Тырра вырса кушăхтармаççĕ. Мĕншĕн?

6 Авг, 2015

Ял хуçалăхĕнче çак уйăхра ĕç нумай. Пурне те пĕр вăхăтра туса ĕлкĕрмелле. Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ. Çакна асра тытса выльăх валли апат ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле, çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕрхисене акса хăвармалла. Вырма пĕр самантлăха та канăç памасть. Пĕтĕм вăя илет. Кĕрхисене пухса кĕртетĕн çеç - çурхисене вырса тĕшĕлеме тытăнатăн.

Канаш районĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 15431 га йышăнаççĕ, çав шутра кĕрхисем - 3414 га.

- Вырмана 44 комбайн хутшăнать. Августăн 3-мĕшĕ тĕлне 2093 гектар çинчен /61%/ вырса çапнă. Вăтам тухăç 21,2 центнерпа танлашать. Чи пысăк кăтарту «АСК-Канаш» ОООн - 27,6 центнер. Ултă ялхуçалăх организацийĕ тата пилĕк хресчен-фермер хуçалăхĕ кĕрхисене вырса пĕтернĕ, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн тĕп специалисчĕ Валерий Долгов. - Хир карапĕсенчен 18-шĕ улăма вĕтетсе уйра хăварать. Сухаланă чухне вăл тăпра айне пулать.

Агроном вырмана чи малтан «АСК-Канаш», «Канмаш» агрофирма» ОООсем тухнине, кĕрхисене темиçе кун хушшинчех вырса пĕтернине, çак хуçалăхсем çуракинче пысăк хастарлăх кăтартнине палăртрĕ. «Ямашевская» агрофирма» тата «Пинер» ОООсем вырмана вăхăтра тухайман.

Районти нумай хуçалăхра жатка та, подборщик та çук. Çавăнпа тырра вырса пăрахса çилпе кушăхтарма май килмест. Чылай çул каялла хресченсем çак меслетпе анлă усă курнă. Халĕ тырра тÿрех вырса тĕшĕлеççĕ. Хуçалăх ертÿçисем вăл чĕрĕрех пулнăран элеваторсем туянмасран шикленеççĕ. Унăн нÿрĕклĕхĕ 20 процентран ытларах пулсан йышăнмаççĕ. Çавăнпа вырăнта типĕтме тивет. Хăшпĕр хуçалăхăн нÿрĕклĕх кирлĕ кăтартăва тивĕçтермест. Вырăнтах типĕтесшĕн, анчах районĕпе 4 сушилка çеç. Пурĕ 22 предприяти тата 40 ытла хресчен-фермер хуçалăхĕ тырă туса илет. Тăватă сушилка хăшĕн кăмăлне тивĕçтертĕр?

Тунтикун район администрацийĕнче анлă канашлу иртнĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри - вырма. Унпа АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Никоноров паллаштарнă.

Канашлу вĕçленсен АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай ертÿçипе Анатолий Егоровпа тата тĕп специалистпа Валерий Долговпа вырма ĕçĕсемпе паллашас тĕллевпе «Хучель» ОООра тата Иван Лукияновпа Иван Протасов хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пултăмăр.

«Хучельте» 150 гектар çинчен - кĕрхи тулă, 550 гектар лаптăкран çурхи культурăсене пухса кĕртмелле. Çак тивĕçе Николай Григорьев комбайнерпа унăн пулăшуçи Сергей Алексеев Палессе хир карапĕпе иккĕшех пурнăçлаççĕ.

- «Московский-39» сортлă кĕрхи тулла çак кунсенчех вырса пĕтеретпĕр. Пĕр уйĕнче вăл кашни гектартан - 25 центнер, тепринче сахалрах тухăç пачĕ, - терĕ Владимир Александров ертÿçĕ. - Сăлтавĕ - кĕр калчи çине люцерна акнинче. Икĕ культура харăс çитĕнчĕç.

- Ан кулян, - лăплантарчĕ ăна Валерий Долгов. - Санăн тухăç вăтамран нихăш çул та 25 центнертан кая пулман. «Маргарита» сортлă çурхи тулă аван çитĕннĕ. Тухăçĕ 30 центнертан кая пулас çук. Сĕлĕпе урпа та пур. Люцерна вара çитес çул выльăхшăн паха апат пуласса шанас килет.

- Тăрăллă йĕтем çине Петр Дмитриев водитель тырă турттарсах тăрать. Шанчăклă пулăшакансем - 17-18 çулти Михаил Алексеев, Карина Васильева, Кирилл Васильев тата виçĕ Анастасия - Данилова, Чикчаева, Кириллова. Вĕсем сортировка патĕнче куллен вăй хураççĕ, - терĕ йĕтем тата склад заведующийĕ Галина Алексеева.

Жаткăпа подборщик çукран кĕрхи тулла вырса кушăхтараймаççĕ. Чĕрĕскерне сарса пăрахма тивет. Сушилка пулсан тем пекехчĕ те.

Иван Лукиянов хресчен-фермер хуçалăхĕнче пирĕнпе унăн мăшăрĕ Нина Лаврентьевна калаçрĕ. Вĕсемпе пĕрле кĕрÿшĕ Иван Протасов ĕçлет. Икĕ Иван темиçе çул хушшинче çĕр лаптăкне 1000 гектара çитернĕ, тĕрлĕ техника туяннă. Хăйсен вăйĕпех. Пĕлтĕр кредитпа тырра 7,5 метр сарлакăш илекен Палессе комбайнлă пулнă. Фермерсем наука вĕрентнĕ пек ĕçлеççĕ. Иван Владимирович пĕлтĕр хуньăшĕпе хăйĕн хуçалăхĕнче çеç тырă 2 пин тонна ытла тĕшĕлесе районти комбайнерсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Ытти хуçалăха пулăшнипе пĕрле шутласан 4 пин тоннăран та иртет», - йăл кулать Иван Протасов. Пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе вăл куçăнсăр майпа 2012 çулта Чăваш патшалăх ялхуçалăх академине пĕтернĕ. Ĕçченскер талăкра 14 сехетрен кая мар тырă вырать. Кĕрхи тулла пĕр кунта 147 тонна çапса тĕшĕленĕ.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем