Пирĕн тусăмăр - Кабарда-Балкар Республикин çыравçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи

3 Авг, 2015

Çак кунсенче «Хыпар» хаçат редакцине инçетри Кабарда-Балкар Республикин тĕп хулинчен Нальчикрен ырă хыпар çитрĕ - чăваш халăхне чунтан-чĕререн хисеплекен пирĕн паллă та сумлă балкар тусăмăр Муталип Беппаев Кавказ тăрăхĕнчи çак республикăри Писательсен союзĕн председателĕ пулса тăнă. Ку ыйтăва асăннă организацин кăçалхи июлĕн 23-мĕшĕнче пулса иртнĕ черетсĕр чрезвычайлă съездĕнче татса панă.

Калас пулать, кăçалхи июнĕн 5-мĕшĕнче Раççей Юстици министерствин КБРти управленийĕ Кабарда-Балкар Республикинчи Писательсен союзĕн ĕçĕ-хĕлне сентябрĕн 17-мĕшĕччен чарса лартнă пулнă. Мĕншĕн тесен çак пĕрлĕхĕн ертÿçин полномочийĕсем икĕ çул каярах вĕçленнине пула унăн ĕçне саккунлă мар тесе йышăннă. КБР Писательсен союзĕ 110 çынран тăрать, правленийĕнче пурĕ 13 çын, çавăн пекех ку союзра кабардалла тата балкарла çыракан писательсен пĕрлешĕвĕсем пур.

«Муталип Беппаев - таса çын. Çынсене ырă сунакан, хăйĕн валли нимĕн те ыйтман çын», - тенĕ пирĕн тусăмăр пирки «Литературная Кабардино-Балкария» журналăн тĕп редакторĕ Хасан Тхазеплов поэт.

Муталип Анзорович - балкар поэчĕсенчен чи малтан верлибрсем çырма пикеннĕскер. Кунсăр пуçне вăл прозăра та ăнăçлă ĕçлет. 2012 çул вĕçĕнче М.Беппаева Анкарара «Таркăн» калавĕшĕн Пĕтĕм тĕнчери Махмуд Кашгари ячĕллĕ премие панă.

2013 çулхи март вĕçĕнче Муталип Анзорович балкарсен тепĕр питĕ пултаруллă сăвăçĕпе Юруслан Болотовпа пĕрле Шупашкара тĕнчипе паллă Кайсын Кулиевăн асăну хăмине уçма ятарласа килчĕ. Шупашкар та, Чăваш Ен те ун чухне пирĕн тусăмăра питĕ килĕшрĕç. Чăваш Ене килсе кайиччен те вăл чăваш литературин сумне Кавказ тăрăхĕнче çÿлтен çÿле çĕклессишĕн нумай ĕçлерĕ, пирĕн тăван енĕмĕре килсе кайнă хыççăн тата ытларах тăрăшать.

Мĕнех, Турă пулăштăр сана Муталип Беппаев балкар-тусăмăр, çĕнĕ яваплă ĕçÿнте пысăк çитĕнÿсем тума, тăванла балкарпа чăваш халăхĕсен туслăхне çирĕплетессишĕн çине тăрса тăрăшма!

Валери ТУРКАЙ.

Рубрика: