Çар тесен сехре хăпмасть, асра - ырри кăна

22 Фев, 2014

Пурте мар, çапах паянхи çамрăксенчен ытларахăшĕ урăхларах çав - çар тесен нумайăшĕн сехри хăпать. Вăхăтлăх çар служби паян çулталăка кăна тăсăлать пулин те призывран тарса çÿрекен чылай. Анчах салтакра пулнисенчен никамран та «çамрăк çулсене çарта пулса сая ятăм» тенине илтмен. Пурте çар пирки пурнăç шкулĕ теççĕ, çав çулсене ырăпа кăна аса илеççĕ. Савăнăçли-кулăшли мĕн чухлĕ пулнă тата! Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн эпир шăпах çавнашкал самантсене пĕр страницăна пухас терĕмĕр.

«Тÿлевлĕ-и?»

Служба пирки сăмах ваклать, анчах çак йĕркесен авторĕ хăй çарта пулнă-ши тесе ÿпкелесрен сыхланса тÿрех калам: пулнă - салтак пăтти 2 çул çинĕ. Паллах, аса илмелли пайтах. Çав шутра - тĕрлĕ путиш те. Сывлăш-десант çарĕсенче пулнă май парашютпа пĕрремĕш хут сикни халĕ те паянхи пек асра. Йышăнатăп: хăранăччĕ. Алăк уçăлать те - умра вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕнче. Çавăнта тухса сик-ха...

Çапах сăмахăм урăххи пирки. Кулмалли самант нумай пулнă. Пĕлмешкĕн малтанах çакна калам: парашютпа сикнĕшĕн салтаксене укçа тÿлетчĕç. Ахаль «шалу» ун чухне 8 тенкĕччĕ, хушса - парашютпа сикнĕшĕн. Хĕç-пăшалсăр сиксен 1,5 тенкĕччĕ пек ас тăватăп, хĕç-пăшалпа пулсан - 3 тенкĕ. Самай пысăк укçаччĕ - буфета кайса тĕрлĕ пылак çимĕçпе сăйланма çитетчĕ.

Вăт, çамрăк салтаксем пуçласа парашютпа сикнĕ. Пĕрин парашючĕ уçăлман. Телее, ĕç-пуç хĕлле пулнă, каччă тарăн юрпа витĕннĕ шурлăха ÿкнĕ, чĕрĕ юлнă! Тăнне çухатнăскере госпитале ăсатнă. Тепĕр кунне çакскер тăна кĕнĕ. Пĕлетĕр-и, пирвайхи ыйтăвĕ унăн мĕнлерех пулнă? Куçне уçсанах вăл çапла ыйтнă: «Сикнĕшĕн мана укçа тÿлĕç-ши?» Тÿлевĕ парашютпа сикнĕшĕн-çке, ку вара парашютсăрах сикнĕ пек пулса тухать - çавăнпа иккĕленнĕ ĕнтĕ. Сăмах май, хамăрăн полкра 2 çул хушшинче камăн та пулин парашючĕ уçăлманнине ас тумастăп.

ВДВ «учебкисем» Балтика тăрăхĕнчеччĕ. Отделени командирĕсене, механик-водительсене, наводчик-операторсене унта хатĕрленĕ те çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи десант чаçĕсене ăсатнă. Çавăнтан ачасем анекдот евĕр пĕр истори илсе килнĕччĕ. ВДВ çар чаçĕсем пĕр вырăнтах темиçе те, вĕсен хушшине вара темле майпа шалти çарсен чаçĕ лекнĕ. Ун чухне цензура текенни çирĕп пулнă май хĕрлĕ пакунлă салтаксенчен пĕрин килне янă çырăвне тытса чарнă. Вăл унта çапларах çырнă-мĕн: «Атте-анне, эпир мĕн сыхлатпăр - калаймастăп, анчах питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ объект пулас, мĕншĕн тесен пирĕн çар чаçне йĕри-тавра сывлăш десанчĕн темиçе полкĕ хураллать».

Тус-пĕлĕш, журналистикăра ĕçленĕ çулсенче курнăçнă çынсем те çарти служба пирки кăсăклине, тепĕр чух кулса вилмеллине пайтах каласа панă. Вĕсенчен хăшĕсемпе вулакана та паллаштарас кăмăл пур.

 

Кăпăксăр шампунь

Вениамин Иванов Украинăра салтакра пулнă. Шÿтлеме юратаканскере итлесе тăранмалла мар. Килтен посылка илни çарта - чăннипех пысăк уявччĕ. Веньăн та илес килнĕ. Çийĕнчен салтак альбомĕ хатĕрлеме /ун чух лавккара туянма май çукчĕ/ ăна эбоксит çилĕмĕ кирлĕ пулнă. Килĕнчен ыйтса янă. Посылкăна тĕрĕслеççĕ вĕт - çав çилĕме пытарма, урăх савăта тултарса яма, сĕннĕ.

Чăнах та, кăштахран тăван енĕнчен посылка та çитнĕ. Тĕрлĕ ĕçме-çиме, нуски-алса тата ... шампунь. Питĕ лайăх - хуçалăх супăнĕпе çăвăнса çитĕ! Мунча кунĕнче взвочĕпех çăвăнма каяççĕ. Тусĕ Леша Веньăна асăрхаттарать: «Шампуньне манса ан хăвар!» Паллах, илме манмасть - пурте çăвăнччăр, эпир хыт кукарсем мар вĕт. Чи малтан шăпах Леша пуçне çума пикенет. Хайхи шампуне юхтарса илет те пуçне сĕрет. Мĕншĕн кăпăкланмасть? Татах сĕрет. Мĕн амакĕ - çыпăçать! Çак самантра тин Веня килĕнчен çилĕм ыйтса янине аса илет. Эбоксит вĕт ку! «Тусăм пĕр тăхтамасăр парикмахерские чупрĕ. Унта «скальпне» сиенлес мар тесе вăрах аппаланнă, çилĕме çÿçĕпе пĕрле аран-аран хырса илнĕ. Çакăн хыççăн «асатте» пулнине пăхмасăр шакла пуçпа чылай çÿрерĕ», - аса илет Веня.

Паян энергетика тытăмĕнче ĕçлекен Юрий Алексеенко флотра службăра нумай çул пулнă, карап капитанĕ таран ÿснĕ. Камчаткăра пулнăскер пĕррехинче килтен тухса кайсан унта 2 çултан тин таврăнни çинчен калать. Çавнашкал вăрах ишев. Хĕрлĕ тинĕсре ишевре пулнине манмасть: «Питĕ шăрăх, карап металĕ хĕрсе каять, шыв сапсан - вĕреме кĕнĕ пек...» Акула кĕтĕвĕсем ишнине курса тĕлĕннĕ - пысăкскерсем, 1,5-2 метр тăршшĕскерсем, кĕтĕвĕнче вуннăран та ытла пуль - шыв витĕр лайăх курăнаççĕ. Моряксем вĕсене тытнă та-мĕн. Акула ашĕ çиме юрăхсăр - вăхăта ирттермелле тенĕ пек аппаланнă ĕнтĕ. Тинĕсĕн çак чĕр чунĕсем питĕ çăткăн-мĕн: ятарлă вăлта йĕппи те кирлĕ мар, пралук вĕçне авса унтан хĕрлĕ пусма татăкĕ çаклататăн та - хыпаççĕ кăна! Ĕнерхи капитанăн акула тытса тунă сăн ÿкерчĕк те пур. Чăн та, пысăкки мар, пĕчĕкки, «сувенир вырăнĕнчи акула» тет ун пирки моряк.

Виктор Чиндарев та - ĕнерхи офицер. Службăна Суворов шкулĕнченех пуçланă темелле. Ача чух бокспа туслашнă. Хусанти ăмăртура ăна асăрханă - Суворов училищине чĕннĕ. Аса илĕвĕ те - çирĕп дисциплинăллă ачалăхранах:

