Пĕр пулăм та йĕр хăвармасăр иртмест

29 Июл, 2015

Юлашки çулсенче чăваш литературинчи проза каçалăкĕнче анлă сарăлнă пĕчĕк калăплă калавсем - миниатюрăсем - йышланнине асăрхама пулать. Пĕр енчен пăхсан вĕсем кĕске, пĕчĕк ÿкерчĕксен çыххи евĕр, тепĕр енчен уйрăм шухăша палăртса хунă пурнăç ÿкерчĕкĕ е сыпăкĕ пек курăнаççĕ. Çавăн евĕр сăнлăхлă пĕчĕк ÿкерчĕксем М.Карягина, Ю.Силэм, В.Антонов, Л.Маяксен т.ыт. çыравçăсен пултарулăхĕнче сăнама пулать. Атăлпа Урал хутлăхĕнчи халăхсен литературинче те çакăн евĕр пĕчĕк ÿкерчĕксем сахал мар.

Чăваш литературинче ку жанр вĕр çĕнĕ тесе калаймăн, вăхăт чĕртсе тăратнă жанр тесе палăртмалла-тăр ăна. Ĕлĕкхи миниатюрăсем чылай чухне вĕçленнĕ шухăша пĕлтерекен кĕске те сăнлăхлă ÿкерчĕксем пулнă-тăк, паянхисем пурнăçри пĕр-пĕр шухăша, пулăма пуянлатмалли хатĕр ÿкерчĕк евĕр курăнаççĕ. Кулленхи пурнăçра тĕл пулакан самантсене, сăлтавсене, шухăш-туйăма, асаилÿсене дневнике çырса хунисем пек аталанать паянхи чăваш миниатюри. Çак черновик-тетрадьре çырса хунă шухăшсемпе ÿкерчĕксем вăл е ку хайлавăн кÿлепине вырнаçаççĕ пурăна киле, е пĕр-пĕр сăнарлă ÿкерчĕк шăнăрне йышăнаççĕ.

Чылай чухне çак миниатюрăсем çыравçăн шалти туйăмне, чун канăçсăрлăхне, ĕмĕт-тĕллевне палăртакан монолог хапине йышăнма пултараççĕ. Акă Марина Карягина миниатюрисем пурте тенĕ пекех вăл е ку пулăма шалти кăмăл-туйăм мĕнле йышăннине хут çине çырса хунин тĕслĕхĕсем теме май пур. Вĕсенче композиципе сюжет йĕрĕсем кирлех те мар тейĕпĕр. Ку пулăм миниатюрăсемшĕн характерлă та мар. Вĕсенче малти вырăна кăмăл-туйăм хусканăвĕн хăйнеевĕрлĕхне пиçсе çитнĕ самантра палăртасси, тĕрĕсрех, çырса хурасси тĕпре. Çак самантра философиллĕ тарăн шухăш, лирикăлла туйăмсен хумĕ те мала тухать.

"Тăван Атăлта" "Пирĕн урам анаталла" рубрикăра пичетленсе пыракан пĕчĕк ÿкерчĕксем те пурнăçран илнĕскерсемех. Вĕсене Улатимĕр Улхаш çыравçă аталантарса пырать. Чăваш çыравçисемпе тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ вăхăтра пулса иртнĕ пулăмсем вырнаçнă миниатюрăсен шăнăрне. Ан тив, пĕчĕк çеç ÿкерчĕк тейĕпĕр, апла пулин те вĕсем вăл е ку çыравçăн пĕтĕмĕшле портретне калăплама кирлĕ пĕчĕк кăна деталь сĕмне йышăнаççĕ. Номертен номере пичетленсе пыраççĕ миниатюрăсем, çапах та вулакана йăлăхтармаççĕ.

Марина Карягина çырнă "Мăнкун" калав та миниатюра евĕр. Калавăн содержанийĕ çапла аталанса пырать. Мăнкун уявĕ çитсен, ирпе, арçын ача /калаври ĕç-пуç ун йĕри-тавра пулса иртет, анчах та унăн ячĕ çук/ кукамăшĕн чаплă пĕтевне, амулетне, ăнсăртран ÿкерсе аркатать. "Йăлтăркка тăмран кăна пулсан та чаплă пĕтевччĕ çав вăл, авалхи. Кукамая вăл хăйĕн кукамăшĕнчен юлнă, ăна - хăйĕн кукамăшĕнчен..."

Тем пек хуйхă пулсан та - мăнкун мăнкунах. Арçын ачапа Элпи, кÿршĕсен хĕрачи, килрен киле мăнкун çăмарти пуçтарма вĕçтерчĕç. Каçхине çывăрма выртсан ача хăрушă тĕлĕк курать. Вăл чăм шыва ÿксе вăранса каять, хăй пĕлнĕ пек кĕлтума пуçлать:"Хĕрхен мана, тÿпе, каçар... каçараятăн пулсан... Айăп ан ту, хĕвел... Ан ÿпкеле, çил...…Çырлахăр, курăксем... Эй, пĕлĕтсем! Илсе ан кайăр манăн мамине...…Аннене...…Тархаслатăп сире..."

Марина Карягина арçын ачан чун ыратăвне сăнлас йÿтемлĕ. Кунта тĕлĕк хăйне евĕр сикчевлĕ пулăма систерни. Кĕске кăна тĕлĕкри курăну миниатюра çырмалăх материал сĕнет çыравçа, пурăна киле "Мăнкун" хайлаври ĕç-пулăм черетлĕ хайлав композицине вăй кÿме тивĕç. Çыравçă "Хула варринчи утрав" калавĕнче те хăйне канăç паман шухăша хускатать. Калав вара çапла вĕçленет, "Лап! Сÿнсе ларчĕ çутă чун-чĕремре. Вилтĕм-ши эп? Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртеймесĕрех-и?! Хыпашласа пăхап - чиперех ларап Атăл шывĕ варринчи пуш-пушă утрав çинче пурнăçăн тăранайми тутлă сывлăшне сывласа. Йĕп чиксен те куç курмасть. Ăçта кайса кĕчĕç хула çутисем? Тупсăмĕ ытла та ансат, электричествăна чарнă. Тĕнче пĕтнĕ тейĕн, пурăнăпăр-ха унсăрах. Чим-ха, компьютерти вĕçĕ-хĕррисĕр çырăвăм, сыхласа хăварманскер, ним юлми хуралчĕ-ши?! Ак сана ăслă машина! Тĕнчере шанчăкли ним те çук-мĕн...… Хунар?! Мĕншĕн ун çути çитмест кунта? Манăн утса çÿрекен, шав инçеленсе пыракан хунар та сÿнсе ларчĕ-ши?! Урăх çуталаймасан. Çывăхланас вырăнне инçеленсе кăна пыратчĕ пулин те, мĕнле пурăнас халь вăл çутă иккенне туймасăр..."

Чĕрере йĕр хăварнă самант яланах мĕнле те пулсан пулăм урлă аса килсе "асаплантарать". Çавăн евĕр кашни самант сăнлăхлă ÿкерчĕк урлă тĕрĕслĕх çул-йĕрне шырать. Çав çул-йĕре шырани - илемлĕ хайлав валли материал хатĕрлени. Ытларах чухне кун евĕр пурнăç материалĕсем кулăшпа питлев ĕнĕрĕвне витĕм кÿреççĕ. Тен, çавăнпах пулĕ кулăш хайлавĕсем кĕске те пĕр ÿкерчĕклĕ сăнлăхсенчен йĕркеленеççĕ. Эппин, миниатюрăсен пурнăçри вырăнĕн пĕлтерĕшĕ пĕрре те ăнсăртран мар.

Миниатюрăсене "Тăван Атăлпа" "Капкăн" журналсем яланах тарават пулнă. "Çыру кĕнекинчен" ярăм та кĕске ÿкерчĕксен рубрикиех. Унта Петр Львовăн кĕске калавĕсем тăтăшах кун кураççĕ. "Нумай кирлĕ-и çынна!", "Сахал сăмахлăн", "Качаллă йĕрке", "Пурте тавар" ÿкерчĕксен ячĕсемех унти ĕç-пуç пирки евитлеççĕ. Пурнăçра тĕл пулса чуна кĕрсе юлнă самантсем вĕсенче, каярах аса илтерсе çул кăтартса пыраканскерсем е йăнăш çулпа каясран хÿтĕлекенскерсем. Çавăн пекех этем çĕр çинчи хăйĕн вырăнне тупнине, пурнăç тĕллевне ăнланса илнине кăтартакан миниатюрăсем те çук мар çыравçăн. "Аслашшĕ" ятлă пĕчĕк çеç ÿкерчĕк пурнăç йĕркине сума сăвакан ватă çын пирки. Хрулкка мучи мăнукĕ çуралсан чунри савăнăçа кил-çурт таврăшĕнче кăна пăслантарса пĕтерме çуккине туять. Ял çумĕнчи вăрманти катана çул тытать чунĕ савăнăçпа тулнă ватă, çутçанталăкпа пĕрлешсе каять тейĕн вăл. Куçа-куçăн, чунпа-чунăн пуплешеççĕ пурнăç курнă, пурнăç хакне ăнланнă, тĕллевне пурнăçланă этемпе çут тĕнче. "Вот, - терĕ мучи, ак, ирĕклĕн-çăмăллăн сывласа ярса, калас тенине килĕнчен тухнăранпа халь тин, вăрманта тупнă пек. - Лайăх-лайăх... Пурте питĕ лайăх. Йĕркеллĕ. Эпир-и? Эпир маххă парăпăр-и? Çо-ок нихçан та!.. Эпир..." Чунри савăнăç капланăвне çутçанталăкра кăларчĕ, чунне кантарчĕ, килелле утнă май юрă ĕнĕрлерĕ Хрулкка мучи. Пĕчĕк кăна ÿкерчĕк. Самай шухăша ямалла хайланăскер.

