Чăваш полицейскийĕ - пĕрремĕш!

31 Июл, 2015

Чăваш Ен полицийĕн сотрудникĕ Евгений Григорьев /сăнÿкерчĕкре/ Раççей ШĔМĕн дежурнăй чаçĕсен сотрудникĕсен хушшинчи професси ăсталăхĕн конкурсĕнче хĕçпăшалтан тĕл перес енĕпе мала тухнă.

Ăмăрту Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсен пĕлĕвне ÿстерекен институт никĕсĕ çинче иртнĕ. Унта çĕршыври полицин дежурнăй чаçĕсен 94 ĕçченĕ - "Професси енĕпе чи лайăххи" конкурсăн регионсенчи тапхăрĕн çĕнтерÿçисем - вăй виçнĕ. Полицейскисем хăйсен техника, медицина, спорт хатĕрленĕвĕн шайне кăтартнă, кашни дисциплинăра чи лайăххисене палăртнă.

ЧР ШĔМĕн оперативлă дежурнăйĕ Евгений Григорьев хĕç-пăшалтан тĕл перес тĕлĕшпе теори тата практика енĕпе чи лайăххи пулнине çирĕплетнĕ. Полици капитанĕ 20 метртан 10 çеккунтра пистолетран мишене тĕллесе тăватă хут персе 37 очко /май пур 40 очкоран/ пухнă, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Евгений Чăваш Ен полицийĕнче служба тивĕçĕсене 12 çул пурнăçлать, çав шутра 8 çул - дежурнăй чаçре. Ентешĕмĕр тăван ене Пĕтĕм Раççейри конкурсăн çĕнтерÿçин дипломĕпе, грамотăпа тата хаклă парнепе таврăннă.

К.АНТОНОВ.

Автор: