«Тĕлĕкре халĕ те танкпа çÿретĕп»

12 Авг, 2015

Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелтен хăй вăхăтĕнче Афган вăрçине 21/!/ каччă хутшăннă. Телее, вĕсем пурте çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн таврăннă.

Вячеслав Ларев нумай ачаллă, туслă та ĕçчен çемьере çитĕннĕ. Маларах Пăлапуç Пашьелти, каярах Аслă Арапуç шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. 1982 çулта Шупашкарти 1-мĕш училищĕне электромонтажнике вĕренме кĕнĕ.

- Ача чухне радиосем, конструкцисем пуçтараттăмччĕ. Физикăна юрататтăмччĕ. Çуркунне пĕрех çара илсе каяççĕ тесе училищĕне кайрăм. Кайран малалла вĕренĕп теттĕм. Хĕсмет умĕн медкомисси тухсан: «Сывлăш десант çарне тивĕç»,- терĕç. Вара аэроклуба вĕренме ячĕç. Апрель уйăхĕнче салтака кайма ят тухрĕ. Анне маншăн хурланса йĕрет. «Мĕншĕн йĕретĕн-ха? Икĕ çул часах иртсе каять», - тетĕп. «Уншăн йĕместĕп-ха, эп ывăлăм. Сĕтсĕр икĕ çул мĕнле пурнăн-ха тесе кулянатăп», - ниепле те лăпланаймасть аннем. Эпĕ питĕ сĕт юрататтăмччĕ. Тунмастăп, халĕ те кăмăллатăп ăна. Çара кайнă чухне Афганистана лекессине пĕлнĕ. Канашра каларĕç пире. Аннене вара, паллах, систермен.

Ахальтен йĕмен çав Славăн амăшĕ. Эх, амăш чунĕ... Ытла та сисĕмлĕ, туйăмлă вĕт-ха! Ывăлĕ вăрçа лекессине тĕшмĕртнех çав вăл.

- Апрелĕн 20-мĕшĕнче илсе кайрĕç çара. Канашра çĕр каçрăмăр. Икĕ офицер килнĕччĕ салтаксене илме. Пĕри Узбекистанран, тепри - Балтика тăрăхĕнчен. Эпĕ Узбекистана каякансен йышне лекрĕм. Пуйăспа тăватă кун кайрăмăр. Казахстан территорине кĕрсен пушхир пуçланчĕ. Пуйăс чÿречинчен пăхса пыратăп та - тĕвесем курăнчĕç. Хам ĕмĕрте пĕрремĕш хут тĕве куртăм ун чухне. Ферганана çитсенех çири тума хывса илчĕç, мунчана илсе кайрĕç. Çар тумне пачĕç те - салтак пулса та тăтăмăр. Уйăх çурă иртсен пирĕн батальона пухрĕç те: «Сирĕн хушăрта трактористсем пур-и?» - тесе ыйтрĕç. Пурте шăпăрт тăратпăр, пĕр-ик ача кăна тухрĕç. «Çиччас эпĕ сире калатăп кам тракторист иккенне», - терĕ штаб начальникĕ. Списока кăларчĕ те вулама пуçларĕ. Манăн хушамата та асăнчĕ. «Трактористсем» эпир 8-ăн пултăмăр. Пире ыттисенчен уйăрса илчĕç. Тепĕр кунне 30 салтака яхăн икĕ «Урал» çине лартрĕç те чукун çул вокзалне илсе кайрĕç. Малтанах каламарĕç-ха ăçта каяссине. Пуйăс çине ларсан кăна пĕр офицер: «Сире Туркмение илсе каяççĕ. Танкпа çÿреме вĕрентĕç», - терĕ вăрттăн. Теджен хулине çитрĕмĕр. Ашхабадран 90 çухрăмра кăна вăл. Пысăках мар хула. Вокзалтан 5-6 çухрăм пушхир урлă çуран утрăмăр. Июнь уйăхĕ. Шăрăх! Утса çитрĕмĕр хайхи танкпа çÿреме хăнăхтаракан вĕренÿ центрне. Эпĕ водитель-механиксен ротине лекрĕм. Танкпа лайăх çÿреттĕмччĕ - командирсем мухтатчĕç. Ара, мĕн ачаран техникăна юратса ÿснĕ-çке! Ялта 9-мĕш класс хыççăн комбайнăр пулăшуçинче те ĕçленĕ. Пăлапуç Пашьел шкулĕнче тракторпа çÿреме аван вĕрентнĕ. Аслă Арапуç шкулĕнче вара права илнĕччĕ. Трактора лайăх пĕлни танка «алла илме» те аванах пулăшрĕ. Мана çамрăк салтаксене вĕрентме хăварасшăнччĕ. Манăн вара хамăрăннисенчен уйрăлса юлас килместчĕ. «Пирĕн ăна кунта хăварма ирĕк çук. Урăх чаçрен вĕренме янă вĕт. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хăйсен патнех каймалла. Вĕсем кĕçех пурте Афгана кайĕç», - терĕ штаб начальникĕ.

Унта манпа пĕрле хамăр район ачиех пурччĕ. «Слава, атя çар билечĕсене çухататпăр та Афганистана каймастпăр. Билетсемсĕр пире чикĕ урлă каçармаççĕ», - сĕнчĕ вăл Афганистана кайма пĕр эрне юлсассăн. «Эпĕ ун пек тумастăп. Афганистана каятăп!» - терĕм. Хăех кун пеккине ăсласа илеймен-ха вăл - ахăртнех, такам ăс панă ăна... Такки, билетне çухатнă пек туса самолета лармасăр тăрса юлчĕ вĕт вăл. Самолет вара унтан Афганистана çур çулта пĕрре кăна вĕçетчĕ. Çапла эпĕ 1983 çулта октябрĕн 27-мĕшĕнче Афганистана лекрĕм. Кабула вĕçсе çитрĕмĕр эпир. Ку тĕлте Вячеслав Николаевич самантлăха шăпланчĕ. Малаш пурнăçĕнче ăна мĕн кĕтме пултарасси çинчен шухăшласа илтĕм те - чун çÿçенсе кайрĕ манăн. Ытлашши ыйту парса та кансĕрлес килмерĕ.

- Эпĕ 103-мĕш Сывлăш десант дивизине /ВДВ/ лекрĕм. Казармăсем пулман пирĕн. 40 çын вырнаçакан пысăк палаткăсенче пурăннă. 2 «буржуйка» кăмака ларатчĕ. Вĕсене соляркăпа хутатчĕç. Ирхине вăранаттăмăрччĕ те пĕр-пĕрин çине пăхса ахăраттăмăрччĕ. Пурте - хуп-хура, хăрăм кăна! Вырăн таврашĕсем те йăлт хăрăмпа вараланнăччĕ. Октябрьтен пуçласа март уйăхĕччен палаткăрах пурăнтăмăр. Афганистана çитнĕренпе икĕ эрне иртсен çар операцине кайма хатĕрленме пуçларĕç. Пире илсе каймаççĕ-мĕн. Тин кăна килнĕ те-ха. Эпĕ ăнсăртран тенĕ пек командирсем калаçнине илтрĕм. Службăра çулталăк çурă ытла тăракан пĕр водитель-механик чирлесе ÿкнĕ-мĕн. Вырăнпах выртать. «Атя, çамрăксенчен кама та пулин илетпĕр», - сĕнчĕ рота командирĕ. «Кама илетĕн? Вĕсем танкпа йĕркеллĕ çÿреме те, пеме те пĕлмеççĕ вĕт. Вĕсене вĕрентмелле те вĕрентмелле-ха», - кăшкăрать комбат. «Манăн 1-мĕш ротăри Ларев танкпа питĕ лайăх çÿрет», - парăнмасть рота командирĕ. Мана чĕнсе илчĕç. «Атя-ха, кăтарт хăвăн ăсталăхна», - терĕ майор. Иксĕмĕр парка çул тытрăмăр. Танка кĕрсе вырнаçрăм. Йăлт тĕрĕсленĕ хыççăн кăна тапратрăм. Хам кăштах пăлханатăп. Ара, комбатпа вĕт-ха... Вăл башня çине ларнă та тĕрĕслесе пырать. Пĕр-пĕринпе шлемофонпа калаçатпăр. Пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла кайма хушать. Тусем патне илсе кайрĕ. Унта танка илсе пыма йывăр. Апла пулин те майор шăпăрт пырать. Унччен те пулмарĕ: «Молодец, сынок!» - терĕ. Каялла çаврăнма, парка кайма хушрĕ. «Ыран 211-мĕш танкпа çар операцине каятăн», - терĕ. Эпĕ пĕрре хĕпĕртесе ÿкрĕм. Тепĕр енчен, шанăçа тÿрре кăлараймасран кăштах шиклентĕм те. Çурçĕр иртни виççĕре хускалтăмăр. Пирĕн колонна 2 çухрăма яхăнччĕ. Узбекистанран килекен «бензовозсене» /пурĕ 50-60 машина/ çул уçса парса ирттерсе ямаллаччĕ. Вĕсене кашни участокрах çар машинисем «сыхласа» пыраççĕ. Кабултан 40 çухрăм иртсе кайрăмăр та Газни патĕнче чарăнтăмăр. Тупăсемпе пулеметсене кишлак еннелле пăрса лартрăмăр. Сехет ытла кĕтнĕ хыççăн тинех «Камазсем» курăнчĕç. Малтан вертолетсем майĕпен вĕçсе иртрĕç. «Бензовозсем» çитсен душмансем тытăнчĕç кишлакран пеме! Эпир те тупăран та, пулеметран та перетпĕр. Эпĕ танк çумне тăнă та автоматран шатăртаттаратăп. Танкăн люкĕ уçăччĕ. «Слава, эсĕ перетĕн-и унта? Ну-ка, хăвăртрах кĕрсе лар танка. Атту вĕлерĕç тата сана», - хушрĕ рота командирĕ. «Çук, вĕлермеççĕ, эпĕ çиччас танк айне шуса кĕретĕп», - парăнмастăп эпĕ. Танк айне кĕрсе выртрăм та çаплах кишлак еннелле перетĕп. Пăхатăп та: пульăсем çывăхах çĕре тăрăнаççĕ. «Кун пек пулмасть-ха, кунтан тармалла», - терĕм. Вара шуса тухрăм та танка тепĕр енчен кĕрсе лартăм. Вырнаçрăм кăна - умрах «бензовоз» сирпĕнчĕ! Пĕр 50 метр çÿллĕшне вĕçсе хăпарса кайрĕ. Асфальт та, çĕр те çунать, йĕри-тавра йăлт çулăм кăна. Бензин 10 тонна пулнă вĕт унăн. Ытти «Камазсем» чарăнса ларчĕç. Хăйсем те тивсе илесрен çулăм ăшне кĕме хăраççĕ. Çунакан машина çула пÿлсе лартрĕ. «Слава, «Камаза» танкпа тĕртсе ывăт», - хушрĕ взвод командирĕ. Çулăм ăшнех кĕрсе кайрăм та «бензовоза» тĕртсе ывăтса çула уçрăм. Ытти «Камазсем» вара малалла кайрĕç. - Вăл самантлăха шăпланса манăн енне интереслĕ-ши куна тенешкел пăхса илчĕ. Эпĕ те çак самантра унпа пĕрле «вăрçăрах» пулнине ăнланса илсен малалла калаçрĕ.

Вячеслав Ларева пĕрремĕш наградине - «Паттăрлăхшăн» медале - Афганистана çитсен 3 уйăх иртсен март уйăхĕнче панă.

- Джалабада çар операцине кайрăмăр. Пирĕн çар техникин колонни кишлак çывăхĕпе иртсе пыратчĕ. Унччен те пулмарĕ - ман умра пыракан саперсен машинине гранатометран персе лектерчĕç. Вăл кĕпер çинчех чарăнса ларчĕ. Ăна шăпах кĕпер çинче чарса лартас тесех пенĕ-ха ĕнтĕ. Ыттисене чăрмав пултăр тесе. «Троспа çаклатса сĕтĕрсе кăларăр», - хушу пачĕç раципе. Эпĕ танка кĕпер патне пырса лартрăм, тросне илсе çаклатмалла ĕнтĕ. Анчах танкран тухма пурте шикленеççĕ. Вара хам люка уçса сиксе тухрăм та йăпăр-япăр çаклатрăм. Пульăсем вĕçеççĕ кăна, снарядсем сирпĕнеççĕ. Нумай шухăшласа тăма вăхăт çук: шыва сикнĕ пек танк люкне чăмрăм. Урасем сывлăшра çапкаланаççĕ. «Урана лектерни темех мар, чи кирли пуçпа кĕлетке сывă юлччăр»,- терĕм. Танк ăшĕнче аран-аран çаврăнтăм та машинăна каялла туртса илсе айккинелле кайса лартрăм. Эпĕ мĕн хăтланнине командир йăлт курнă. Çапăçу хыççăн мана «Паттăрлăхшăн» медаль илме тăратни паллă пулчĕ. Çапăçусем, паллах, пĕрре кăна пулман. 1985 çулта, январь уйăхĕнче, киле килме 3 уйăх юлсан, Панджер ту хушăкне çар операцине кайрăмăр. Çапăçу иртнĕ хыççăн каялла килнĕ чухне Руфа кишлак патĕнче душмансем пеме пуçларĕç. Шатăртаттараççĕ кăна. Эпĕ танкпа малта пыратăп. Унччен те пулмарĕ манăн «хурçă утăм» чĕтренсе илчĕ - лектерчĕç. Пĕрех малаллах каятпăр-ха. Унтан тепре лектерчĕç. Танк каллех чĕтренсе илчĕ. Турра шĕкĕр, хамăр чĕрех-ха. Тăшман пĕр вĕçĕм ман танка тĕллесе перет. Виççĕмĕш хутĕнче мотора лектерчĕç. Туятăп, туртайми пулчĕ. Кун çинчен рота командирне пĕлтертĕм. «Колонна ан чарăнтăр, вырăн тупса çул айккинелле тухса лар,»- терĕ. Çав самантра танк умĕнче, пĕр метр çурă умра, çĕр сирпĕнчĕ. Люк уçăлса кайрĕ те снаряд ванчăкĕсем вĕçсе кĕрсе мана пуçран шаплаттарчĕç. Такам йывăр мăлатукпа çапнăнах туйăнса кайрĕ. Чул катăкĕсем вĕçсе кĕчĕç тесе шухăшласа илтĕм малтан. Туятăп, шлемофон айĕнчен пит тăрăх темĕскер юхать. Хама вĕрилентерсе ячĕ. Сăтăрса пăхрăм та - ай тур-тур! алă юн кăна манăн! Шлемофона хывса тытса пăхрăм та - пуç çинче чăмакка пек мăкăль. «Командир, мана амантрĕç!»- пĕлтертĕм çыхăнупа командира. «Апла сана наводчикпа улăштармалла пуль», - терĕ вăл. «Çук-çук, хамах. Аптăрамастăп пулĕ-ха, йывăрлансах çитсен пĕлтерĕп», - терĕм. Çул хĕррине пăрăнтăм кăна - ыттисем валли иртсе кайма çул туса патăм, манăн танк сÿнсе ларчĕ. Хăй çунать ĕнтĕ. Пурте тухрĕç. Тухаймастăп - вăй йăлт пĕтсе çитнĕ. Танка сÿнтерсе кăна пĕтерчĕç - ту енчен снайперсем пеме пуçларĕç. Пурте танк айне шуса кĕчĕç. Эпĕ танк ăшĕнчех-ха. «Слава, чĕрех-и эсĕ? Танк айĕнчи люка уç,» - тесе кăшкăрчĕç. Аран-аран уçрăм та ăна - вĕсем мана туртса илчĕç. Аманнисене илме вертолет вĕçсе килнине кăна астăватăп - тăна çухатнă... Каярах тăна кĕтĕм те - пĕр вертолет тулли аманнисем выртаççĕ. 20 минут кăна çапăçнă хамăр. Мана тÿрех операци сĕтелĕ çине хучĕç... Сывалса тухсан рота командирĕ «Хĕрлĕ çăлтăр» орденне илме тăратни çинчен пĕлтерчĕ. Апрель уйăхĕнче вара киле таврăнтăм. Вăт çапла, тăванăм, вăрçă тени хăрушах çав тенĕн пăхса илчĕ вăл ман еннелле.

Вячеслав Николаевичăн аслашшĕпе кукашшĕ те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, нумай медале тивĕçнĕ. «Паттăрлăхшăн» медаль - аслашшĕн те - Алексей Осиповичăн - пур. Те телее темелле ĕнтĕ, вĕсем мăнукĕ вăрçа лекнине курман - пурнăçран иртерех уйрăлнă.

Вячеслав Ларев салтакран килсен Шупашкарти приборсем тăвакан заводра электромонтажникре ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне куçăм мар мелпе вĕренме кĕнĕ. 2-мĕш курс хыççăн тĕп хулари 23-мĕш шкула военрука ĕçлеме вырнаçать. Шкулта «Десантник» клуб та йĕркелет. Кĕçех ăна Чĕмпĕрти танк училищине офицерсен кĕске курсне вĕренме яраççĕ. Виçĕ уйăх иртсен «лейтенант» званине параççĕ. Хăй вăхăтĕнче СССР ДОСААФĕн X съезчĕн делегатне те суйланă. Чăваш Енрен пынă çамрăк педагог Кремльти Пысăк керменте доклад та тунă... Хăйĕн опычĕпе паллаштарнă, çарпа патриот ĕçне саппасри салтаксене ытларах явăçтармалли çинчен каланă. «Заводра çулталăк çурă ĕçлесен туятăп, мана каялла çара туртать те туртать. Çар училищине вĕренме каясчĕ тесе çар комиссариатне кайрăм. Анчах мана унта: «Пуçран аманнине пула медкомисси тухаймастăн», - терĕç. Çарти тусĕсене манмасть, вĕсемпе социаллă сеть урлă çыхăну тытса тăрать. «Рота командирĕ Рязаньте, взвод командирĕ Балашихăра пурăнаççĕ. Виçĕмçул хăнана та килсе кайрĕç. Барнаултан та килнĕччĕ çарти туссем. Хам та вĕсем патне темиçе хутчен те кайнă. Кăçал, ав, Сывлăш десант çарĕн кунĕ умĕн кăна Пензăна çитсе килтĕм. Маларах тĕлĕкре Афганистанра çапăçнине, душмансене тăтăш кураттăм. Халĕ çапăçу саманчĕсем мар, танкпа çÿрени тĕлленет. Ялан танкпа ярăнатăп».

Роза ВЛАСОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.