографийĕнче çĕнĕ правилăсене йышăннăранпа - халăх вĕсене чунпа йышăнаймарĕ.

Тĕрĕсех калать Галина Васильевна - чăвашăн чăн орфографине сăтăрçăсенчен хÿтĕлемеллех. Урăхла каласан 1992 çулта мартăн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ йышăннă «Чăваш орфографийĕн тата пунктуацийĕн çĕнĕ правилисене вăя кĕртесси çинчен» постановление пăрахăçламалла. Постановление васкаса алă пусни куçкĕрет. Ăна алă пусаканĕ - ЧР Аслă Канашĕн Председателĕ Эдуард Кубарев - чăвашла калаçкалать, анчах чĕлхен грамматикине пĕлмест. Президиумри çынсен хушшинче те чĕлхене лайăх пĕлекен çын пулман ун чухне. Çитменнине, постановление Министрсен Кабинечĕн те пăхса тухмалла пулнă. Урăхла каласан, документ саккуна пăсса вăя кĕнĕ.

Галина Абрамова хăйĕн статйинче чĕлхе комиссийĕ орфографири çивĕч ыйтусене хăвăртрах тата объективлă татса парасса шаннине палăртать. Шаннă йăвара кайăк çук тенĕ пек пулса ан тухтăрах: юрăхсăр йышăнусене пăрахăçламасăр комисси пурне те тивĕçтерекен правилăсем йышăнасси иккĕленÿллĕ. Комиссие хăйне те çĕнĕрен йĕркелесен аван пулмалла. Малтанхи йышах хăварсан орфографири тавлашуллă ыйтусене халăха тивĕçтермелле татса параймĕ, ахăртнех.

Леонид АНДРЕЕВ.

 

Эпĕ чунпа та, ĕçпе те - чăваш. Пурнăç тăршшĕпе чăваш халăхĕн юррисене чĕртме, пĕр çÿпçене пухма тăрăшрăм. Малтан пĕрле çырнă çĕршыв, хĕрача сăмахсене вакласа пĕтернине чунпа та, ăспа та йышăнма пултараймарăм.

Çак сăтăрла ĕçе тăвакансем 20 çул ытла чăваш халăхĕн ăсне пăтратрĕç. Чăваш чĕлхин аталанăвне чарса тăракан çак киревсĕр ĕçе тĕппипе пĕтермелле тесе шухăшлатăп.

Анне сăмахĕсем халĕ те асра: «Хĕрĕм, пĕр-пĕр пысăк ĕç тăвас пулсан çиччĕ виç те пĕрре кас», - тетчĕ вăл. Пĕрре çеç виçни пăсăк пулма пултарать тесе асăрхаттаратчĕ.

Сăмахсене çиччĕ виçмесĕр вакласа пĕтерни калама çук пысăк та пăсăк ĕç пулса тăчĕ.

Зинаида КОЗЛОВА,

РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,

«Уяв» фольклор

ансамблĕн ертÿçи.

 

Чĕлхе - унпа калаçакан халăхăн пурлăхĕ. Уйрăм çын чĕлхи мар. Апла-тăк унпа мĕн тăвас килнине йăлтах тума кирлĕ мар.

Пĕрле çырнă сăмахсене уйрăм çырса мĕн патне килсе тухрăмăр? Çак усал ĕçе пуçаракансем хăйсен йăнăшне йышăнма вăй-хăват çитерейменни вĕсем пур енлĕн вăйсăр пулнине çирĕплетсе пачĕ.

Земфира ЯКОВЛЕВА,

ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей çутĕç отличникĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.