Николай Карайăн "Ял калавĕсене", Аркадий Казановăн "Прозăлла сăввисене" те миниатюрăсен йышне кĕртмелле. Миниатюра ытларах чухне автобиографиллĕ самантсене куç умне кăлармалли мел. Анатолий Тимофеев-Сăрнай "Кун кĕнекинчен" ярăмра хăйĕн ачалăхри саманчĕсене ÿкерсе кăтартать. Вăрçă вăхăчĕн асаплă ачалăх кунĕсене ретроспектива мелĕпе каласа парать автор. "Кун кĕнекинчен" ярăма тăватă ÿкерчĕк кĕнĕ. "Аттепе паллашни" миниатюрăра автор-калавçă ашшĕпе еплерех паллашнине сăнарлăн калăпланă. Пĕчĕк кăна самант - чуна пырса тивмелле сăнлăхлă ÿкерчĕк. Чÿречерен шаккакана уçма тухма хăраса кăмака çинче ларакансем пÿрте салтак тумлă çын кĕрсе тăрсан та вĕсем патне мĕнле салтак килнине ăнланса илейменни, ашшĕ ачисене хăй камне пĕлтерсе хăйĕн ытамне илнĕ самант чуна пырса тивмелли ÿкерчĕк теессĕм килет. Чăнах та, ашшĕне паллаймиех пулнă ачасем вăл вăхăтра миçе пин пулнă-ши?

"Куçран пăхрĕ - пил пачĕ" миниатюра та çыравçăн ашшĕпех çыхăннă. Салтакран аманса таврăннă ашшĕ виличчен пил парса хăварать хăвăрт ÿссе çитĕннĕ ачисене. Пилĕнчен ытла кĕтÿ кĕтнĕшĕн илсе пĕтереймен тырăпа çĕрулмине камран-камран илмеллине çыртарса хăварни вăхăт сывлăшне пыра каплантарниех. "Анне çĕрĕпех йĕчĕ" ÿкерчĕкре те шухăша яракан пулăм. Эрне кĕтÿ кĕтнĕ хыççăн аванс шучĕпе çыртарса илнĕ икĕ пăт çăнăха çул çинче çухатса хăварнăшăн амăшĕ ачисене ятламасăрах çĕр каçичченех йĕни мĕнрен начар ÿкерчĕк. Вăрçă вăхăчĕпе ун хыççăнхи йывăр çулсен асапĕ хальхи куçпа, аслă куçпа хакланать пулсан та çыравçă унта вăхăтăн хĕрхÿ тутине тăвар тивтерни куçкĕрет. Ярăм "Вăхăтсăр киле таврăнни" ÿкерчĕкпе вĕçленет. Унта автор-калавçăн вĕренме каяс кăмăлĕн хиврелĕхне куратпăр. Çапла, Тимофеев-Сăрнай çырнисем кĕске кăна ÿкерчĕксем, апла пулин те сăнарлăхпа илемлĕх, вăхăт таппине туйни миниатюрăсем уйрăм калав е новеллăран та чуна çывăхрах пулнине ĕнентерет. Пĕчĕк ÿкерчĕксенчи çĕршыв историйĕн ахрăмĕ паянхине аваллăхпа çыхăнтарать.

