Председательсене пухрăм та чей ĕçтертĕм - вĕсен кăмăлĕ çаврăнчĕ

7 Авг, 2015

«Хыпар» кĕрекинче - Чăваш Ен аграрийĕн тепĕр ветеранĕ, Шупашкарта пурăнакан Александр Петрович САМЫЛКИН. Вăл тивĕçлĕ канăва кайиччен утса тухнă çул тумхахлă, апла пулин те - кăсăклă.

- Хальхи ертÿçĕсенчен хăшĕ-пĕри витене 20-50 ĕне тăратать те кăкăр çапать. Эсĕ 1982-1986 çулсенче - Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Коминтерн ячĕллĕ колхоз председателĕ. Хуçалăх кĕтĕвĕ мĕн пысăкăшчĕ?

- Ĕне выльăх - 2000, вăл шутра сăвакан ĕне - 600, сысна 1000 яхăн пуçчĕ. Çулталăкра патшалăха аш - 420, сĕт 1400 тонна таран сутнă. Ĕç кунĕ вĕçленсен колхоз паркне автомашина - 50 яхăн, кустăрмаллă трактор - 26, гусеницăллине 24 лартнă. Вырмана 18 комбайн хутшăннă. Пурĕ 700-800-ĕн, çав шутра 200 ытла механизатор ĕçленĕ. Ялхуçалăх культурисем акса çитĕнтерме, выльăхран продукци туса илме производство-техника никĕсне хывнă.

- Камсем?

- Маларах хуçалăха ертсе пынă Валериан Леонтьевпа Дмитрий Волков председательсем тата 9 ял халăхĕ. Çав ĕçре манăн та кăштах тÿпе пур. Автомеханикра /малтан эпĕ Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумне пĕтернĕ/ тăрăшнă чухне механизаторсем юсав

ЛАВККАСЕНЧЕ АПАТ-ÇИМĔÇ САХАЛЧЧĔ. ХАЛĂХ ПИТĔ КĂМĂЛСĂРЧЧĔ. ГОРБАЧЕВ ТЕЛЕВИЗОРПА ПĔРМАЙ ЛАЙĂХ КАЛАÇРĔ, АНЧАХ ЫРĂ УЛШĂНУСЕМ ПУЛМАРĔÇ

мастерскойне слесарь станокĕ, ытти ĕç хатĕрĕ, тумтир çакмалли шкапсем кĕртсе лартни, саппас пайсем хумалли сентресем вырнаçтарни манăçмасть. 1960 çулсенче пирĕн пĕчĕк мастерской çеç пулнă. Унта трактор е автомашина харăсах 2-3 çеç вырнаçнă. Ыттине тулта юсанă. Çĕннинче ăшăччĕ. Механизаторсем питĕ савăнчĕç.

- Колхозра 16 çул ĕçленĕ. Ялтах мăшăрлантăн-и?

- Салтакран таврăнсан авлантăм. Чăваш ялхуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, колхозра зоотехникра тăрăшнă Ольăна качча илтĕм. Унпа 3 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратрăмăр. Атте-аннепе пĕрле çурт лартрăмăр. Каярахпа, хам председатель заместителĕнче вăй хунă чухне, колхозăн кивĕ çуртне пачĕç.

Пĕр çемьене пĕрлешиччен савнă хĕр кĕтмен те - Псков облаçĕнчен çыру илчĕ: институт пĕтерсен направленипе ĕçлеме янă совхоза вăл мĕншĕн килменнипе прокуратура кăсăкланать. Пулас арăм куляннипе йĕме тытăнчĕ. Тĕрмене хупаççĕ тесе ĕçлеме облаçе тухса кайрĕ. «Текех уйрăм пурăнса пулмасть», - терĕм. Арăм ĕçленĕ совхоза хам кайрăм, директорне Ольăпа мăшăрланнине çирĕплетекен свидетельство кăтартрăм. Прокуратурăра та пултăмăр. Эпир арăмĕпе упăшки пулнине пĕлсен ÿпкелемерĕç. Отпуск хыççăн мăшăра облаçе ямарăм.

