Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейший Патриархĕ Чăваш Ене килет
Июлĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Варнавăпа тĕл пулнă, Чăваш Ене Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейший Патриархĕ Кирилл визитпа килнĕ май канашлу ирттернĕ.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейший Патриархĕн Кирилăн визичĕ - тĕрлĕ наци çыннисем, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем мирпе тăнăçлăхра пурăнакан Чăваш Ен пурнăçĕнче - пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм.
Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава каланă тăрăх - августăн 1-мĕшĕнче Святейший Патриарх Пукрав тата Татиана чиркĕвĕнче Çĕрĕпе тăвакан кĕлĕн ирхи кĕллине тăвать. Августăн 2-мĕшĕнче Унăн Святейшестви Апостолсемпе тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă соборта Литурги тăвĕ. Çавăн пекех Унăн Святейшестви «Çĕнтерÿ» паркĕнчи Мухтав монуменчĕ умне чечек кăшăлĕ хурĕ, Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе тĕп хуламăрти Калинин урамĕнче лартакан чиркÿ никĕсне хывĕ.
Святейший Владыкăн визитне тÿррĕн трансляцилессине йĕркелеççĕ. Пукрав тата Татиана тĕп чиркĕвĕпе Апостолпа тан Владимир кнеç соборĕ çывăхĕнче пысăк экрансем вырнаçтарĕç.
Визита митрополишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсем умĕн йĕркелеççĕ. 2016 çулта Вырăс Православи Чиркĕвĕн Шупашкар - Чăваш епархине йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине паллă тăвĕç, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава 85 çул тултарать, вăл Шупашкар-Чăваш кафедринче архипастырь службинче тăма пуçланăранпа 40 çул çитет. 2015 çулта Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитрĕ. Çакă та символла: визит вăхăтĕнче Литургие Çĕнĕ Шупашкарта ку святой ячĕпе сăвапланă чиркÿре ирттерĕç.
Михаил Игнатьевпа Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава çавăн пекех чиркÿпе влаçăн республикăра пурăнакансен пурнăçне пĕрле лайăхлатмалли тĕллевсене сÿтсе явнă.
Митрополит Михаил Игнатьева Чăваш Ен халăхĕн ырлăхĕшĕн ырми-канми, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав тунă.
А.ЛЬВОВА
Комментировать