"Коммунизм ялавĕ" хÿттинче

28 Июл, 2015

Юратнă хаçатăмăр "Хыпар" тепĕр çул çĕр вуннă тултарать. Вăл манăн пурнăçра та паллă йĕр хăварчĕ. Тарăнах мар та - пурпĕр эп ăна ырăпа çеç асăнатăп. "Коммунизм ялавне" Трак енĕн "Ял пурнăçĕ" хаçатĕнчен 42 çул каялла куçса килнĕччĕ. Кĕтмен-туман, шухăшламан çĕртен. Хытă тĕлĕнсе юлчĕç Трак енсем эпĕ Шупашкаралла сасартăк тухса кайнинчен. Редакци çурчĕпе юнашарах вырнаçнă Санэпидемстанци хуçи Лев Осипов, салтак нушине пĕрле тÿссе ирттернĕ ефрейтор-врач, мана хăйĕн кантурĕн "Москвичĕпе" Кăнтăр паççулкине Мишша пичче /Михаил Сэниэл поэт/ патне леçсе хăварчĕ.

Тепĕр кунне Володарский урамĕнчи "Коммунизм ялавне" ирпе-ирех пырса çитрĕм. Тем тăршшĕ тĕксĕм коридорăн икĕ енĕпе вырнаçнă алăксене, вĕсем çине çырса çапнисене пăхкаласа çÿретĕп-ха: парти пурнăç пайĕ, корректорсем, ялхуçалăх пайĕ... Кунта та çырусен пайĕ пур-мĕн...

Редактор патне кĕтĕм.

- Çитрĕн-и? - терĕ мана вăл, стена çумĕнчи пукан çине ларма сĕнсе. - Леонтий Алексеевич каланăччĕ-ха... Трак ен хаçатĕнчен апла? Юрать, юрать, килни лайăх, вырăн тупăпăр. Çынсем кирлĕ пире. Тăлмачă... Так, так, - хăйпе хăй калаçрĕ манăн çĕнĕ редактор. Унтан умĕнчи хучĕсене пĕр çĕре пуçтаркаларĕ те ман çине куçлăх çийĕпе пăхса: - "Сăвă çыратни?" - тесе ыйтрĕ.

- Сăвă-и? Сăвă çырмастăп, - терĕм мĕншĕн çапла ыйтнине тавçăрса илеймесĕрех.

- Лайăх - çырмастăн пулсан...

Редактор, сĕтел патнерех куçса ларма чĕнсе, ман ума вырăсла текст хучĕ.

- Яту мĕнлеччĕ-ха, а-а, астурăм, Егоров юлташ, - терĕ кулкаласа. - Çакна чăвашла куçармалла.

- Юрать, юрать, Михаил Николаевич, - тетĕп хут листине çавăркаласа пăхса: "Килеççĕ-каяççĕ, килеççĕ-каяççĕ..."

- Килеççĕ çав, - тет Михаил Якимов ман çине урлă-тăрăхăн пăхкаласа, - вара каялла кĕрлеттереççĕ. Асту, Егоров, ячĕсене-инициалĕсене тĕрĕс çырмалла. Сиктерсе ан хăвар... - терĕ редактор ăшă кăмăлне пытармасăр. Вара пÿлĕмрен тухса кайрĕ.

Кунашкал текстсене-шаблонсене "Ял пурнăçĕнче" вĕçĕмсĕр куçарма тивнĕрен редактор таврăннă çĕре куçарса та хутăм.

- Акă, Михаил Николаевич, - тетĕп чăвашла текста ун еннелле тăсса.

- Куçарса пĕтертĕн те-и? - тĕлĕнет редактор.

- Пĕтертĕм, - тетĕп кăкăрĕ çинчи орден колодкине пăхкаласа: "Вăрçă çулăмĕнче пиçсе тухнă иккен".

Куçарăва вăраха ямасăр вуласа тухрĕ те кулкаласа илчĕ. Вара пĕр вырăна шĕвĕр пÿрнипе тĕллесе:

- Пĕр йăнăшна пурпĕрех тупрăм, - терĕ, - "Коммунизм ялавĕ" КПСС Тĕп Комитечĕ тесе çырмасть, унăн хăйĕн шаблонĕ пур - Центральнăй Комитет...

