АПАТ ЫТЛАШШИПЕХ

5 Авг, 2015

Пепке кирлинчен начарккарах тесе шухăшлатăр-и? Çавăнпа кашнинчех ăна хистесе тенĕ пек кашăк хыççăн кашăк апат хыптаратăр-и? Çакна пула пепке организмĕ ытлашши çинипе асапланать.

Пепке çиме хăçан чарăнмаллине инстинкт шайĕнче хăйех ăнланать. Пĕчĕк хырăмлăхĕ тулать те пуç мимине эпĕ тутă тесе сигнал ярать. Пепке вара кăкăртан пăрăнать, кĕленчене айккинелле тĕртет, пăтăллă кашăкран пуçне пăрать.

Анчах пĕчĕкскер тăранни çинчен пĕлтерекен сигнала тимлемесен те пултарать, амăшĕ сĕнекен печение, шăккалата, ытти апата тутанса пăхма хаваспах туртăнать. Пепке хырăмлăхĕшĕн ку питĕ йывăр. Пĕррехинче унăн вар-хырăмĕ ытлашши апата хытах хирĕçлеме тытăнмашкăн пултарать.

Кăкăр сĕчĕ вара нихăçан та ытлашши мар, пепкен апат ирĕлтерекен тытăмĕ çирĕпленсе çитеймен-ха. Унсăр пуçне амăшĕн сĕтне ача организмĕ питĕ лайăх йышăнать, çавăнпа пепкешĕн ытлашши 50 грамм сиенлĕ мар.

Хушма апат вара урăхла витĕм кÿрет. Пĕчĕкскер çитĕннисен апатне хăнăхса кăна пырать-ха. Апат нумай пулсан пыршăлăх хăйĕн ĕçне кирлĕ пек пурнăçлаймасть, çавна пула вар-хырăм кÿпĕнет, ыратать, ача сÿрĕкленет, кутăнлашать. Кăштах вăхăт иртсен унăн ăш пăтранма пуçлать, ирĕлмен апат унăн пыршăлăхĕнче йывăр тиев пек выртать. Сирĕн тĕллев - ачана унран хăтăлма пулăшасси.

Пĕчĕк ача улма-çырла нумай çинĕ-и? Лайăх пиçнĕ панулмипе грушăра клетчатка нумай, вĕсем пыршăлăх ĕçне хăвăртлатаççĕ. Çавăнпа варвитти пуçланать. Апат тытăнса тăмасть, вар-хырăм тракчĕ тăрăх питĕ хăвăрт куçать. Ан пăшăрханăр, ачана пулăшма тăрăшăр.

lАчана вырттарăр, хырăмне пусарса тăракан çи-пуçне хывса илĕр. Кăвапи тавра сехет йĕппи куçнă пек шăлса массаж тăвăр.

lАпат юлашкисене сăрхăнтарса илекен тата наркăмăшланнине ирттерекен мĕнле те пулин сорбент ĕçтерĕр. Эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне ярса вĕретнĕ шыв ĕçтерсен лайăх, вăл шыççа хирĕçле витĕмлĕ.

lАчана ăшă шыв сахалшарăн ĕçтерме пуçлăр. Çак тĕслĕхре шыв - чи лайăх эмел. Вăл пышăлăхра апат куçассине лайăхлатать, варвитти чухне организм шывсăрланасран хÿтĕлет.

Çак сăлтавсенче тухтăра чĕнмелле:

- пепкен апат ытлашши çинин паллисемпе пĕрлех температура 37,5 градусран ытла ÿссен. Тен, ачана вирус е бактери инфекцийĕ ернĕ;

- каяшĕ хура тĕслĕ - ку пыршăсем пĕтĕрĕннин палли пулма пултарать. "Васкавлă пулăшу" чĕнмелле е ачана больницăна хăвăр тĕллĕн хăвăртрах илсе каймалла. Кашни минут хаклă!

- хырăмĕ питĕ хытă ыратать, ача выртасшăн кăна. Тимлĕ пулăр, питĕ пĕчĕк ачасен те аппендикс шыçма пултарать;

- ача талăкра 8 хут пысăккипе тула тухать. Çак тĕслĕхре вăл шĕвек питĕ нумай çухатать;

- апат ытлашши çисе лартнин паллисем тепĕр кунне те çухалмаççĕ. Ачана тухтăр патне илсе каймалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.