Авиашоу кăçал та пулать
Республикăн влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен черетлĕ канашлăвăн кун йĕркин пирвайхи ыйтăвĕ шăпах çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе çыхăннă та - ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Игнатьев паянхи калаçăва транспортпа çыхăннă инкекрен пуçларĕ.
Шăмăршă районĕнче августăн 2-мĕшĕнче ÿсĕр водителе пула виççĕн вилнĕ, иккĕн суранланнă. Пăшăрханнине палăртнă май Михаил Васильевич сывлăх сыхлавĕн министрне аманнисене кирлĕ пулăшупа туллин тивĕçтерме хушрĕ. Ыйту çивĕчлĕхне ку авари тепĕр хут çирĕплетет. Çавна май транспорт министрĕ Владимир Филиппов хăйĕн докладĕнче çулçÿрев хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă уйрăм самантсем çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ.
Кăçалхи июль вĕçĕ тĕлне республикăра 861 авари пулнă, вĕсенче 108 çын вилнĕ. Ку цифрăсем пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен пĕчĕкрех. Анчах суранланнисем нумайрах - 1,2 пин çын ытла. Ÿсĕр водительсем тунă инкексен шучĕ 8% яхăнах чакни - ырă пулăм. Хăрушсăрлăха тивĕçтерес тĕлĕшпе çулсене вăхăтра тата кирлĕ пек юсани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăтăк-путăка саплассипе çыхăннă ĕçе августăн 15-мĕшĕ тĕлне тĕпрен илсен вĕçлесшĕн.
Фото-, видеофиксаци хатĕрĕсемпе анлăн усă курни ĕçре пысăк пулăшу кÿрет. Вĕсене вырнаçтарнă вырăнсенче аварисен шучĕ чакни куçкĕрет. Çавна май хайхи приборсене çивĕчлĕх чакнă вырăнсенчен урăх çĕре куçараççĕ - усси пур. Çавнашкал приборсем пулăшнипе кăçал кăна йĕркене пăснă 224 пин тĕслĕхе шута илсе айăплă водительсем тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Штрафсен пĕтĕмĕшле виçи - 127 млн тенкĕлĕх.
Министр аван ÿкерчĕк сăнларĕ пулин те Михаил Игнатьевăн асăрхаттармалли тупăнчĕ. Фотофиксацин 12 приборĕ ĕçлемест иккен - вĕсем, тĕрĕссипе, ахаль кăна çакăнса тăраççĕ. В.Филиппов çакă камерăсене валли ятарлă программăсем кирли, вĕсене çывăх вăхăтрах хута ярасси пирки каларĕ-ха - пурпĕр ÿпкеврен пăрăнаймарĕ. "Çав приборсене туянма эпир бюджет укçине тăкакланă, вĕсем вара усăсăр..." - терĕ Михаил Васильевич. Республика ертÿçи çулсем çинчи шăтăк-путăка саплас ĕç вăраха кайнăшăн та кăмăлсăрланчĕ. Çав ĕçсене пурнăçлама укçа куçарнă, анчах подрядчиксем васкамаççĕ. Апла-тăк унашкал организацисенчен çирĕпрех ыйтмалла, яваплăха туйманнисенчен укçа шыраса илмелле.
Çынсемпе тĕл пулнă май тĕп хулара пурăнакансем Энгельс, Ярославль урамĕсенчи çул япăххи пирки пĕрре кăна мар каланă-мĕн. Кăмăлсăрланни вырăнлă. Ку ĕçе пурнăçлама хулана республика пулăшĕ. Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пулăшушăн тав тунă май çывăх вăхăтрах ĕçе пуçăнассине палăртрĕ. Çавăн пекех "Богданкăри" çула та юсĕç, хăшпĕр вырăна анлăлатма та май пулĕ.
Михаил Васильевич вара тĕп хула влаçĕсене общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче суту-илÿ павильонĕсем лартма ирĕк панăшăн критиклерĕ. А.Ладыков "çынсемшĕн меллĕ, вак-тĕвеке чарăнурах туянма пулать" тенине вăл йышăнмарĕ: "Чарăнусем - автобус-троллейбуса лармалли, вĕсенчен тухмалли вырăнсем. Чарăнусенче пассажирсемшĕн ахаль те тăвăр. Кирлĕ тавара вара ытти çĕрте те туянма пулать - лавккасем халь пайтах". Вăл чарăнусем пĕчĕккине кура çав вырăнсенче маршруткăсен водителĕсем правилăсене уяманни пирки те аса илтерчĕ. Пассажирсене чарăнуран иртсе кайсан лартаççĕ, "зебра" çинче чарăнса çынсене салонран кăлараççĕ. Ку енĕпе те йĕрке тумалла.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйту патшалăх /муниципалитет/ саккасĕсене вырнаçтарасси, тĕрлĕ тавар туянасси пирки пулчĕ. Сутăн илнин пĕтĕмĕшле хакĕ 8,2 млрд тенкĕпе танлашнă - иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пĕчĕкрех. Саккассене пурнăçламан хăшпĕр тытăмран укçа шыраса илме йышăннă - 17,4 млн тенкĕ. М.Игнатьев палăртнă тăрăх - аукционсем йĕркеленĕ май бюджет укçине пĕтĕмпе 825 млн тенкĕ перекетленĕ. Çав вăхăтрах вăл асăрхаттарса та хăварчĕ: "Хăшпĕр организаци пĕчĕк хак палăртса аукционсенче çĕнтерет, кайран вара килĕшĕве пурнăçлаймасть. Вĕсен шыраса илмелли те нимĕн те çук. Унашкаллисенчен сыхланмалла".