Ним те шарламарăм, унпа килĕшсе пуçа сулса çеç лартăм. Заявлени çыртарчĕ, тăлмачă вырăнĕ пушаниччен ялхуçалăх пайне кайса ларма хушрĕ. Редактор сĕнĕвне ăша хывса коридора тухрăм. Чÿрече тĕнни çывăхĕнче чĕлĕмçĕсен "пухăвĕ" пырать. Хĕрсе кайса, пĕр-пĕрне пÿле-пÿле калаçни ку вĕçнех илтĕнет. Хăйсем никама та вăрçмаççĕ, такама пĕр харăс мухтаççĕ курăнать.

"Ялхуçалăхĕнче" - иккĕн. Пĕри, кĕтесри сĕтел хушшинче лараканни, пуçлăх пулма кирлĕ. Паллашрăмăр:

- Павел Иванович, - терĕ хăйне. - Эсĕ Ваня пулмалла, Иван.

- Шăпах çавă... Егоров.

- Мишша шăллĕ пуль-ха, - Хусан университетĕнчен практикăна килнĕччĕ. Юлашки эрнинче Егоровран "Сениэл" пулса тăчĕ...

Пÿлĕмри тепĕр сотрудникпа та алă тытсах паллашрăм: "Рафаил" терĕ хăйне Яковлев. Мана сĕтел-пукан тупса пачĕç. Вырнаçкаласа, хаçат-журнал пăхкаласа ларнă хушăра пай пуçлăхĕ ыйтусем пама тытăнчĕ.

- Сăвă çыратăн-и? - пĕлесшĕн пулчĕ çăра куç харшисене пĕркелесе. Шакла пуçне сулахай аллипе сăтăркаласа илчĕ. Тути-çăварне темле пăркаларĕ. Унтан ман еннех çаврăнса ларчĕ те питне-куçне йăлкăштарса:

- Çыратăн-тăр, - терĕ. - Шарламастăн та...

- Сăвă-и? Çырманпа пĕрех.

- Тĕрĕс, - килĕшрĕ манпа Павел Иванович, - тĕрĕс тăватăн. Эпĕ те çыркалаттăм... Тĕллĕн-тĕллĕн лайăхах сăрмаклаттăм. Çырайми турĕç! Уйрăмах пĕри, "Пинер" текен стукач, хыт тăрăшрĕ. Чăвашахчĕ хăй, Усал сывлăш пулчĕ. Колыма... Колыма таранах çÿретрĕç... Кунта, хаçатра, сăвă çыракан кирлĕ мар. Асту, ачам... Кунта, уйрăмах пирĕн пайра, удобрени ячĕсене, тырă сорчĕсене тата машинăсен маркисемпе выльăх ăрачĕсене пĕлсен те çитет.

- Чухлакалап-ха хăшне-пĕрне, - тетĕп мана хирĕçех ларакан ĕçтеш енне те пăхкаласа.

- Нитрофоска текеннине курнă-и, пĕлетĕн-и?

- Илтнĕ...

- Маттур, - мухтама тытăнчĕ мана "экзаменатор", Рафаил Яковлев еннелле пуçне сĕлтсе. - Якимов Мишша хăй чаплă журналист мар та, анчах туйăмĕ вăйлă, пĕлет пирĕн пата кама ямаллине.

Пĕрер эрнерен-ши, Павел Иванович пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен самаях пĕлсе çитрĕм: "халăх тăшманĕ" Колыма тăрăхĕ таранах çул çÿресе таврăннă. Вунсакăр çула яхăн Шупашкартан инçетре, Чăваш çĕршывĕнчен татăлса хĕн курса пурăнма тивнĕ ăна. Унччен маларах НКВД путвалĕнче темиçе уйăх ларнă. Çÿлерехри кабинетсенче допрос тунă хыççăн ăна каçалапа картишне илсе тухса стена çумне тăратнă. Виççĕмĕш хут "персе вĕлерсен", тăнне çухатнă ристана урисенчен сĕтĕрсе путвал картлашкисене пуç купташкипе шутлаттарнă. Пĕррехинче, пÿлĕмре иккĕн кăна юлсан, экс-зек пуç купташкине-ĕнсине тыттарса кăтартрĕ. Чăнне калать Павел Иванович: "вещдок" куç умĕнчех - пуç купташки мăкăрăлса тимĕрленнĕ...

