Марина Ишмуратова: «Çынсем пĕр-пĕрне хисеплесен, юратсан - телей çиппи нихăçан та татăлмасть»
«Самант» хăни - Марина Ишмуратова. Вăл Елчĕк районĕнчи Елчĕкре çуралса ÿснĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ «Сбербанк России» тытăмĕнче ĕçлет.
- Республика шайĕнчи вăрттăнлăха уçар: «Самант» тусĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ банкра ĕçлес тесе ĕмĕтленет. Раççей перекет банкĕн чиперкки вĕсемшĕн - тÿперен аннă пирĕшти вырăннех. Мĕнле çул илсе каять финанс тĕнчине? Аслă шкулти практикăран тытăнать-и вăл?
- Экономика факультетĕнче вĕреннĕ чухне Перекет банкĕнче практикăра пулма тÿр килмерĕ - Чăваш Енĕн экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствинче тăрăшрăм. Тăваттăмĕш курс хыççăн общежитире пĕрле пурăнакан хĕр тусăм Сбербанка кайса пăхма сĕнчĕ. Кайрăм калаçăва, тĕлпулу чиперех иртрĕ. Ман пирки мĕнле йышăну пуласса кайран пĕлтеретпĕр терĕç. Вара каникула яла вĕçтертĕм. Эрнерен Сбербанкран шăнкăравларĕç - ыран ирпе 9 сехет валли офиса пымалла тесе хыпарларĕç. Пит каясах та килместчĕ - каникул та-ха. Ирпе 6 сехетри автобуспа Шупашкара илтертĕм. 2012 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнчен эпĕ Раççей перекет банкĕн тытăмĕнче.
- Студент чухнех банкра ĕçлеме пуçланă апла. «Самант» тусĕсем ăнланчĕç пуль ĕнтĕ: тăрăшса вĕренсен темле ĕмĕт те пурнăçа кĕрет. Аслă шкул вăл - асам тĕнчи. Студент пурнăçĕ юмахри пек пырать. Асамлăхăн чи хĕрÿ тапхăрне аса илмеллех пуль.
- Чи асамлă та хĕрÿ вăхăт маншăн 5-мĕш курс пулчĕ. Пурнăç сиксе вĕресе тăчĕ. Университетра вĕреннĕ, Сбербанкра ĕçленĕ, каçпа вара педагогика университетне çÿренĕ - иккĕмĕш аслă пĕлÿ илнĕ: ют чĕлхесен факультетĕнче акăлчан чĕлхине ăса хывнă. Аса илетĕп те çак тапхăра - хамран тĕлĕнетĕп: пурне те ĕлкĕрнĕ, епле вăхăт çитернĕ? 2013 çулта университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм. Ятарлă ушкăнта - «100 лучших выпускников ЧГУ» текеннисен йышĕнче пултăм.
- Раççей перекет банкĕн пирĕштийĕ пĕчĕк чухне кам пулас тесе ĕмĕтленнĕ?
- Шкула кайичченхи тапхăра илес пулсан - врач пулас тесе ĕмĕтленнĕ пек астăватăп. Парта хушшине ларсан шухăш улшăнчĕ: тĕнчери чи лайăх ĕç - учитель. Ачасене вĕрентнинчен кирли, ырри, хисепли мĕн пултăр? Кайран, кĕнеке тĕнчине путсан, ĕмĕре библиотекăра ирттерни чĕрĕ юмах пекех туйăнатчĕ. Вырăсла каларăш пур вĕт-ха: сеять разумное, доброе, вечное. Библиотекарь профессийĕн романтики чуна парăнтарнăччĕ. 10-11 классенче шухăшсем Çĕр çине таврăнчĕç: экономист пулмалла тесе шут тытрăм. Запас вариант та пурччĕ: юриспруденци.
- Цифрăсен ăрăм чĕлхине пĕлекен пикене çут тĕнчере тата мĕн интереслентерет?
- Мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă. Чупасси, конькипе ярăнасси, волейбол уйрăмах килĕшетчĕç. Шкулта вĕреннĕ чухне район шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă. Малти вырăнсене çеç тухнă теместĕп, 3-мĕш вырăнсене ытларах тивĕçеттĕм. Пурнăçра хастар пулмалла, пур çĕре те ĕлкĕрмелле, утнă çĕртех çывăрса çÿремелле мар. Университетра эстафетăсенче, «Наци кросĕ», «Раççей лыжни» акцисенче хаваспах ăмăртнă. «Ульяновец» хаçат кубокĕшĕн ирттерекен эстафетăра пирĕн ушкăн малтан 1-мĕш, тепĕр çул 2-мĕш вырăна тивĕçнĕччĕ. Юлашки тапхăрта сăрт-ту йĕлтĕрĕ илĕртет. Ярăнма Хусанах çÿретпĕр.
Кăçал мартăн 8-мĕшĕнче ĕçри арçынсем тĕлĕнмелле уяв йĕркелерĕç. «Вăрттăн» пакетсенче кăтартнă маршрутпа Шупашкар тăрăх çÿрерĕмĕр. Кайран вара парне шыраса ятарлă сăрт тăрне хăпартăмăр. Питĕ килĕшрĕ. Сăрт-ту çине хăпарассси те илĕртет.
Пурнăçра яланах аннерен тĕслĕх илнĕ, илетĕп те эпĕ. Питĕ хастар, нихăçан та, нимĕнрен те ÿркенмен çын вăл. Спортра та маттур - йĕлтĕрпе те, конькипе те халĕ те чупать.
Пушă вăхăтра хам та стадиона тухатăп. Перекет банкĕн хăйĕн спорткомплексĕ те пур, унта тÿлевсĕрех çÿретпĕр. Ытларах бассейнра ишетпĕр.
- Чипер пике сăмахне каччăсем уйрăмах тимлеççĕ пуль тетĕп. Пулас евчĕсем валли хатĕрлев курсне ирттерер - Маринăн чун улшăнăвне тишкерер. Шкула кайиччен саншăн кам тĕслĕх пулнă, шкул çулĕсенче мĕнле герой килĕшнĕ, халĕ вара кам идеал вырăнне?
- Питĕ пĕчĕк чухне кам кăмăла кайнине пĕлместĕп. Кам та пулин пулнă-ши? Астумастăп. 1-8 классенче тĕнчере чи хитре те чун кĕвĕллĕ мăшăр пурччĕ вара - Ассольпе Грей! Александр Грин çырса кăтартнă юрату романтики кашни çамрăка тыткăнлать пуль. Çуллахи каникулта эпĕ Шомикри «Кĕрен парăс» кану лагерьне каяттăм. Ытти хĕрачасемпе пĕрле лагерьте:
Алые паруса - Ассоль!
Алые паруса - Грей!
Алые паруса: Ассоль плюс Грей - равняется любви! - тесе ялан кăшкăрса çÿреттĕмĕр.
- Ăнланмалла: Маринăн чĕрине ирĕлтерме кĕрен парăслă карап капитанĕ кирлĕ!
- Вăхăт шунă май улшăнатпăр. Ăслăланатпăр. Атăл хĕрне тухса: «Ăçта-ши кĕрен парăслă карап?» - тесе Шупашкар тинĕсне бинокльпа сăнамастпăр.
- Чи çывăх юлташусемпе паллаштармастăн-и? Кăмăл пулсан паллах.
- Манăн чи çывăх юлташ - анне. Эпир унпа пĕр сăнлах. Хăш чух пире аппăшĕпе йăмăкĕ вырăнне те йышăнаççĕ. Вăл пур çĕрте те пултарулли пирки каларăм ĕнтĕ. Тепĕр çывăх тус - Ирина. Халĕ вăл Синицина, качча тухичченхи хушамачĕ - Щипцова. 1-мĕш курсра паллашнăччĕ унпа. Вăл Елчĕк çумĕнчи ялтан. Аслăрах курсра вĕренетчĕ. Хулара урăх пурнăç вĕт. Çак пурнăçа кĕме вăл пулăшрĕ, манăн аппа вырăнĕнчех пулчĕ. Нумай вĕреннĕ унран. Пĕтĕмĕшле илсен - эпир тăватă хĕр тус: Ирина, Оля, Милана тата эпĕ. Университетранпах юлташлă. Пушă вăхăтра, уявсенче халĕ те пĕрле.
- Чăваш каччисене чăн-чăн мачо пулма мĕн çитмест? Хăш тăрăхри йĕкĕтсем чăваш пикине ытларах кăмăла каяççĕ?
- Нумайăшĕ пирус туртать, эрех ĕçет. Сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пыракансем сахалтарах. Юлхавланчĕç каччăсем, ÿркенеççĕ, çăмăл çулпа каясшăн. Мачо пулас тесе тăрăшмаççĕ.
Ялтан хулана пырсан уйрăмах асăрханмалла. Начар çынсем хыççăн каймалла мар. Ял ачисене культура шайĕ, хăйсене йĕркеллĕ тытни кăштах çитеймест. Çакна ăнланакансем çитменлĕхсемпе ĕçлеççĕ, кĕске вăхăтрах пач урăх çынсем пулса тăраççĕ. Чухламалла ĕнтĕ, хула ачисен йышĕнче те культурăпа воспитани тĕлĕшĕнчен чул ĕмĕрĕнче юлнисем çителĕклех. Ял ачисем пирки чун ытларах пăшăрханать те вĕсене пуринчен те лайăххисен шутĕнче курас килет.
Эпĕ каччăсене районсемпе уйăрмастăп. Çынни лайăх пултăр. Лайăххи-начарри хăш районта çуралнинчен килмест.
- Шупашкар хăнисемпе калаçса курнă ĕнтĕ. Мĕн килĕшет тата мĕн килĕшмест пирĕн шурă хулара аякран килнĕ çынсене?
- Чăвашсем пирки калаçмастпăр та. Пирĕншĕн Шупашкар таса та сăваплă хула. Чăваш тĕнчин кăвапи. Ытти хуларан килнĕ çынсем пирĕн Шупашкар хăтлă та компактлă вырнаçнине калаççĕ.
Пĕр çĕртен тепĕр çĕре çитме çăмăл. Хула Атăл çыранĕпе вăрăммăн тăсăлмасть. Урамсем тирпейлĕ те таса пулнине те асăрхаççĕ. Чăваш культурипе кăсăкланакансем те чылай. Вĕсем ятарласа театра кайса чăваш спектаклĕсене кураççĕ. Хула халăхĕ кăмăлĕпе тарават иккенне те палăртаççĕ, хăшĕсем ăмсанаççĕ те. Пулăшу ыйтсан шĕкĕр хула халăхĕ яланах пулăшать.
Шупашкарăн чи ырă та кăсăклă енне те палăртаççĕ хăнасем. Пирĕн хула çын чунне тыткăнлать иккен, тÿрех хăнăхатăн ăна. Хăш вăхăтра палланă пек пулса тăрать вăл, кунта темиçе те пулнă туйăм çуралать. Шупашкарта хăтлă - аякран килнисем хăйсене ют планета çине лекнĕ пек туймаççĕ.
- Çутă ĕмĕт пур-и?
- Темиçе те. Автошкула кайса вĕренмелле, права илмелле. Вара автомобиль пирки шухăшлама тытăнмалла. Çемье çавăрма та вăхăт çитсе пырать. Качча кайсан илĕртÿллĕ те хитре шухăш сиксе тухать: икĕ ача çуратмалла, пĕри арçын ача, тепри хĕрача пултăр.