- 1972 çулхи çулла питĕ шăрăх пулнăччĕ - торф вырăнĕсем çунатчĕç. Пире стрельбищĕне илсе кайрĕç. Кам лайăх перет - канать, япăххисем татах переççĕ. Тусăмпа хамăр ĕçе пурнăçларăмăр та - йывăç айне сулхăна кайса выртрăмăр. Ыттисем переççĕ. Пысăк сăпса вĕçсе çÿренине асăрхарăмăр. Йăви кунтах иккен. Коля сĕнÿ пачĕ: «Чакаласа пăхар-и?» Малалли - чăн-чăн камит. Сых ятне ОЗК, противогаз тăхăнтăмăр та - йăвана чакалама пуçларăмăр. Унччен те пулмарĕ - унтан хуп-хура пĕлĕт вĕçсе тухрĕ, пире тапăнчĕ. Резина витĕрех сăхаççĕ! Таратпăр - сăпсасем пирĕн хыççăн вĕçеççĕ. Взвод еннелле чупатпăр. Унти ачасем вара ОЗК тăхăнман. Старшина мĕн пулса иртнине ăнланса илнĕ май урса кайса кăшкăрать. Çăлăнмалла, анчах ăçта? Юнашарах - чăрмавсен йĕрĕ. Унта шыв тултарнă бетон шăтăк та пур. Чупса çитрĕмĕр, шыва сикрĕмĕр. Хускалмасăр ларатпăр. Вăхăт иртсен пуçа кăларса пăхатпăр та - çав-çавах вĕçеççĕ, каллех шывра пытанатпăр. Пĕр сехет çурă лартăмăр пуль - сăпсасем лăпланиччен. Çакăн хыççăн Кольăпа иксĕмĕр çумне училищĕре хушма ят çыпăçрĕ - «водолазсем».

 

Салтакри кино

Тĕлĕнетĕр пуль, анчах Анатолий Костерин артиллерист çарта ... кинора ÿкерĕннĕ. 1974 çулта вăл службăра тăнă çар чаçĕн командованийĕнчен «Они сражались за Родину» фильмăн ÿкерÿ ушкăнĕ салтаксене массăллă сценăсем валли уйăрмашкăн ыйтнă. Çапла вара ыттисемпе пĕрле пирĕн ентеш те ÿкерÿ площадкине лекнĕ. «Ирхи апат хыççăн хăш рота паян хăш енче «çапăçассине» пĕлтеретчĕç. Çапла вара пĕр кунхине эпĕ хамăрăннисен енче, тепĕр кун - нимĕçсемшĕн», - кулса аса илет вăл. Пĕррехинче çÿллĕ çитĕннĕ хĕвел çаврăнăш ани урлă каçакан фашистсене сăнлама тивнĕ. Пĕр дубльпе ниепле те ĕç тухман. Автомат-пулемет тытнă фрицсем хĕвел çаврăнăш хушшинчен тухаççĕ. Анчах кашнин аллинче - хĕвел çаврăнăш çаврашкисем, пурте ăна шĕкĕлчеççĕ. Хăшĕсем хĕвел çаврăнăшне хĕвве, кĕсьене чикме те манман. Паллах, кун пек нимĕçсем кино валли мар - тепĕр хут ÿкермелле. Анатолин фашист тумне тăхăнса сăнланнă ÿкерчĕк те пур.

Ятне палăртма ыйтман тепĕр пĕлĕшĕм те каласа култарчĕ. Вăл Çурçĕрте авиацире çар тивĕçне пурнăçланă. Самолетсем вĕçсе хăпаракан, анса ларакан вырăна пысăк упа иленнĕ-мĕн. Хĕлле унăн çывăрмалла, анчах ку темшĕн шартлама сивĕре ыйхăран вăраннă. Çиес килет - çавăнпа çынсем патнелле килнĕ пуль.

Хăрушă вĕт - офицерсем ăна тĕп тума шут тытнă. Темиçен пухăннă та хĕç-пăшал илсе вăрманалла çул тытнă. «Чылай вăхăт иртсен вăрманта перкелешни илтĕнчĕ, - аса илет пĕлĕшĕм. - Унтан - упа хăрушă сасăпа мĕкĕрни! Нумай та вăхăт иртмерĕ - сунарçăсем сиккипе вĕçтерсе килни курăнса кайрĕ... Утамана вĕлерейнĕ-и - сăмах вакламастчĕç. Тĕп тăвайман пуль. Хăйсен вара сехри чăннипех хăпнă. Тепĕр тесен упана та хăратнă пулас - текех килсе курăнмарĕ. Офицерсем çакăн хыççăн вăрмана каймастчĕç».

...Хăшĕсем вара çара каясшăн мар. Мĕн чухлĕ çухатаççĕ! Уяв ячĕпе сире, Тăван çĕр-шывăн хисеплĕ те маттур хÿтĕлевçисем!


Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.