"Корресбандитран" - корреспондента çити
Пирĕн ачалăх, хальхипе танлаштарсан, юмахлăрах иртнĕ евĕр туйăнать. Шыв вăйлă юхса иртнĕ хыççăн çÿп-çап, турпас, çĕтĕк-çатăк таврашĕ тăрса юлнă пек Аслă вăрçăн куçа курăнман хумĕ чăваш ялĕсен сăнне нĕрсĕрлентерсе хăварчĕ.
Çĕр ытларах киллĕ ялăмран вăрçа çĕре яхăн ар тухса кайнă, вĕсенчен çуррине яхăн çеç таврăнчĕç. Таврăннисенчен хăшĕсем - ĕçлеймеççĕ, теприсем - ĕçлекелесен те кал-кал тăваймаççĕ. Электроçутă, радио, телевизор... Ку сăмахсене эпир илтмен те темелле. Çапах эпир, шаймăк ачасем, лара-тăра пĕлмен. Темле вăйă та вылянă. Унсăр пуçне çеремлĕ çĕрте сурăхсене кĕтнĕ, анкартине тĕрлĕ кайăк-кĕшĕкрен сыхланă: акса хăварнă кантăр, хĕвелçаврăнăш пуссисене чăхсем пырса ан чавалаччăр, кĕр еннелле вĕсен пуçĕсене çерçисем ан тапăнччăр. Шкула çÿреме пуçласа саспаллисем палланă-палламанах... сăвăсем те çыркаланă. Ÿсерехпе хаçат-журнала тĕрлĕ хыпарпа "савăнтарма" тытăннă. Ял çыннисенчен хăшпĕри, вырăсла пĕлсех кайманскерсем, пире, çыракан шереметсене, "корресбандитсем" тетчĕç. Эпĕ хам пирки те малтан çаплах шутланă: "Корресбандит", - тенĕ. Пĕр ăслă çын ăнлантарчĕ каярахпа: "Корресбандит" мар, "корреспондент" темелле", - терĕ вăл. Çаплах ÿссе çитĕннĕ те салтака кайнă, унтан та çаплах таврăннă. 1963 çул хыççăн, çартан таврăнсан, пурнăçăн кукăр-макăр сукмакĕпе Пушкăртстана çитрĕм, токарьте тата слесарьте тăрмашнă хыççăн район хаçачĕн ĕçне кÿлĕнтĕм.
Шупашкар мана яланах хăй еннелле хытă туртатчĕ. Ахальтен çакăн пек йĕркесем çырман ĕнтĕ эпĕ:
"Шупашкарăм, Шупашкар,
Чăвашсен тĕп килĕ!
Чĕреме ма илтĕн? Пар!
Унсăр чунăм вилĕ..."
Ун чухнехи "Коммунизм ялавĕ" хаçатпа та тачă çыхăну тытнă. Вăл вăхăтра редакцире ĕçленĕ манăн ентешĕм, Иван Михайлов, эпĕ çырнă корреспонденцисемпе статьясене темшĕн ятарласах тимлĕн тишкеретчĕ, хама чĕнсе илсе вĕсене хăй мĕнле хаклани пирки кала-кала паратчĕ. Вăл вĕрентнисене итлеме тăрăшни усса кайрĕ пулас. 1970 çулхи çурхи кунсенчен пĕринче эпĕ хаçатăн тĕп редакторĕнчен М.Якимовран çыру илтĕм. "Эсĕ çырнисене яланах килĕштерсе, кăмăлласа вулатăп", - тенĕ вăл хăйĕн çырăвĕнче. - Ĕçе пирĕн пата яланлăхах куçса килеймĕн-и?" Унăн çырăвĕ мана ток çапнă чухнехи евĕрлех сăрăлтаттарса ячĕ. Мĕншĕн? Шупашкаршăн эпĕ тахçанах шутсăрах тĕмсĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Питĕ-питĕ каяс килет, анчах... пĕлĕвĕм - сакăр класли çеç. Çак сăлтава пулах эпĕ "Коммунизм ялавĕн" штатра тăракан корреспондентне çитеймерĕм.
Эпир çамрăк чух "Коммунизм ялавĕ" хаçатра, çавăн пекех ытти кăларăмсен редакцийĕсенче. тăван чĕлхен тасалăхне упракансем сахал марччĕ: Иван Михайлов, Трофим Иванов-Таçук, Нил Амурцев, Юрий Скворцов, Ваçлей Игнатьев тата ыттисем те. Эпĕ хам ытларах чухне кĕске калавсемпе сăвăсем çыраттăмччĕ. Çавăншăн ăшра хама-хам тиркеттĕмччĕ: "Вулакансене кирлех-ши вĕсем, çав шăкăр-макăрсем?" - текелеттĕм. Çакна пĕлсен Юрий Скворцов мана: "Хăвăн кĕске жанрна ан пăрах, - терĕ пĕррехинче. - Вăрăм çыракансем халĕ ахалех нумай. Литература кункринче сăмах шывне юхтараççĕ-юхтараççĕ те "роман" тесе пăнчă лартаççĕ. Сăмах лаççинчен туптанса тухнă япаласене вăрăммисемпе кĕскисем çине пайлама çук. Кĕски те чăн-чăн шедевр пулма пултарать, вăрăмми те - халтура. "Ав, Чеховăн романсем çук, пурпĕрех - тĕнче классикĕ".
Паллах, ун чухнехи "Коммунизм ялавне", хальхи куçпа пăхсан, хурлакалама та пулать пуль, анчах... хурлаймастăн. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вăл самана хаçачĕ, самана рупорĕ пулнă. Тÿрех каламалла: чун мĕн ыйтнине, чунра мĕн пуррине пĕтĕмпех çырайман эпир. Çыркалама пăхнисенчен хăшĕсем таçта хăямата янипе çухалнă, теприсем таврăнкаланă, вĕсем "пирĕн пек ан çырăр" тесе чĕнекен икĕ ураллă лозунгсем вырăнне çеç тăрса юлнă. Эпĕ пичетре тем пăрнăççи туса пурăнăç йÿççине тутанма тытăнасран аттем те питĕ хăратчĕ.
Ача чух пирĕн пата темлерен темле Харитон Лисин пырса тухнăччĕ. Аттемпе вăл сĕтел хушшинче мĕн-мĕн пупленине халь астумастăп, анчах Лисин аттеме хыттăн: "Эс, лаптошник, кунашкал ыйтусем пама ăçтан пĕлетĕн?" - тесе ыйтнине хальхи пек астăватăп.
Пушкăртстанра чăваш хаçатĕнче ĕçленĕрен "Коммунизм ялавĕ" маншăн чи хапăл тăвакан хаçатчĕ. Ман, хам куçаруçă пулнă май, хаçатри хăшпĕр материала касса илсе усă курма май пурччĕ. Вăл - маншăн, куçаруçăшăн, пултарулăхăма тĕрĕслемелли кăларăмччĕ. Пĕртен-пĕр кăларăм.
1970 çулсем умĕн пĕринче партипе правительство йышăннă "Примерный устав колхозов" ятлă постановление пĕчченех куçармалла пулса тухрĕ манăн. "Коммунизм ялавĕ" килессе кĕткелерĕм-ха - кĕтсе илеймерĕм. Куçарса пĕтерсе хаçатăмăра кăлартăмăр çеç - "Коммунизм ялавĕ" вĕçсе те çитрĕ. Пуçларĕç тивĕçлĕ çынсем ман куçарăва "Коммунизм ялавĕнче" тухнипе танлаштарма. Тĕпчесен-тĕпчесен: "Ма-ла-дес!" - терĕ тĕрĕслекенсенчен пĕри.
"Маладес" ята илме ĕлкĕрнĕччĕ çеç - Шупашкар чĕннипе кунта куçса килмелле пулчĕ, вара эпĕ "Коммунизм ялавĕ" хаçатра унăн штатра тăракан корреспонденчĕ пекех çырма пуçларăм. Халĕ те "Хыпарпа" кăмăлласах çыхăну тытатăп.
Виталий ЕНĔШ,
Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ,
Пушкăртстан культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
Комментировать