Çĕре юта паратпăр. Шанчăклă алла-ши?

13 Авг, 2015

Китайра пыл хурчĕсем пĕтнĕпе пĕрех. Мĕншĕн тетĕр-и? Ялхуçалăх ĕçĕсене тĕрĕс мар йĕркелени çав çĕршыври биоресурссене пысăк сиен кÿнĕ. Чи малтанах çакна имçамсемпе тата гербицидсемпе ытлашши усă курнипе çыхăнтараççĕ. Чăнах та, ун пек тусан тухăç пысăк пулать, анчах та çутçанталăкшăн, уйрăмах çĕршĕн, çакă - вилĕм тесен те йăнăш пулмĕ.

Лайăх тухăç илсе пултăр...

Россельхознадзор çĕр надзорĕ енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ. 2013-2014 çулсенче асăннă ведомство Раççей территорийĕнче ют çĕршыв çыннисем тата предприятисем усă куракан ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ 55,4 пин гектара /пĕтĕмпе - 643 лаптăк/ тĕпченĕ те 733 йĕркесĕрлĕх тупса палăртнă. Çапла вара кашни тĕрĕслев саккуна пăснă тĕслĕх тупса палăртнипе вĕçленнĕ.

Кĕскен каласан, тискеррĕн усă кураççĕ çĕрпе: производство юлашкийĕсем купаланса каяççĕ, пулăхлă сийе полиэтилен пленкăпа хутăштарса яраççĕ... Пестицидсем пирки каларăм ĕнтĕ. Сăмах май, пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курассине тĕрĕсленĕ вăхăтра инспекторсем ют çĕршыв çыннисем Раççей территорийĕнче регистрацилемен пестицидсемпе усă курнă е усă курмаллин регламентне пăснă чылай тĕслĕх тупса палăртнă. Çĕре çавăн пек сиен кÿнĕ хыççăн вара пулăхлăха тавăрма вăхăт та, вăй-хал та самай кирли - паллă. Пысăк тăкаксемсĕр те пулмĕ.

Усă курманни калаçтарать

Чăваш Ен - ют çĕршыв çыннисемшĕн илĕртÿллĕ. Росреестрăн республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - чикĕ леш енчен килнисем усă куракан лаптăксен шучĕ 40-е те çывхарать. Пирĕн тăрăхра сад-пахча ÿстересшĕн иккен хăшĕ-пĕри. Ытларахăшĕ вара хушма хуçалăх аталантарасшăн, ялхуçалăх продукцийĕ туса илес кăмăллă.

Вĕсем ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе мĕнле усă курнине инспекторсем куçран вĕçертмеççĕ. Çавăнпа та ку калаçу патне тепĕр хут та таврăнăпăр-ха. Хальлĕхе вара ютран килнисем чăваш çĕрĕпе шелсĕр усă кураççĕ теме сăлтав çукрах.

Чăваш Енре çĕрпе усă курни мар, усă курманни ытларах калаçтарать. Акă, сăмахран, нумаях пулмасть Россельхознадзорăн республикăри управленине Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕн çыннисенчен çыру çитрĕ, унта шăпах усă курман çĕрсем пирки сăмах пырать. Хальхи вăхăтра ку лару-тăрăва тĕпчеççĕ.

Патшалăхăн аслă инспекторĕ Раиса Петрова каланă тăрăх - кунашкал çыру Канаш район администрацийĕнчен те пулнăччĕ: самай пысăк 5 лаптăка юхăнтарса янă иккен. Административлă тĕпчев 157,01 гектар çинче 5-6 çулти йывăç-тĕм касмалăх та çитĕннине палăртнă.

Пĕтĕмпе вара республикипе 2015 çулăн çурринче çĕрпе усă курманшăн РФ КоАП-ĕн 8.8 статйин 2 пайĕпе 26 протокол çырма тивнĕ. Çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмен тĕслĕхсемпе Патăрьел, Комсомольски, Канаш, Шăмăршă, Етĕрне, Тăвай районĕсем палăрнă.

Çĕрпе тухăçлă усă курас пирки калаçу пуçарсан вара лаптăкран хуçисем хăйсен ирĕкĕпе "хăтăлма" тăрăшни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Кăçал та, акă, Етĕрне, Çĕрпÿ, Муркаш районĕсенчи пĕтĕмĕшле 119 гектар тĕлĕшпе çак процеса пуçарнă.

Тĕрĕссипе, ютран килнисемсĕрех, хамăрах çĕре сиен кÿнĕ тĕслĕхсене кашни çулах тăрă шыв çине кăлараççĕ. Асăннă тапхăрта çеç ку тĕлĕшпе Шупашкар, Вăрмар, Канаш районĕсенче 5 протокол çырмалла пулса тухнă.

Тăпран пулăхне лайăхлатас тĕллевпе ятарлă мероприятисем ирттермелли пирки те хăшпĕр чухне инспекторсен асăрхаттарма тивет. Ку тĕлĕшпе - 3 протокол.

Рекультиваци туман /сăмахран, Шупашкар районĕнче/, пулăхлă сийе вырăнтан куçарнă /Шупашкар тата Канаш районĕсенче/ тĕслĕхсемпе те кĕрешме тивет çулсеренех. "Кĕрешме" тесех калама тивет çав. Мĕншĕн тесен саккунлă предписанисене вăхăтра пурнăçламанни сахал мар тĕл пулать - 4 протокол.

Китайра пыл хурчĕсен йышĕ пĕтсе пынине пула улма-çырла йывăççисене киçтĕкпе шăркалантараççĕ. Пирĕн тăрăха кунашкал инкек çитмессе шанас килет. Çапах та асăннă тапхăрта предписанисене пурнăçласа Çĕрпÿ, Куславкка, Шупашкар, Вăрмар, Тăвай, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче 644 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Надежда Васильева