Асра юлакан самантсем

26 Фев, 2014

Республикăра Культура çулталăкне тивĕçлĕ шайра ирттерме палăртаççĕ. Йăлана кĕнĕ фестивальсемпе конкурссемсĕр пуçне çĕннисем те, кăçал ятарласа йĕркелекеннисем, пулĕç. Сăмахран, "Хамăр тата пулас ăрусем валли вулатпăр" проект. Интернет сасăлав кăтартăвне тĕпе хурса чăвашсен паллă писателĕсен аудиокĕнекисен ярăмне кăларассипе çыхăннă вăл. Шупашкар хула администрацийĕн "Пултарулăх бульварĕ" арт-проекта та асăнса хăвармалла.

Конкурссене профессире чи лайăххисене палăртассипе çыхăнтарнă. Акă "Ачасемпе ĕçлекен чи лайăх библиотекарь" конкурса илер-ха. Çак пулăмăн пĕлтерĕшĕ пысăк, вăл пултаруллă ĕçченсене чыслама çеç мар, ачасене кĕнекепе çывăхрах туслашма та пулăшĕ. Çамрăк талантсем валли "Черчен чечексем" республика фестивалĕ те йĕркелесшĕн.

Культура çулталăкĕ юбилейсемпе пуян. Тĕнче, Раççей шайĕпе илес тĕк Вильям Шекспирăн 450 çулне, Михаил Лермонтовăн 200 çулне асăнса хăвармалла. Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи пуçланнăранпа шăпах пĕр ĕмĕр çитет.

Чăваш Ен те хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрне манăçа хăвармĕ. Пурăннă пулсан кăçал Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Николаев - 85, тĕнчипе палăрнă Геннадий Айхи поэт - 80, Анисим Асламас композитор 90 çул тултармаллаччĕ. Аристарх Орлов-Шуçăмпа Анатолий Тогаев композиторсен, Иван Ивник, Хветĕр Уяр, Аркадий Ĕçхĕл çыравçăсен 100 çулхи юбилейне паллă тăвăпăр. Сăмах май, Культура çулталăкĕнче 72 поэтпа писателĕн юбилейĕ иртĕ.


Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.