- Чăвашла верси
- Русская версия
Салтак пăтти килти пекех тутлă-и?
Çуркуннехи призыв вĕçленчĕ. Çак тапхăрта республикăра пурăнакан 1771 яш кулленхи пурнăçа улăштарса çулталăклăха салтак атти тăхăнчĕ. Паллах, çĕршыва контракт мелĕпе хÿтĕлеме кăмăл тăвакансем те пур. ЧР çар комиссариачĕ пĕлтернĕ тăрăх, хĕсмете кăçал кайнисен 395-шĕ /22,3%/ - аслă пĕлÿллĕ. 288 çамрăк вара РФ ДОСААФăн вĕренÿ учрежденийĕсенче çарпа шут специальноçĕсене хатĕрленнĕ. Анчах çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен таракансем те çук мар. Паллах, вĕсене пуçран шăлмаççĕ. 40 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă. 17 çамрăка уголовлă йĕркепех яваплăх кĕтет. «Салтак ятне илтесси пасар кулачĕ çиесси мар», - тенĕ ĕлĕкех. Хĕсмет пăттине тутанса курма кашниех тивĕç мар. Салтак çăкăрĕ ват пекех йÿçĕ-шим? Тăван тăрăхпа вăхăтлăха сывпуллашма çăмăл-и? Çак ыйтусене салтак аттине нумаях пулмасть тăхăннă Володя Поляков каласа кăтартма килĕшрĕ. Малалла вулас...
Комментировать