Культура министрĕ Вадим Ефимов Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕн Кирилăн визичĕ пирки каласа пачĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ, йĕркелÿ ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçланă. Шăматкун çанталăк çумăрлă пулнă май хăшĕсем Патриарха курас ĕмĕтне пурнăçлайман пуль, çапах Çветтуй Татиана чиркĕвĕнче пулнă Кирила итлеме 7 пин ытла çын пухăннă. Вырсарникун Çĕнĕ Шупашкарти чиркĕве вара - 8 пин çын ытла.
Патриарх республикăри ĕçсене, лару-тăрăва ырласа хакланă, кунти халăх килĕштерсе пурăннине палăртнă. Çĕнĕ чиркÿсем тунăшăн тав тунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 76-мĕш çулĕнче, сăмахран, Чăваш Енре 35 чиркÿ пулнă, халь вара - 228. М.Игнатьев Патриархпа килнĕ митрополитсем Шупашкар илемлĕ те тирпейлĕ пулнине палăртни çинчен каларĕ. Çакă та республика илĕртÿлĕхне çĕклет, ĕçлĕ климата вăй парать.
Ку енĕпе, паллах, спорт мероприятийĕсен пĕлтерĕшĕ те пысăк. Тунтикун Шупашкарта Раççей чемпионачĕ уçăласси пирки пĕлтернĕ май Михаил Васильевич çакă пирĕн бюджетшăн усăлли çинче чарăнса тăчĕ: "Хăна çурчĕсем тулли пулаççĕ, лавккасем... Эпир тăкакланмастпăр, командăсем хăйсен укçипе килнĕ - 1,5 пин ытла спортсмен". Сăмах май, шăпах çак чемпионат çĕнтерÿçисем Раççейĕн тĕнче шайĕнчи черетлĕ тупăшура вăй виçекен пĕрлештернĕ командин 90% йĕркелĕç.
Укçапах çыхăннă тепĕр тема та пулчĕ. Шупашкар Пуçлăхĕ Леонид Черкесов хула кунне уявлама хатĕрленни пирки каланă май кăçал та летчиксен "Стрижи" ушкăнĕ килесси пирки пĕлтерчĕ. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан М.Игнатьев РФ оборона министрĕпе калаçса татăлнă. Пĕлтĕр 4 самолет пулнăччĕ, кăçал вара 6 пулмалла - пире тата та илĕртÿллĕрех, хăватлăрах шоу кĕтет. Иртнĕ çул авиашоу вăхăтĕнче транспорт çÿревĕ йывăр пулнине кура М.Игнатьев асăрхаттарчĕ: "Кăçал çакна шута илмелле. Çынсене те чĕнсе каласшăн: пĕччен-иккĕн машинăпа пымасан лайăхчĕ, общество транспорчĕпе усă курсан аванрахчĕ..."
Вĕçевшĕн летчиксем укçа илмеççĕ - тÿлевсĕр килеççĕ, çак саманта Леонид Ильич пайăррăн палăртрĕ. "Пирĕн краççыншăн тата команда кунта пурăннăшăн /50 çын патнелле/ кăна тÿлемелле. Пĕлтĕр 3,5 млн тенкĕ тÿленĕччĕ". Михаил Васильевичшăн вара капла калани кăна çителĕксĕр пек туйăнчĕ-тĕр - уçăмлатрĕ: "Хăшĕсем çак темăна политикăпа çыхăнтарма хăтланаççĕ. Сăмах-юмах ан пултăр: бюджет укçине тăкакламастпăр - спонсорсем пулăшаççĕ". Спонсорсенчен пĕри, эпир пĕлнĕ тăрăх, "Элара" АУО. "Стрижи" усă куракан самолетсем çинче - шăпах çак предприяти электроники. Çавна май "Элара" хула çыннисене уяв туса савăнтарассипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне хăйĕн çине илни ăнсăртран мар.
Николай КОНОВАЛОВ