- Колхоз председательне суйласан мĕнле чăрмавсене асăрхарăн?

- Вĕсем пайтахчĕ. Пĕрин çинче çеç чарăнса тăратăп. Партипе правительство тивĕçлĕ мерăсем йышăннă пулин те 1970-1980 çулсенче ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен нумайланчĕ. 1984 çул, декабрь уйăхĕ. Çанталăк сивĕ. Атнар ялĕнчи клуба, колхоз правленине, пурăнмалли икĕ хутлă 10 çурта пĕр котельнăйĕнче çĕркăмрăк çунтарса ăшăтнă. «Кочегарсем вырăнтах-ши?» - тесе тĕрĕслеме унта кĕтĕм: иккĕшĕ те ÿсĕр! Милици пайне ăсатма тиврĕ. Унтан çĕр каçса таврăнчĕç. Кайран вĕсен ĕçне профком ларăвĕнче сÿтсе яврĕç. Çакăн хыççăн ĕç вăхăтĕнче эрех ĕçекен сахалланчĕ.

- Эсĕ 1986-1990 çулсенче - Хĕрлĕ Чутай районĕнчи халăх депутачĕсен Совечĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ. Пысăк ĕç вырăнне мĕнле лартрĕç?

- Ăна йышăнма маларах шухăшламан та. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Ираида Стекольщикова хăйĕн патне чĕнтерчĕ те мана ĕçтăвком председательне суйласси çинчен пĕлтерчĕ. Министрсен Совечĕн Председателĕ Леонид Прокопьев çĕнĕ должноçра çитĕнÿ тума вăй-хал сунчĕ.

- Çынсене ырă ĕçпе нумай савăнтарма май килчĕ-и?

- Турта хушшине тăрсанах ăс пухма «Искра» колхоз председателĕ, Социализм Ĕçĕн Геройĕ Александр Смалайкин патне кайрăм. Маларах райкомăн пĕрремĕш секретарĕ пулнăскер хамăн ĕç пÿлĕмĕнче чей ĕçсе ларнă чухне те тăн кĕртрĕ. Вăл района ертсе пынă çулсенче колхозсен укçипе Хĕрлĕ Чутайра поликлиника тума пуçланă. Унăн ĕçе вĕçлеме тÿр килмерĕ, «Искра» колхоза ертсе пыма яла таврăнчĕ. Районти строительство организацийĕ /ертÿçи - Н.Яхатин/ тăрăшнипе объекта туса пĕтертĕмĕр. Унтах 160 койкăлăх стационар йĕркелерĕмĕр. Больница паян та чирлисене йышăнать.

- Иккĕмĕш çурт хăшĕ?

- Райцентрти клуб. Ăна çĕклес ыйтупа калаçма Леонид Прокопьев патне кĕтĕм. «Проекчĕ хатĕр пулсан - тăвăр. Тертышный патне кайăр», - терĕ. Кайрăмăр. Ун чухне вăл - территорин строительство управленийĕн пуçлăхĕ. Пирĕнпе нумай калаçмарĕ. Ыйтăва Министрсен Совечĕн Председателĕпе сÿтсе явнине пĕлтерсен çеç итлерĕ. Культура çуртне кĕске хушăра туса пачĕ. РСФСР Президенчĕ Борис Ельцин 1991 çулхи августăн 23-мĕшĕнче КПСС ĕç-хĕлне чарса лартасси çинчен указ кăларнă хыççăн кĕркунне мана, унччен пĕрремĕш секретарьте ĕçленĕ май ăна хăпартассине тÿрремĕнех йĕркеленĕскере, уçма чĕнмерĕç. Виççĕмĕш пысăк объект - автовокзал.

- Ĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ çулсенче ертÿçĕсемпе хире-хирĕç ларса чуна уçса калаçман-и?

- Пайтах сăмахлама тивнĕ. Пĕр çул обком патшалăха тырă планран ирттерсе сутма хушрĕ. Ертÿçĕсем - хирĕç. Мĕншĕн тесен выльăх валли тырпул нумай кирлĕччĕ. Мĕн тумалла? Председательсене пухрăм та чей ĕçтертĕм - вĕсен кăмăлĕ çаврăнчĕ. Вара планран ирттерсе тырă леçесси çинчен сăмах пуçартăм. «Чей ĕçрĕм, чуна уçса калаçрăм - мĕншĕн тырă парас мар?» - терĕ «Путь Ильича» колхоз председателĕ Петр Васюков. Ун хыççăн «Присурский», «Искра» хуçалăхсен ертÿçисем те, ыттисем те ытларах сутма килĕшрĕç. Тепĕр кунне манăн заместитель Валерий Орлов хуçалăхсенчен тырă тиенĕ машинăсене ăсатрĕ, хам Çĕмĕрле элеваторĕнче кĕтсе илтĕм. Çурçĕр иртсе 2 сехетре унта юлашки машина çитрĕ. Таврара тĕтре йăсăрланать, йĕп чиксен те куç курмасть. Автомашина водителĕ хирĕç килекен транспортпа «сĕкĕшесрен» шикленсе Чутая çитичченех машинине уттарса, Валерий Гурьевич ăна ертсе суккăр çын пек пычĕç. Çапла киле çитрĕмĕр.

- Коминтерн ячĕллĕ колхоза ертсе пыма кама суйларĕç?

- Хăй вăхăтĕнче ĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ Юрий Николаева. Пуху протоколне те çырнă. Те вăл эрменсен ĕçĕпе çыхăннă тесе, те ытти сăлтава пула хăшĕ-пĕри ăна председателе суйлаттарасшăн пулман - партин Тĕп Комитетне пухăва саккуна пăсса ирттернĕ тесе çăхав çырса янă. Обкомран килсе тĕрĕслерĕç, йăнăш тупмарĕç.

- Мĕнле ĕç çинчен сăмах пырать?

- Николаев ĕçтăвком председателĕнче тăрăшнă çулсенче Арменирен килнĕ çынсене тытса çул тутарнă тесе районта шăв-шав çĕклерĕç. Халăх контролĕ ăна тата «Искра», «Марксист», «Маяк», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсен ертÿçисене Александр Смалайкина, Иван Никифорова, Геннадий Ухлинова, Николай Самсонова хысна укçипе тĕрĕс мар усă курнă тесе айăплама хăтланчĕ. Çав ĕçе судах çитерчĕç. Вĕсем хысна тата колхозсен укçипе тĕрĕсех усă курни палăрчĕ.

- Эсĕ 1990 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа партин Хĕрлĕ Чутай райкомне ертсе пынă. Çав тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?

- Мана пĕрремĕш секретаре райком пленумĕнче альтернативлă йĕркепе суйларĕç. Районти лавккасенче апат-çимĕç сахалччĕ. Эрехпе /ăна Чутайри пĕр лавккара çеç туянайнă/ пирус талонпа сутнă – маларах ытлă-çитлĕ пурăннă халăх кăмăлсăрччĕ. Горбачев телевизорпа пĕрмай лайăх калаçрĕ, анчах ырă улшăнусем пулмарĕç.

- Райкомра юлашки кун ĕçленине астăватăн-и?

- Раççей Президенчĕ Борис Ельцин 1991 çулхи августăн 23-мĕшĕнче КПСС ĕç-хĕлне чарса лартасси çинчен указ кăларнă хыççăн аппаратра ĕçлекенсемпе обкомран таврăнтăмăр та яланхи пекех автомашинăпа райком картишне кĕме тăтăмăр. Милици пайĕн пуçлăхĕпе ĕçтăвком председателĕн заместителĕсем çула пÿлчĕç, тимĕр хапха тата райком çурчĕн алăкĕсене питĕрсе пичет çапрĕç.

- 1996 çулта, Раççей Президенчĕн иккĕмĕш суйлавĕ иртнĕ хыççăн, хăшпĕр министра, район-хулари темиçе пуçлăха «Ельцин майлă сасăлаттарассине йĕркелеменшĕн» ĕçрен кăларчĕç. Çав списока эсĕ те лекнĕ-и?

