Улталамасан сутуçăн ыйхă та килмест-ши?

13 Авг, 2015

Кунта кунĕпех çын хĕвĕшет. Пĕрисем илеççĕ, теприсем сутаççĕ... Сентресем çинче мĕнле кăна тавар çук-ши? Куç умне чи хитрисене кăларса хунă та ÿкерчĕк çинчи пекех астараççĕ. Акă эпир, хаçат корреспонденчĕсем, унта та кунта темĕн шыраса утакан халăхпа пĕрлешсе кайрăмăр. Тавçăртăр пулĕ - эпир пасарта. Кунта пире ятарлă ĕçпе янă: апат-çимĕç туянакансене чике тăршшĕ лартмаççĕ-и, тарасасем улталамаççĕ-и? Çак ыйтусене тĕпчесе сире пĕлтерме хушнă.

Суя хакпа

Чи малтанах тĕрĕслев тарасине шыраса тупма тĕв турăмăр. Тавар туянсан унта хурса виçсе пăхмалла-çке. Шупашкарти тĕп пасар, хăвăрах пĕлетĕр, пит пĕчĕкех те, пысăках та мар, апла пулин те пире кирлĕ тараса - пĕрре кăна. Вăл тĕп корпусра, пыл сутнă çĕртен инçех мар вырнаçнă. Кăтарту паллисем çук, çавăнпа хатĕр ăçта ларнине икĕ çынран ыйтса пĕлтĕмĕр.

Шăпах тараса патне кинемей пычĕ. Тин кăна туяннă шампиньонне виçрĕ. «Улталаман-и? Чиперех-и?» - ыйтрăмăр унран. «3 грамм çеç, темех мар», - текелесе кăмпине сумкăна чикрĕ. Унтан хĕрарăм пырса помидор виçрĕ. «Ăнланмарăм, манран укçа икĕ килошăн илсе юлчĕç, кунта вара 1,5 килограмм çеç...» - кăмăлсăрланчĕ вăл, унтан тавар илнĕ вырăналла утрĕ. Эпир те унран юлмарăмăр, тĕп корпусран урамалла /тĕп çурт хыçне/ тухрăмăр. Сутаканпа илекен калаçăвĕнчен çакă паллă пулчĕ: помидора хак хучĕ çинче кăтартнинчен ÿстерсе сутнă-мĕн. Курттăм хакĕ - 22, ваккăн илекенсем валли - 28 тенкĕ. «Администраци тавар çине икĕ хак çырма чарнă пире», - тÿрре тухрĕ сутуçă. Ваккăн туянаканăн çакна ăçтан тавçăрас-ха? Çынна улталаниех ку, лавккара тăк куншăн административлă майпа явап тыттарĕччĕç. Пасарта вара кам мĕнле пултарать, çапла ярăнтарать-ши? Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.