Коридора тухкаланă хушăра палланă çынсене те куркалатăп. Пĕри, Ваççил Петров, çÿллĕ те илемлĕ çын. Сăпайлă тыткалать хăйне. Ăна эп хам "Ял пурнăçĕнче" ĕçленĕ вăхăтранах пĕлетĕп. Унта вăл Трак ене командировкăна-мĕне пырсан кĕре-кĕре тухатчĕ. Сăмсаллă кăвак беретпа çÿретчĕ. Плащĕ çутăрах сăрă тĕслĕччĕ.

- Килсе тĕрĕс турăн, - тет Ваççил ал парса. - Район пурнăçне пилĕк çул хушшинче пĕлсе çитрĕн-тĕр. Халĕ Чăваш çĕршывне урлă-пирлĕ касса тухмалла сан. Манăн çитмен çĕрĕм юлмарĕ-тĕр...

Чĕлĕмçĕсен кĕтессинчен пĕр çын пирĕн паталла сарлакан, коридор тулли утса килет. Ку вăл Герман Желтухин пулчĕ. Унăн "Çеçпĕл çеçкисем" кĕнекере çапăнса тухнă балладине вуланăччĕ. Хăйне, ак, тин куртăм. Алă тытрăмăр. Мана та пĕлет иккен вăл. Район хаçачĕсене вĕсем пăхкаласах тăраççĕ-мĕн.

Юлташсем чĕлĕм туртмаççĕ. Коридорпа калаçкаласа, пуçа уçăлтарса çÿрерĕмĕр. Ку хаçатçăсем сăвă-калав çырнине редактор - вăрçăпа ĕç ветеранĕ, обком бюровĕн членĕ - пĕлет-ши, сисет-ши?

Часах мана, Ваççил каларăш, республика пурнăçĕпе паллашма çĕнĕ пуçлăхăм Куславкка районне командировкăна ячĕ. Лерен вырăнти влаçсен-чиновниксен ĕçне-хĕлне сивлесе-тиркесе çыру килнĕ-мĕн. Çырури фактсем тĕрĕссипе тĕрĕс маррине пĕлме ячĕç пулать мана. Кайса килсен "Çыру йĕрĕпе" рубрикăпа статья-тишкерÿ çапса кăлармалла "Коммунизм ялавĕнче".

Куславккана ирхи автобуспах çитрĕм. Райкомăн пĕрремĕш секретарĕ А.М.Леонтьев мана Куснара хăйĕн машинипе, кĕрхи йĕпе-сапара таçта та кĕрсе тухма пултаракан "Уазикĕпе", леçтерчĕ. Кайран аслă çул çине совхоз машини кăларса ярĕ терĕç. Доярка çырăвĕн йĕрĕпе унти фактсене тĕрĕс пĕлме таçта та çитрĕм темелле. Çыру авторĕн килне те кайса куртăм: йĕркеллĕ çемье, упăшки - водитель. Икĕ ачи - маттурсем. Виççĕмĕшне кĕтет. Фермăра - хисеплĕ çын. Эп ăнланнă тăрăх, дояркăна декрет отпускĕ пирки те, укçа тÿлес енĕпе те тата ытти тĕлĕшĕнчен те кÿрентерсе пĕтернĕ иккен. Саккуна пăсни куçкĕрет: кăна эпĕ ферма коллективĕпе, кашнинпе уйрăммăн калаçса, алă пустарса, яваплă ытти çынсем урлă тĕпчесе пĕлтĕм темелле. Совхоз директорĕпе, партком /партбюро/ секретарĕпе çеç тĕл пулса калаçас килмерĕ. Совхозăн пĕрремĕш коммунистне дояркăн "чăнкă" мăшăрĕ тахçан çухинчен явса илнĕ пулнă. Лешĕ халь, утне тивмен туртине тенĕ пек, водителĕн арăмне тавăрать. Упăшкине те шофертан кăларттарнă, арăмне те прогулсем тунă тесе çитес вăхăтрах ĕçрен хăтарма палăртса хунă-мĕн...

Ял çыннисен çăмăл мар пурнăçне мĕн ачаран курса, ăша хывса ÿснĕскер хура халăхăн хутне кĕме май килнишĕн савăнса та хавхаланса "Çыру йĕрĕпе" корреспонденцие вăраха ямасăр хайласа та хутăм. Мĕнлерех пулса тухнине пĕлес шутпа, машинкăпа çаптариччен малтан, пай пуçлăхне кăтартса пăхас терĕм. Павел Иванович хайлавăма çамки тирне пĕркеле-пĕркеле вуласа тухрĕ те ĕнсине пăркаланă май тăн парса илчĕ:

- Маттур, Иван Павлăч, - терĕ вăл чи малтанах. - Тĕрĕсне çырнă... Ятне-шывне, хушамачĕсене-мĕнĕсене улăштарсан, хăмла плантацийĕсене-мĕнсене, çаврăнсах юхайман Энĕш шывне илем кĕртейсен, ку новелла-калавна тÿрех журнала леçмелле пулĕ...

Вара, пит-куçне темĕнле пĕркелесе илнĕ хыççăн, пĕр вăхăта шăпланса ларчĕ. Тем шухăшларĕ-тĕр. Шухăшласа пĕтерсен татăклăн кăна:

- Кун пек каймасть, - тесе хучĕ. - Ямаççĕ...

Кăранташ вĕçĕпе унтан-кунтан паллă тукаларĕ те "новеллăма" каялла тыттарчĕ:

- Çаксене катĕртсен - кайма та пултарать, каймасан та пултарать, - терĕ пай пуçлăхĕ кулкаласа.

- Ку вырăнсене кăларса пăрахсан ним те юлмасть те кунта, - хирĕçлеме пăхрăм Павел Ивановича, çиллентересрен асăрханарах кăна. Рафаил тем çырнă пек пулса, пирĕн калаçăва хăлхине чиксе ларать. - Кунашкал кăна çырас пур Энĕш хĕрринчи фермăсен шĕвĕ пылчăкне-тислĕкне ашса çÿреме те кирлĕ марччĕ. Телефонпах çыраттăм...

Павел Иванович нăш-мăш туса илет, мана, йĕпе сăмсана, тимлĕ итленĕ пек ларать. Шарламасть-ха. Тепĕртакран ман алăри хайлава илсе редактор патне тухса кайрĕ. Часах таврăнчĕ - комментари-мĕн парса тăман курăнать.

- Çыру йĕрĕпе çÿресе çырнă корреспонденцине пичете ямастпăр, - терĕ Михаил Николаевич унтан-кунтан вулакаласа пăхнă хыççăн. Обкома кайса кăтартма пулчĕ. Тĕрĕс те шутларĕ-тĕр...

- Трак ен хутлăхĕнчен эс, Иван Павлăч, "Коммунизм ялавĕ" айне, ун хÿттине тарса ÿкрĕн. Кунтан, апла-капла шăв-шав çĕкленсен, ăçта кайса кĕрĕн-ха? - чăрлаттарса та шеллесе пăхса ларчĕ ман çине тахçан хăй те çивĕч журналист пулнă Павел Иванович, экс-зек...

