Тăнăç пурнăçшăн асатте те юн тăкнă

4 Авг, 2015

1988 çулхи август уйăхĕнче Беларуçре пулма тÿр килчĕ. Маншăн тата чылайăшĕшĕн вăл - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнине аса илтерекен вырăн. Çапла, автобуспа пынă чухне эпĕ çапăçу хирĕсене куртăм, вĕсене пирĕн ăру ветерансем, тыл ĕçченĕсем каласа панă тата кĕнекесемпе фильмсем тăрăх кăна пĕлет. Беларуç питĕ лăпкă çанталăкпа кĕтсе илнĕрен пирĕнте хурлăхпа ырату туйăмĕ çуралчĕ.

2001 çулта Хусан патĕнче экспедицире пулнă вăхăтра мана Беларуçре çуралса ÿснĕ, вăрçăн пĕрремĕш куннех курнă хĕрарăмпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Вăл 1941 çулхи июнь уйăхне халĕ те куççульсĕр аса илеймест. Вăл çапла кăна калама пултарчĕ: "Ой, хĕрсем, мĕнле хăрушăччĕ!" Куççуль, куççуль...

Манăн асатте Василий Петрович Ермилов Хусан кĕпĕрнин Чистай уесĕнчи Якуркел вулăсне /халĕ Тутарстан Республикин Нурлат районĕ/ кĕрекен Якаелĕнче 1911 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче çуралнă. Фронта 1941 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче Октябрь çар комиссариатĕнчен кайнă. Малтан стрелок, кайран сапер пулнă. Ржев патĕнчи çапăçусене хутшăннă, I Прибалтика, II Украина фрончĕсенче çапăçнă. 1942 çулта сулахай аллине йывăр амантнă, çапах çĕнтерÿчченех çапăçнă. Асатте вăрçă çинчен каласа пама юратмастчĕ, тÿссе ирттернине тепĕр хут аса илесси килмен пулĕ ĕнтĕ. Вăл манăн аттене, хăйĕн ывăлне, Владимир Васильевич Ермилова, каласа панă хăшпĕр саманта кăна астăватăп /атте каласа панинчен/.

...Хăшпĕр чухне вăрманта тата шурлăхлă вырăнта темиçе талăк нушаланнă. Выçă пулнăран вилнĕ лаша тирне çиме тивнĕ. Асаттепе çарти тусĕ малти линири сăнавçăсем патне кайнă чухне вĕсен еннелле нимĕçсен снайперĕ пенĕ. Çавăн чухне тепĕр салтакĕ вилнĕ. Асаттене телефон пралукĕн катушки хăтарса хăварнă, пуля шăп çавăнта лекнĕ. Аттен ашшĕн вăрçă вăхăтĕнче И.Сталин ятĕнчен чаç командирĕ алă пуснă 5 Тав хучĕ сыхланса юлнă: тăшман оборонине татнă чухне палăрнăшăн тата Духовщина, Витебск, Каунас, Рига хулисене тата ыттисене ирĕке кăларнăшăн. Асаттене вăрçă вăхăтĕнче панă "Паттăрлăхшăн" медаль пирĕншĕн пуринчен те хаклăрах. Вăхăт иртнĕ май тĕттĕмленнĕскер хăйĕнче эпир пĕлменнине упрать. Каярахпа çывăх çыннăма "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медаль тата Тăван çĕршыв вăрçин орденне панă. Çĕнтерĕве вăл Польша çĕрĕнчи Щецин хулинче кĕтсе илнĕ. Ашшĕ, амăшĕ, мăшăрĕ тата икĕ хĕрĕ - Елизаветăпа Раиса - кĕтекен килне вăл октябрь уявĕ умĕн кăна таврăннă. Раиса аппа ашшĕ вăрçăран таврăннине астăвать. Якуркел енчен иккĕн килеççĕ тет. Арçынсем. Яла çитсен пĕри асаннесем патне кĕчĕ тет, тепри хирпе Лачака /ял ячĕ, вырăсла Абрыскино/ енне утнă. Вăл Лачака ялĕнчен пулнă. Лиссавье мăнаккапа Раиса аппа /пĕри - сакăр, тепри пилĕк çулта пулнă вĕсем ун чухне/ асаннене: "Пирĕн пата пĕр палламан арçын кĕрет", - тесе каланă. Лешĕ кĕрсенех алăк патĕнче ларакан амăшне: "Анне, эп килтĕм", - тесе ыталаса илчĕ тет. Унтан Лиссавье мăнаккапа Раиса аппана ĕммелли канфет /леденцы/ пачĕ тет. Тÿме пек. Çаврака, хутсăр. "Эпир унччен ун пеккине курман. Канфет та курман", - аса илет Раиса аппа. Ку çын вăрçăран таврăннă ашшĕ пулнă. Манăн асатте. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне Раиса аппа çуралнă кăна пулнă, сăпкара выртнă. Вăл, паллах, палламан ашшĕне. Тăватă çул хушшинче Лиссавье мăнакка та ашшĕн сăнне манма пуçланă. Çемье пуçĕ киле таврăнни питĕ пысăк савăнăç пулнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Петр Павловичпа Ильсĕвер Эльтимировна /хут çинче Агафья Владимировна/ Ермиловсен /асаттен ашшĕпе амăшĕ/ ултă ывăлĕ Терентий, Кирилл, Сергей, Иван, Василий, Семен - хутшăннă. Пилĕк ывăлĕ çĕнтерÿпе таврăннă, пĕр ывăлĕ Кирилл Петрович Ермилов - вăрçăра вилнĕ. Кунта вара амăшĕн тÿпи те пурах. Кашни çиме лармассерен вăл ывăлĕсене апата чĕннĕ, вăрçăра выçă ан çÿреччĕр тенĕ. Акă çапла тунă: ывăлĕн Василин аслă хĕрне, Лиссавье мăнаккана, тăватă çул хушши кашни апат умĕн, çиме лариччен малтан, пусма /крыльцо/ çине тухса çапла калаттарнă: "Атте, Терентте пичче, Кирюш пичче, Сергей пичче, Иван пичче, Çемен пичче, çиме килĕр!" "Асанне мана тăватă çул çапла кăшкăрттарчĕ", - аса илет мăнакка. Амăшĕн кĕллине Турă илтнех пулĕ çав. Унсăр пуçне чăвашăн "Апата чĕнсен çын килет", - текен каларăш пур. Апла-тăк апат хăй çынна чĕнет пулать.

"Вăрçă вăхăтĕнче курăк, çĕрулми çулçи яшкине те юратса çиеттĕмĕр, - каласа парать Лиссавье мăнакка. - Çăкăр çукчĕ. Пĕр стакан çăнăх илессишĕн кунĕпех тырă çумлама тиветчĕ".

Асатте çапăçу хирĕнче сулахай аллин икĕ пÿрнине татнă пулин те вăрçă хыççăн вăл платник ĕçне питĕ ăста пурнăçланă. Килĕнче пĕтĕм сĕтел-пукана хăй тунă. Пурнăçне çемйине тата ĕçе халалланă. Мăшăрĕпе Зиновья Тимофеевнăпа сакăр ача пăхса ÿстернĕ. Пысăк çурт тунă. Асаттепе асаннен 18 мăнук, вĕсен 20 ачи /20 правнук/ тата вĕсен 4 ачи /4 праправнук/. Шел, асатте Çĕнтерÿ 70 çул тултариччен пурăнаймарĕ. Асанне те Якаелĕнче чи ватă çынсен шутне çитиччен пурăнчĕ. Халь вăл та çук.

Асаттепе асаннен докуменчĕсем хушшинче конвертран пĕчĕк, икке хутлатнă хут пур. Асаттен çар чаçĕнчен, асанне ячĕпе ярса панă хут. "Справка" тенĕ ăна. Унта асаттене "Паттăрлăхшăн" медаль пани çинчен вырăсла çырнă: "Настоящим удостоверяется, что Ваш муж Ермилов Василий Петрович за образцовое выполнение боевых заданий командования на фронте борьбы с немецкими захватчиками и проявленные при этом доблесть и мужество награжден медалью "За отвагу". Основание: Приказ войсковой части / 92813 от 17 июня 1944 г., за / 015. Начальник части майор Салуев". Çав хут вăрçă вăхăтĕнче çар чаçĕнчен Якаелне çитнĕ, çухалман. Асанне те ăна çухатман, паянхи куна çити пире курма упраса хăварнă. Асаттен вăрçăран илсе килнĕ кашăкĕ те пур. Вăхăт иртнипе вăл тĕттĕмленнĕ. Эпĕ ăна хамăн ачасене кăтартатăп, асатте вăрçăра пулни çинчен каласа паратăп. Паянхи мирлĕ пурнăç мĕн хака ларнине çамрăк ăрăвăн та пĕлмелле. Эпир тата пирĕн ачасем хамăр асатте-асанне, кукаçи-кукамай хÿтĕленĕ çĕршывра пурăннине кашни кунах пĕлсе тăмалла.

Елена ЕРМИЛОВА,

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн

ăслăлăх сотрудникĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.