Эпĕ çул çÿреме юрататăп. Индире, Таиландра, Египетра пулса куртăм. Турцие хальлĕхе çитеймен-ха. Парижа, Рима, Венăна, Европăри пĕлтерĕшлĕ хуласене кайса курас ĕмĕт пур. Аслă тĕнчепе паллашма май пулсан - унпа усă курмаллах.
- Эсĕ концерта кайнă та сана сцена çинче юрă юрлама телейлĕ шăпа тухнă. Мĕнле юрă суйласа илнĕ пулăттăн?
- Манран чаплă юрăçах пулмасть пуль. Юлташ хĕрсемпе караоке-бара кĕркелесе тухатпăр. Юрлатпăр ĕнтĕ. Кĕвĕ-çемĕ енчен пиртен чи пултарулли Милана. Темĕнле юрра та шăрантарса параять. Енчен те сцена çине тухса юрлама тивсен «Пилеш çинче пилеш кайăксем» юрра суйласа илĕттĕм.
- Санăн тăрук уçăлса кайнă юрă-çемĕ таланчĕпе, кĕмĕл шăнкăрав сассупа тыткăнланнă халăх вăрăсла юрлама ыйтсан?
- «Руки вверх» ушкăнăн «А он тебя целует» юрри маншăн аптрамасть пек. Григорий Лепсăн пултарулăхне те аса илме пулать.
- Тăван халăх чун-чĕри, кăмăл-сипечĕ улшăнса пынă пек туйăнмасть-и?
- Туйăнмасть кăна мар - чăннипех улшăнать. Паянхи çамрăк ăру виртуаллă тĕнчере, интернетра пурăнать. Эпир вара урамра выляса ÿснĕ, кĕрт ашса та тусан вĕçтерсе чупса çÿренĕ. Паян ялти урамсем пушах. Ача-пăча та сахал, пуррисем те килĕсенчен тухмаççĕ - интернетра лараççĕ. Канăçсăрлантараканни вара - çамрăксем ĕçрен сивĕнсе пыни. Юлхав кăмăл еккипе кăна пурăнсан... Глобализаци ырлăхĕсем чăваш ялне те çитрĕç.
Халăх кăмăл-сипечĕ улшăнать. Тăван культурăра укçа-тенкĕ витĕмĕ вăйлансах пырать. Çынсене уйăрать те пайлать çакă, тепĕр енчен ыр кăмăллăха та пĕтерсе пырать. Ялти хутшăнусене хăвăрах куратăр. Пирĕн мăн асатте-асаннесем ăнланас та çук паянхи çамрăксене.
- «Самант» тусĕсене мĕн сунасшăн?
- Хамăн шухăшсене пĕтĕмлетес кăмăл пур. Çак пĕтĕмлетÿсем ырă сунни пулччăр. Телейлĕ, сывлăхлă пурăнăр. Ăнăçу тени хамăртан килет, пуриншĕн те хамăрах яваплă. Хăвăр чунăра туйса, кăмăлăра пĕлсе, пурне те ăс-тăнпа виçсе пурăнăр. Пурнăç нихăçан та пĕр вырăнта тăмасть, çавăнпа ĕмĕр тăршшĕпе аталанса пырăр. Кашни çынра ыррине, лайăххине курăр. Нимĕнле ĕçрен те ан ÿркенĕр. Çынсем пĕр-пĕрне хисеплесен, юратсан телей çиппи нихăçан та татăлмасть. Ан манăр, асра тытăр: ăнăçу тулли те савăнăçлă кăмăллисене юратать.
- Журнал çинчен пĕр-ик сăмах калама манса каяс марччĕ.
- «Самантпа» яланах - çулла та, хĕлле те, кĕркуннепе çуркунне те - туслă пулăр. Журнал шартлама сивĕре чуна ăшăтать, çуллахи вĕрире канлĕ сулхăн кÿрет!
- Тавтапуç! Туссем, Раççей перекет банкĕн пирĕштийĕн сăмахĕсене астуса юлăр.
Комментировать