Çамрăк педагогсем шкултан мĕншĕн шикленеççĕ?

22 Фев, 2014

Республикăра вĕсене хатĕрлекен ятарлă аслă шкул пур. Унта квалификаци тĕлĕшĕнчен туллин тивĕçтерекен преподавательсем ĕçлеççĕ. Апла пулин те юлашки курса çитнĕ студентсенчен хăйсен малашнехи çул-йĕрне шкулпа çыхăнтарас шухăшлисем сахал. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен: кама учителĕн ĕç укçи тивĕçтермест, хăшĕ-пĕри паянхи шкул ачисене «алла илеймесрен» хăрать, виççĕмĕшĕ...

Республикăн ертÿлĕхне çивĕч çак ыйту пăшăрхантармасть пек-и? Апла мар çав, XXI ĕмĕрте çитĕнекен ăрăва пултаруллă, çивĕч ăслă, шухăшлавĕпе саманапа тан пыракан вĕрентекен питĕ кирлине тÿре-шара лайăх ăнланать. Çакна çирĕплетет те çак кунсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Маклыгин хутшăннипе иртнĕ «çавра сĕтел». Хăйсен çитĕнĕвĕсемпе пăшăрхантаракан ыйтăвĕсем çинчен ертÿçĕсемпе куçа-куçăн калаçма асăннă вузра вĕренекенсемпе выпускниксем пухăнчĕç. Паллах, педуниверситетăн вĕренÿ ĕçĕшĕн яваплисем те айккинче юлмарĕç.

Тĕл пулăвăн малтанхи пайĕнче Михаил Васильевич паян педагог профессийĕ тĕлĕшпе йĕркеленнĕ лару-тăрăва хак пачĕ. Унăн аталанăвĕнче уйрăм çитĕнÿсем пур, анчах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕшĕн çивĕч ыйту уçах юлать-ха: кирлех-и педуниверситетра вĕренни? Çак ыйтăвăн пĕлтерĕшне республика ертÿçи нимĕнрен ытла ĕçе специальноçпа вырнаçас майсемпе çыхăнтарать.

- Пурте ас тăватпăр: иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче шкулта ĕçлекенсенчен хăшĕ-пĕри шалу пĕчĕккипе, ăна вăхăтра илейменнипе вĕрентекен ĕçне пăрахрĕ. Патшалăх вĕсене ун чухне пулăшу параймарĕ. Тивĕçлĕ квалификаци илнĕ кадрсене паян татах çухатас марччĕ пирĕн. Çав тĕллевпе патшалăх çамрăк вĕрентекенсене çăмăллăхсем парать. Чи курăмли - яла ĕçлеме каякана пурăнмалли кĕтес туянма субсиди /70 процент таран/ пани. Ку программăна лекейменнисемшĕн вара тавăрмалла мар пулăшу шайĕ - çурт-йĕр хакĕн 20 проценчĕ чухлĕ. Ĕçе тин пуçăнакан педагога 3 çул таран хушса тÿленине пĕлетĕр. Патшалăх шалу хăпартса пырассипе тимлĕхе чакармасть. Çакă йăлтах сирĕн вĕрентÿ каçалăкĕн пуçламăшĕнчи йывăрлăхсене çăмăллатас тенипе пулакан ĕçсем, - алла кĕç-вĕç диплом илекен педагогсене шанăç пачĕç Пуçлăх сăмахĕсем.

Çакна асăнмалла: педуниверситетра аслă курсри яшсемпе хĕрсенчен хăшĕ-пĕри вĕренĕве ĕçпе çыхăнтарма тытăннă та. Пуçламăш утăмсем тăвакан учительсен хĕпĕртĕвĕ те, пăшăрханăвĕ те тупăнать. Акă Вера Терентьевăна, Элĕкри пуçламăш классен вĕрентекенне, ăста вĕрентÿçĕ кирлĕ канашсем вăхăтра парса шкул картине меллĕ вырнаçма пулăшать, Елена Юркинăна аслă классенче хăйсен тантăшĕ пек йышăнасшăн та - йĕркене пăхăнтарма йывăр. Анастасия Демидова, Шуршăл шкулĕнче географи вĕрентекенскер, сехет сахал пулнипе кăмăлсăр. Оксана Ильина Шупашкар районĕнчи Çĕньялти вăтам шкулта информаци технологийĕн хатĕрĕсем çителĕксĕрри пирки евитлерĕ.

Çамрăк педагогсен тата студентсен ыйтăвĕсене тÿресем еплерех татса пама сĕнни çинчен çитес вăхăтра тухакан «Вĕренÿ» ятарлă страницăра çырса кăтартăпăр.


Ирина ПУШКИНА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.