Çыннисем хастар пулнăран

20 Ноя, 2013

Тăвай енре - вунă ял тăрăхĕ, 16011 çын пурăнать. Ентешсенчен ытларахăшĕ çĕр ĕçĕнче тата выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте ырă тĕслĕх кăтартать. Кăçал ял хуçалăх кооперативĕсемпе предприятийĕсем 16,7 пин тонна тырă, 3,2 пин тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кашни гектартан вăтамран - 15,6, çĕр улми 115,9 центнер тухăç панă. Кĕрхисене 2810 гектар акса хăварнă, 3910 гектар çĕртме тунă. Кĕлете 2567 тонна вăрлăх хывнă. Фермăсем хĕле хатĕр, выльăх апачĕ çителĕклĕ. Кăçалхи 9 уйăхра районта 16,2 пин тонна сĕт, 1882 тонна аш-какай туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх - 8482, сысна 555 пуç.

Пурнăç таппинчен юлмаççĕ Тăвайсем. Пур çĕрте те çĕнĕлĕх варкăшĕ сисĕнет. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе пуçарнă калаçу çакна çирĕплетет те.

- Владимир Алексеевич, паян Раççейре те, республикăра та çĕр пирки нумай калаçаççĕ. Çĕр ыйтăвне сирĕн патра мĕнле татса параççĕ?

- Пире ачаранах çĕре хисеплеме, хаклама вĕрентнĕ. Çак пуянлăхпа тухăçлă усă курасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Ăна мĕнле пурнăçа кĕртсе пынине экономика пайĕ /ертÿçи Л.Берилло/ тĕрĕслесех тăрать. Çĕр пайĕсене патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларассипе чылай ĕçлерĕмĕр. Пĕтĕмпе 10298 гектар шута илнĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 8113 гектар çĕр пайĕсене регистрацилеме хатĕрленĕ. Суд йышăнăвĕпе вĕсенчен 599 гектарне муниципалитет, 201 гектар çинчи çĕр пайĕсене ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕ пулнине çирĕплетнĕ. 253 çын хăйĕн пайне тавăрса панă, çапла тепĕр 615 гектар ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçнă.

Кăçал нумай ачаллă, çĕр пайĕ илме ирĕк пур 57 çемьене шута илнĕ. 100410 тăваткал метр чухлĕ çĕре килти хушма хуçалăха аталантарма, 5126 тăваткал метрне пурăнмалли çурт-йĕр тума уйăрнă. Ытти çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарассипе малалла ĕçлетпĕр.

- Район экономикин тĕп отраслĕ - ял хуçалăх производстви. Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансем хăйсен професси уявне мĕнле кăтартупа кĕтсе илчĕç?

- Тăвай ен çыннисем яланах маттур. Кăçал та вĕсем яваплăха туйса вăй хучĕç. Кăтартусенчен ытларахăшĕ пĕлтĕрхинчен аванрах. Кĕрхи ĕçсене вĕçлеме çумăрлă çанталăк чăрмантарчĕ пулин те - аптрамарăмăр. Ĕне-выльăхăн шучĕ кăштах чакрĕ, çапах хресчен-фермер хуçалăхĕсенче вĕсен йышĕ ÿсрĕ, иртнĕ çул 688 пуçчĕ, кăçал - 1142. Ÿсĕм ертÿçĕсем ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынинчен нумай килет. «Чутеевский» ЯХПКри В.Гуринпа В.Шерне управляющи, «Шимкусский» ЯХПК ертÿçи Ю.Алексеев, «Акконд-агрофирма» обществăн генеральнăй директорĕ В.Иванов, С.Хумышев, В.Грачев, А.Моряков фермерсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн ертÿçи В.Чайкин çулталăк пуçламăшĕнче ферма ĕçченĕсен кăтартăвĕсене кашни уйăхра пĕтĕмлетме, мала тухнисене хавхалантарма сĕнчĕ. «Тăвай районĕнчи сĕт туса илекен чи лайăх коллектив» ята Кĕршесем /А.Салканов/, «Акконд-агрофирма» /В.Иванов/, Çĕнишпуçсем /С.Хумышев/, Мучарсем /С.Муханов/, Кармалсем /В.Грачев/, Тăрмăшсем /В.Николаев/, Тенеяльсем /В.Ананьев/ тивĕçрĕç. Вĕсене тата уйрăм дояркăсене Дипломпа тата парнепе чысланă. Вырма вăхăтĕнче комбайнерсен тупăшăвне йĕркелерĕмĕр. Пин центнер çапса илмессерен вĕсене Хисеп хучĕпе наградăланă, комбайнĕ çине пучах çыпăçтарнă. Ял ĕçченĕсен професси уявне юпа уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче халăхпа пĕрле паллă турăмăр.

- Район администрацийĕн ертÿлĕхĕ сывлăх сыхлавĕпе кăсăкланни иккĕлентермест. Ку отрасльте лару-тăру епле?

- Тăвай тăрăхĕнче пурăнакансене райцентрти тĕп больница, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 7 уйрăмĕ, 15 ФАП медицина пулăшăвĕ парать. Пĕтĕм ĕçе Н.Бурдасова тĕп врач йĕркелесе тăрать. Ку тытăмра 279 çын тăрăшать, çав шутран 40-шĕ - врач, 140 медицина сестри. Пурте ырă ята тивĕçлĕ, кашниех ывăннине туймасăр пациентсене сиплет. 3173 çыннăн диспансеризаци витĕр тухмалла, 1911-шĕ тĕрĕслевре пулнă ĕнтĕ. Кăçал 1 млн та 257 пин тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ туяннă. Тăвайри тĕп больницăна тĕпрен юсанă. Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пирĕн районта 5 ФАП уçăлмалла. Пĕри, Вырăс салинчи, çынсене йышăнма тытăннă.

- Вĕренÿ тытăмĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Районта 24 вĕренÿ учрежденийĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 шкулта 1752 ача ăс пухать. 18 ялти 492 ача вĕренме шкул автобусĕпе çÿрет. Шкулсем пурте лицензиллĕ. Шкул умĕнхи çултисен 10 вĕренÿ учрежденийĕ пур, тепĕр 3 учрежденире ачасене хушма пĕлÿ параççĕ. Тата психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу кÿрекен центр ĕçлет. Пуçарулăхпа тăрăшулăх кăтартакан вĕрентекен нумай пирĕн, вĕсем тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Шкулсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсех пыратпăр. Вĕсене модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн района кăçал 4 млн та 745 пин тенкĕ куçарса пачĕç. 1,5-3 çулсенчи 77 ача шкул çулчченхи учрежденине вырнаçма черетре тăрать. Ыйтăва татса пама Тăвай ялĕнче ясли-садăн çĕнĕ çуртне çĕклесшĕн. Демографи ларăвĕ лайăхланни те савăнтарать, кăçалхи 9 уйăхра 114 ача çут тĕнчене килнĕ.

- Тăвай ен çыравçăсемпе, артистсемпе, композиторсемпе паллă. Культура вучахĕ хĕмленет пулĕ?

- Ялсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене информаципе культурăн 26 центрĕ, 18 библиотека, 2 музей тивĕçтерет. «Халăх» ята тивĕçнĕ 5 коллектив пултарулăхпа савăнтарать. Культура ĕçченĕсем тĕрлĕ конкурсра мала тухса грантсем çĕнсе илеççĕ. «Нумай профильлĕ /клуб, музей, библиотека/ учрежденисенчен чи лайăх культура çурчĕ» ята нумаях пулмасть Енĕш Нăрвашсем тивĕçрĕç.

- Ытти кăтартусене асăнаймăр-ши?

- Строительствăра та ĕç кал-кал пырать. Çул-йĕре юсама 11 млн та 579 пин тенкĕ уйăрнă, ăна тытса тăма - 6 млн та 280 пин. Кăçал пурăнмалли çурт-йĕр 4674 тăваткал метр чухлĕ хута янă. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 12 млн та 229 пин те 700 тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине район депутачĕ Юрий Ефимов ертсе пыракан Тăвайри управляющи компани тĕрĕслесе тăрать. Кивĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерпе тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн пирĕн 6 млн та 72 пин тенкĕпе усă курмалла. Палăртнине пурнăçлатпăрах.

- Çулталăк вĕçлениччен вăхăт нумай юлмарĕ. Район бюджечĕ пурнăçланать-и?

- Пĕрлехи бюджет профицитлă. Тупăш калăпăшĕ - 180 млн тенкĕне яхăн, тăкак - 163 млн тенкĕне çывăх.

- Район администрацийĕ халăхпа епле çыхăну тытнине пĕлес килет?

- «Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан нумай функциллĕ центр» автономи учрежденийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унта «Пĕр чÿрече» мелпе 37 тĕрлĕ пулăшу параççĕ. Ку çĕнĕлĕх çынсен вăхăтне перекетлеме пулăшать. Район администрацийĕн специалисчĕсем графикпа çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ. Ман патра та тăтăшах пулаççĕ. Вĕсен пур ыйтăвне те татма тăрăшнă.

- Владимир Алексеевич, калаçăва вĕçленĕ май ентешсене мĕн суннă пулăттăр?

- Тăвайсем пур çĕрте те яланах ырă тĕслĕх кăтартнă. Çыннисем пĕринчен тепри маттур. Район экономикипе социаллă сферăн аталанăвĕн тĕллевĕсене пĕрле вăй хурса пурнăçласа пырăпăр. Çак ĕçре ăнтăлу, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп.

Альбина НИКИТИНА

калаçнă.

Василий Никитин

сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.