ПИТПЕ ÇŸÇ ВАЛЛИ - ЧИЕ МАСКИ

29 Июл, 2015

Дерматологсем витилиго аптратсан чĕрĕ чие çиме тата тата сĕткенне ĕçме сĕнеççĕ. Ÿт çинчи пăнчăсенчен хăтăлма чиери никотин йÿçекĕ пулăшать. Çÿç ытла ир шуралма пуçласан лайăх пиçсе çитнĕ çырлине çини, сĕткенĕпе çÿç тымарĕсене сăтăрни усăллă.

Ÿте сиплеме чиен вĕтетнĕ çулçипе те, йывăçăн хуппи çуркалансан юхса тухнă сухăрпа /камедь/ та усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, ÿт сиенленсе юнлансан суран çине чĕрĕ чие çулçине вĕтетсе е сĕткенĕнче йĕпетнĕ мамăк хураççĕ. Шатрасем çине - чие сухăрне.

Килти косметикăра чие паллă вырăн йышăнать. Çырлинче ÿте кирлĕ тутлăхлă япала чылай: органика йÿçекĕсем, пектин, хытаракан япаласем, витаминсемпе минералсем.

Ÿте нÿретет, çамрăклатать

Чие маски ÿте нÿретет, çамрăклатать, тасатать, тар шăтăкĕсене пĕрет. Çак çырла çуллă, сарăлнă тар шăтăкĕсемлĕ ÿтшĕн уйрăмах усăллă. Çав вăхăтрах чие çырлипе сĕткенĕ тип çупа е çăра сĕтпе /сливки/ пĕрле типĕ ÿте те паха витĕм кÿреççĕ.

  • Çуллă ÿтшĕн çак маска усăллă: чиене лÿчĕркесе сĕткенне юхтармалла. Сĕткенре йĕпетнĕ мамăка е марля салфеткăна питпе мăй çине 15-20 минута хумалла.
  • Çуллă ÿт валли тепĕр рецепт: кăшт крахмал хушнă чие сĕткенне питпе мăя сĕрмелле, 20 минутран ăшă шывра йĕпетнĕ мамăк тампонпа шăлса таатмалла. Сĕткен вырăнне нимĕрленĕ çырлапа усă курма юрать.
  • Ывăннипе куç айĕ тăртансан, тĕксĕмленсен нимĕрленĕ чие çырлипе хăйма е тăпăрчă хутăшне хуни пулăшать.
  • Ÿте шуратакан маска хатĕрлеме шултра темиçе чие çырлине лÿчĕркесе темиçе тумлам лимон сĕткенĕпе тата 2 апат кашăкĕ йÿçнĕ сĕтпе хутăштармалла. Маскăна тасатнă ÿте 15-20 минута сĕрмелле, унтан сивĕ шывпа çуса тасатмалла. Ÿт типĕ пулсан лимон сĕткенĕпе усă курма сĕнмеççĕ.
  • Ÿт типĕ чухне чие пăттине тип çупа /олива çăвĕ лайăхрах/ хутăштарса питпе мăя сĕрмелле. 10 минутран мамăк тампонпа шăлса тасатмалла та ăшă шывпа çумалла.
  • Ватăлакан ÿт валли стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ чие пăттине 1 чей кашăкĕ пылпа /ăна аллерги çук пулсан/ тата 1 апат кашăкĕ палан сĕткенĕпе хутăштармалла. Маскăна пите сĕрмелле, 10-15 минутран сивĕ шывпа çуса тасатмалла. Маска пите тутлăхлă япаласемпе тивĕçтерет, пĕркеленчĕксене якатать.
  • Уçăлтаракан, тонуса çĕклекен, ÿт пиçĕлĕхне ÿстеркен маска валли чие çулçипе çамрăк турачĕ кирлĕ. 2 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут пиçĕхтермелле. Шĕвеке чиксе кăларнă марльăна пит çине 15-20 минута хумалла.

Çуллă пулсан

Чие сĕткенĕ хушса хатĕрленĕ маска çÿçе çирĕплетнипе пĕрлех йăлтăртатакан сывă тĕс кĕртет.

Çÿç çуллă пулсан чие маски ырă витĕм кÿрет. Çырлисене эмальленĕ кастрюле хурса лÿчĕркемелле, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Сĕткене çĕрулми крахмалĕ тата шултра мар пĕр лимон сĕткенĕ хушса хăйма пек нимĕр пуличчен пăтратмалла.

Маскăпа пуçа çăвас умĕн усă курмалла. Çÿçе турапа уйăра-уйăра маскăна тăршшĕпех сĕрмелле. Унтан пуçа целлофанпа витмелле, алшăллипе чĕркемелле. 40-60 минутран çÿçе ăшă шывпа шампуньпе çумалла, лимон шывĕпе /1 литр шыва - 1 апат кашăкĕ лимон сĕткенĕ/ чÿхемелле.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.