Улатăр Хула кунне уявларĕ

11 Авг, 2015

Августăн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Улатăр хулине йĕркеленĕренпе 463 çул çитнине паллă тума хутшăннă.

Уява уçса Михаил Игнатьев хулара пурăнакансене ăшшăн саламланă, хаваслă кăмăл-туйăм, çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă. "Улатăр Чăваш Енĕн ăс-хакăл сăпки пулнипе палăрнă. Хулан истори пуянлăхĕ, архитектури хăйнеевĕрлĕ, унăн чиркĕвĕсемпе мăнастирĕсем илемлĕ, мăнаçлă. Улатăрсем ĕçченлĕхпе, ырă кăмăлĕпе палăрса тăраççĕ. Хула сăн-сăпачĕ кашни çулах ырă енне улшăнса пырать", - тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев хула çыннисене аса илтернĕ тăрăх - 5 çулта хулана 4 млрд тенкĕ инвестици хывнă. Патшалăх инфратытăма аталантарма, тирпей-илем кĕртме, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама, социаллă объектсене юсаса çĕнетме, халăха ĕçпе тивĕçтерме тата ытти енĕпе пулăшать.

Республика ертÿлĕхĕ шантарнă тăрăх - малашне те Улатăрта ку чухнехи объектсем тăвĕç, социаллă тата культурăпа йăла объекчĕсене юсаса çĕнетĕç, бизнес валли условисем туса парĕç. Çитес 5 çулта Улатăрти мĕнпур картише юсама, вĕсенче çĕнĕ йышши спорт оборудованийĕ вырнаçтарма палăртнă.

Улатăр хулин администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Седов Улатăрсене Хула кунĕпе саламланă май хулан социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çинчен каласа кăтартнă. Вăл палăртнă тăрăх - юлашки çулсенче предприятисене ăнăçлă модернизацилеççĕ, çĕнĕ производствăсем уçăлаççĕ. Чылай тĕп кăтарту енĕпе лайăх улшăну палăрать. Тирпейлекен производство предприятийĕсем тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ 1 млрд тенкĕлĕх ÿснĕ, 4,8 млрд тенке çитнĕ.

Республика ертÿлĕхĕ пулăшнипе Улатăр Раççейри монохуласене пулăшмалли программăна хутшăнакан иккĕмĕш хула пулса тăнă. Хулана федераци тата республика бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ енĕпе пулăшнă. Юлашки 5 çулта хулара 8 километр ытла çул тунă тата юсанă, 10 километр ытла тротуар хута янă. 2011-2014 çулсенче Улатăр хулин экономики пĕр тикĕс аталаннă. Промышленноç предприятийĕсем инвестици проекчĕсене пурнăçланă, производство хăвачĕсене модернизациленĕ, çĕнĕ технологи процесĕсене ĕçе кĕртнĕ, ку чухнехи оборудовани туяннă.

Çав кунах Михаил Игнатьев Улатăрти арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕнче пулнă, Иероним вилтăприйĕ çине чечексем хунă.

А.ВАСИЛЬЕВА.