Валентина Тарават "Аншарли", "Итлемерĕм аннене" миниатюрăсенче паянхи пурнăç саманчĕсене шăнăрланă. "Аншарли" калавра тăванĕсем килнипе савăннă кинемей сăнарĕ ÿтленнĕ. "Итлемерĕм аннене" миниатюрăра ĕçкĕ серепине лекнĕ упăшки арăмĕ кăкăр ачи валли сĕт илме парса янă юлашки укçана ĕçсе янишĕн тарăхнă вăхăтра амăшĕн сăмахĕсене аса илет. Кун евĕр тĕслĕхсем пурнăçра тăтăш, куллен пулакан самантсем темелле. Анчах та пĕр пулăм та пурнăçра йĕр хăвармасăр иртмест иккен. Чунра йывăр вăхăтра хамăр тунă йăнăшсен сăлтавне тавçăрса илме пултарни начар пулăм мар ĕнтĕ. Миниатюрăсен тĕллевĕ - çавна вулакан чунĕнче мĕнле те пулсан ытларах акса хăварасси. Çамрăк чухнехи шухăлăх чылай чухне инкек патне илсе çитернине кăтартас тĕллев лартнă Лидия Филиппова "Аннесем кăна ăнланĕç", "Улмуççи текех çеçкене ларман..." пĕчĕк ÿкерчĕксенче. Калăпăшĕпе пĕчĕк калав евĕр йĕркеленнĕ миниатюрăсенче чылайăшĕнче самай пысăк, тĕрĕсрех, трагедиллĕ ÿкерчĕк, юратупа вилĕм сăнарланнă.

Ку чухнехи миниатюрăсем пĕринчен тепри саманапа пĕрле этем чунне кĕрсе ларнă усал алхасăвне ÿкересси çине шак хуни палăрать. Хĕрпе каччă хушшинчи ăшă та çывăх калаçусем хыççăн пикен çеç тÿссе ирттермелли йывăр самантсем мала тухаççĕ В.Кирилловăн "Ывăлун ачи, пăхса ÿстер" миниатюрăра. Пĕтĕмĕшле литература та ку ыйтăва алран яма васкамасть. Эппин, пурнăç тени малаллах. Темле самана, политика, вăхăт хуплатăр çĕр питне, унта çамрăк хĕвĕшĕвĕн янăравлă сасси пур чухне ку тема кивелекеннисен йышне куçаймĕ.

Николай Ишентейĕн "Мăйран чул çакнă йытă çури" ял тĕрленчĕкĕсем ярăмри миниатюра паянхи ял ÿкерчĕкне сăнани. Чунри ырăпа усал кĕрешĕвне таса мар эрехе /ялти Ордем фермер сутакан юрăхсăр шĕвек/ пулах пурнăçран уйрăлнă Тульккан чунне ăсатма çурçĕр çитеспе ял вĕçне тухнă ял-йыш патне, кăвайт çутине кура, мăйĕнчен чул çыхса шыва пăрахнă йытă çури нăйкăшса çитет. "Вилнĕ çын хăйне асăнакансем патне йытă сăмси çине ларса килет", текен каларăш чăна килнĕ тейĕн. Тульк-кан яланхи тусĕ, ĕçкĕç Митяç йытă çурине килне илсе таврăнать. Çĕр çинчи пурнăçăн илемне курма вĕрентет йытă çури çĕнĕ хуçине. Митяç тĕрĕс çул çине тăчĕ, ĕçе вырнаçрĕ, пÿрт-çуртне юсаса çĕнетрĕ... "Ăсату çути мĕнле ялкăшса çĕртен тÿпене çĕкленет, тĕрĕслĕх çути те çапла çÿлтен каялла таврăнать. Çĕр çинчи çылăхлă çынсене витĕр çутатса пăхма. Айăпсăр чуна вилĕм сунакан та çав çутăран хăтăлаяс çук. Ыттисене усал сунакан хăй те ырă кураймĕ", - тет кăвайт тавра пуçтарăннă халăх. Хăйсен ялĕнчи Ордем фермерăн çылăхĕсене кăвайт çутинче курнă евĕр. Пĕчĕк кăна ÿкерчĕкри философилле тарăн шухăш шăрăх çанталăкра лĕм сулхăн çил килнĕ пекех вулакан чунне çăмăллатать.

"Кĕçĕн алăк" ярăмра пичетленсе пыракан хайлавсем те калав жанрĕн кÿлепине хапсăнсах хайланă произведенисем. Чылай енчен вĕсем миниатюрăсене аса илтереççĕ. Акă О.Рубцова çырнă "Икĕ кайăка хăваласан" калав ятпа кун çути курнă миниатюра. Асăннă хайлавра та çамрăк хĕр-упраçăн яш чухнехи хĕрÿлĕхĕпе теветкеллĕхĕн саманчĕсем. Юратупа çунатланнă чун хĕлĕхĕсем лĕм çилпе те вăйланса кайма, талпăнса вĕрекен вăрăм çил те ялкăшса çунакан чĕренех сÿнтерсе лартма пултарать мар-и? Юрату этеме пурнăç парнелекен, ăна туртса илекен вăй-хăват та. Çавăнпах пулĕ çак асамлă туйăм чăваш прозаикĕсене пĕрре те канăç памасть. Пур ÿсĕмри çы-равçăн пултараслăх хăватне юрату витерсе тăрать иккен.

Николай ОСИПОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.