"Нарспие" акăлчансем те тарават
Кăçал Раççейре Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкне паллă тунă май вилĕмсĕр классикăн кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, хайлавĕсем тавра калаçни - вырăнлă та, вăхăтлă та. Вулаканăма "Нарспие" ют чĕлхене куçарнă çынсенчен пĕринпе, Владимир Шашковпа, çывăхрах паллаштарасшăн. Тÿрех калам: Владимир Николаевич сăвăç мар - вĕрентекен, ăслăлăх çынни, тăлмачă. "Нарспие" акăлчанла куçарма 30 çул каяллах пуçланăскер ĕçе тытăннă чухне мĕнле шухăшпа авăрланнă-ха? Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, чуна çывăх хайлава анăçри çĕршывсенче çаплах ăшшăн йышăнма пултараççĕ-и? Çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр та куçаруçăпа.
- Владимир Николаевич, пурнăç çулĕ Сире таçта та илсе çитернĕ. Çав шутра "Шурă çурта" та - 1994-2010 çулсенче ЧР Президенчĕн Администрацийĕнче вăй хунă. Çав хушăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тĕрлĕ факультетĕнче студентсене ют чĕлхе вĕрентнĕ. Куçарупа ларма та вăхăт тупнă иккен...
- Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеттĕм ун чухне. Владимир Иванов профессор - вулакан ăна лайăх пĕлет: вăл ЧНК хастарĕ - "Нарспие" нимĕçле куçарса кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Чăваш классикине тĕнче шайне кăларни - питĕ пархатарлă, мĕн каласси пур! Пĕрре çапла кафедрăра калаçса ларнă чухне Владимир Александрович кĕтмен сĕнÿ пачĕ: "Атя, "Нарспине" акăлчанла куçарса пăхар". Шухăшласа çÿрерĕм те - кăсăклă ĕç пулассăн туйăнчĕ. Тытăнтăм вара чăваш поэмин йĕркисене пуçра акăлчанла çавăрттарма. Ку е вăл каларăша, афоризма мĕнлерех куçармалли çинчен пуç вататтăм. Вĕренÿ расписанийĕнче занятисенчен пушă вăхăт та пулать-çке - поэмăпа ларма тытăнтăм. Ку ĕнтĕ вăл чĕрĕк ĕмĕр каяллах пулнă.
- Чĕрĕк ĕмĕр... Кĕнекене ку таранччен те пичетлеме май пулмарĕ-им е текста халĕ те юсатăр-тÿрлететĕр-и?
- Сăвăлла хайлава ют чĕлхене куçарма çăмăл мар - рифма е янăракан юрăхлă сăмах шыраса хăшкăлатăн. Паллах, акăлчанла лайăх пĕлекен çынсене кăтартса пăхрăм - вĕсем мĕнле çитменлĕхсем асăрхĕç? Манăн ĕçе Республикăри вĕрентÿ институчĕн ют чĕлхесен кафедрин ĕçченĕ Луиза Михайлова тата Людмила Прокошенкова вĕрентекен вуласа хăшпĕр тÿрлетÿ турĕç. Ку кăна та çителĕксĕр - кирек мĕнле чĕлхене куçарнă текста та çав чĕлхепе куллен калаçакан тишкерни паха. Тĕрлĕ çĕршывра пурăнакан акăлчансене кăтартрăм куçарăва. Аслă Британире, АПШра, Бразилире, Голландире пурăнакансем /вĕсем сăвăç мар, паллах/ паллашса хăйсен сĕнĕвĕсене пачĕç. Вĕсене те шута илтĕм.
Кун çути кăтартасси - уйрăм ыйту. Укçа-тенкĕпе çыхăннă ку. Шел, кĕсье хулăнах мар. Тен, Литература çулталăкĕнче тăван сăмахлăха сума сăвакан маттур йăхташсем пулăшĕç? Пĕччен сурсан типсех пырать те - халăх сурсан...
- Пуянрах спонсорсем тупăнччăр тесен ку ĕç мĕн тери пархатарлă пулнине ăнланни кирлĕ. Ку вара - урăх калаçу. Куçару патнех таврăнар-ха. Константин Иванов "Нарспире" наци пурнăçне сăнлама хамăрăн чĕлхере кăна пур сăмахсемпе те чылай усă курнă. Мĕнле ăнлантарма пултартăр вĕсене?
- Владимир Иванов "чувашизм" термин хута ячĕ. Чĕлхе хăйнеевĕрлĕхне сыхласа хăварас тесе эпĕ те акăлчанла текстра хăшпĕр сăмаха çаплипех хăварнă. Улпут, калăм, уйран, шÿлкеме, тевет, хултăрч, çÿпçе, Турикас, çинçе /уяв/, çимĕк, тухья, лаç, чĕрес - çакăн йышши сăмахсем вĕсем. Страницăра вара асăннă сăмахсене ăнлантарса пани пур.
- Текстпа паллашнă акăлчан çыннисен поэмăна вуласан мĕнле кăмăл çуралнă-ши?
- Британире пурăнакан Алан Стедман "Нарспи" сюжечĕ вĕсен литературишĕн те çывăх пулнине палăртнăччĕ. Çакă чăваш классикĕ хайлавĕнче пĕтĕм тĕнчешĕн çивĕч ыйтусене хускатнине пĕлтерет-тĕр.
- Эсир ĕç тĕллевĕпе тĕрлĕ çĕршывра пулса курнă. Индире пĕр хушă тăлмачă пулса ĕçленĕ те. Сирĕн квалификаци çÿллĕ шайра пулни куçкĕрет. Анчах литература хайлавне куçарма çакă кăна çителĕклĕ-и?
- Хамăн "çитменлĕхе" тÿрех палăртрăм - сăвăç мар эпĕ. Тен, ман текст йĕркепĕр куçарăва çывăх. Çирĕплетсех вара çакна калам: практика пулмасан - чĕлхепе тăтăш калаçмасан, куçару ĕçне пурнăçламасан - ют чĕлхене пĕлетĕп теме çук. Выртан каска мăкалать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ несĕлĕмĕрсем.
- Капла каланине шута илсен халиччен тунă ĕçсемпе кăна лăпланса ларассăн туйăнмасть. Тен, çитес вăхăтра чăвашăн ылтăн çÿпçинчи пĕр-пĕр хайлава куçарса та хурăр, акă. Çапла пултăрччĕ тесе ăнăçу сунар эппин Сире.
- Тавах ырă сăмахăршăн.
Ирина ПУШКИНА
Комментировать