- «Почтальонкăсем суйлавçăсене Зюганов майлă сасăлама хистенĕ», - тесе мана Раççей Почтин республикăри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕнчен хамăн ирĕкпе кайма ыйтрĕç - заявлени çырмарăм. Çапах ĕçрен кăларчĕç. Управлени пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшмерĕм, суда тавăç тăратрăм. Тÿре ĕçе вырнаçтарчĕ. Апла пулин те уйăхран хамăн ирĕкпе управленирен кайрăм.

- 1998-2002 çулсенче ЧР Патшалăх Канашĕн аграри политикипе экологи комитечĕн председателĕн заместителĕ, 2002-2006 çулсенче çав комитет председателĕ пултăн. Хăвăн умна лартнă тĕллевсене еплерех пурнăçланă?

- Ун чухне аграри комитетĕнче республикăри паллă ертÿçĕсем Платон Давыдов /Муркаш/, Валерий Долгов /Канаш/, Анатолий Петров /Йĕпреç/, Яков Григорьев /Красноармейски/, Николай Малов /Етĕрне/, Александр Бородавин /Кÿкеç/, Николай Михайлов /Патăрьел/, Алексей Ершов /Комсомольски/, Юрий Гаврилов /Çĕрпÿ/, Николай Иванов /Тăвай/ - пурĕ 20 ытла депутат тăнă. Вĕсем пуçарнипе пĕр çул сесси минерал удобренийĕ, паха вăрлăх, ăратлă выльăх туянмашкăн бюджет çинчен калакан саккунра укçа хушма йышăнчĕ. Тепрехинче ăна агролизинг меслетне ĕçе кĕртме уйăрттартăмăр. Хуçалăхсем унпа çĕнĕ техника нумай туянчĕç. Республикăн Апат-çимĕç фондне никĕслес ыйтăва татса патăмăр.

- Бюджет саккунĕнче АПК валли укçа ытларах пăхса хăварассине республика ертÿлĕхĕпе сÿтсе явнă-и?

- Пĕррехинче Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Сергей Гапликовпа хирĕçсех кайрăмăр. «Ял ĕçченĕсене техника, удобрени, вăрлăх, ыттине туянма хыснаран укçа ытларах уйăрмашкăн пăхса хăвармалла», - тетĕп. Çак сĕнÿпе килĕшмест. Аграрисене кĕмĕл мĕншĕн нумайрах куçарса памаллине ĕненмелле çирĕплетмен тет. Ялхуçалăх предприятийĕсен производство-техника никĕсĕ начарланни çинчен каларăм. Гапликов лару хыççăн ман пата пырса агропромышленноçри «лару-тăрăва никĕслесе çирĕплетмен» сăмахсемшĕн каçару ыйтрĕ.

Ялхуçалăх валли хыснаран укçа нумайрах куçарасси пирки Правительство ертÿçипе Наталия Партасовăпа тĕл пулнă хыççăн ыйтăва татса панине астăватăп. Комитетăн пĕр ларăвне финанс министрĕ Николай Смирнов хăйĕн заместительне янă. Патшалăх Канашĕ комитетсен ларăвне министрсене кăна хутшăнма ыйтатчĕ. «Ларăва заместителĕн мар, министрăн хутшăнмалла. Килтĕр Смирнов», - терĕм. Вунă минутран алăкран вăрт! кĕрсе сĕтел хушшине ларчĕ...

Аграрисен ушкăнĕ АПКна укçа нумайрах уйăрас ыйтăва тепрехинче сессире çĕклерĕ. Анчах ял аталанăвĕ çинчен питех шухăшламан депутатсем пире итлемерĕç. Ушкăн «тайм-аут» илсе коридора тухрĕ. Саккуна çирĕплетичченех хамăр сăмах çинче тăма килĕшрĕмĕр. Çакăн хыççăн çеç сесси агропрома нухрат ытларах уйăрма йышăнчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.