Тăлмачă вырăнĕ пушансан эпĕ вĕсен пÿлĕмне куçса лартăм. Хăйĕн ĕç сĕтелне мана пехиллесе хăварнă куçаруçă, Иван Смирнов пенсионер, юлашки вăхăтра эрни-эрнипе ĕçе пырса курăнман иккен, "килте ĕçлекен" пек шутланса тăнă. Текстсене хăвăрт та тĕрĕс куçарнă теççĕ: Мускавран телетайппа ярса паракан шăналăк пек пысăк докладсене, тĕрлĕрен канашлупа ларусен материалĕсене пĕр хĕрхенмесĕр шаблона "хăваласа" кĕртсе, секретариата вăхăтра парса хăварнă. Ку енĕпе ăна çитекенни пулман хаçат историйĕнче. Халь, ак, унăн ĕçне манăн хăнăхма тивет. Тăлмачсенчен тепĕр иккĕшĕ хăйсен вырăнĕсенчех. Пĕри, Мирон Романччă текенни, чÿрече кĕтессинче, хăй çырнине айккинчен сăнаса пынăн, пуçне сулахаялла пăрса ĕçлет. Теприн ĕç сĕтелĕ мана хирĕçех. Унăн хуçи - Мария Григорьевна Горшкова. Вăл виççĕмĕш хутра вырнаçнă телетайпа çÿреме юратать. Лерен илсе аннă хут тĕркинчен чи анлисене-шăналăксене Мируна суйла-суйла тыттарать. Куçару нормине ирттерсе тултармасан гонорар лекмест, 120 тенкĕ окладпах ăшша пиçсе ларма тивет. Нормине кам çирĕплетнĕ - пĕлме çук. Эп тавçăрнă тăрăх, секретариатрисем хăтланса лараççĕ-мĕн. Пĕр çула яхăн куçару ĕçĕпе тăрмашса пĕр уйăхри нормăна çеç кăшт ирттерсе тултаркаларăм та пĕртен-пĕрре гонорар пеккине 20 тенкĕ илсе куртăм. Ăна та пулин Марье аппа отпуска кайнă уйăхра çеç. Вăл канура чухне Мирун пиччепе кăшт-кашт калаçкаласа илеттĕмĕр. Аслă тăлмачă эпĕ калавсем çырнине пĕлнĕ иккен те - ку калаçăва хăй пуçларĕ.

- Мĕн нушапа килсе лекрĕн эс кунта? - ыйтрĕ вăл самаях чĕтрекен пуçне çĕклесе. - Ку ĕçре эс... типен. Япалусене те хаçат чĕлхипе, шаблонпа çырма пуçлан. Тарас пулать сан кунтан. Хăвăртрах тарсан - лайăхрах... Мишша, Михаил Сениэл, тĕрĕс турĕ, диплом илнĕ хыççăн кунта килсе пуçне чикмерĕ.

- Тавах, Мирон Романччă, - терĕм аслă та ăслă юлташăма. - Тавах ăс панăшăн.

- Эпĕ, çамрăк çыннăм, типмеллипех типрĕм, - ассăн сывла-сывла илет вăл. - Ун пек те, кун пек те типрĕм...

Мирун пичче хăй пурнăçĕ çинчен татах калакаласа пачĕ. Вăтăрмĕш çулсенче вăл Мускавра чăвашла тухса тăнă "Коммунар" хаçатра ĕçленĕ иккен. Тимофей Кривова, Юман Мĕтрине тата ытти ăслă чăвашсене çывăх пĕлнĕ. Хăй вăхăтĕнче юрă-сăвă, новелла-калав çырнă. Пичетленнĕ те. Талантлă хĕрачи - балерина - сарăмсăр вилсен Мирун пиччен ĕмĕт-шухăшĕ, чĕмĕ татăлнă, çăлкуç пек тапса тăракан чунĕ пусăрăннă. Чĕлхи те типнĕ. Пăхатăп та ăна айккинчен - чун сÿлетсе илет: çÿçĕ хăй ватăличчен те кĕтмен - кăвакарнă. Ырхан. Типсех пырать, чăннипех те...

Асаилĕвĕм вăраха тăсăлнă пек туйăна пуçларĕ.

Ку хаçатран эпĕ урăх çĕре, Чăвашгиза, куçса каяс умĕн кунта Таня Крылова /Ильина/ ĕçлеме пынă пек астăватăп. Алина Миронова /халĕ Лукиянова/ редакци коридорĕпе танлăн ута-ута иртетчĕ секретариат еннелле. Культура хыпарĕсене, литературăпа искусство çыннисем çинчен çырнă корреспонденцийĕсене пичете яма леçе-леçе паратчĕ-тĕр ĕнтĕ. Эпĕ ун чухне, Кăтра Иван, чип-чипер каччă Таньăпа Алина коридорпа шăкăлт-шăкăлт утса иртнине чарăнсах пăхса юлаттăм. Йĕкĕтсенчен çав тапхăрта Валери Кошкин, хаçатра вăрах тытăнса тăмарĕ пулин те, асра юлчĕ. Çав вăхăтшăн манра хитре асаилÿ хăварчĕ...

...Редакцие, "Коммунизм ялавĕ" хÿттине, 1973 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче пырса кĕнĕччĕ. Унтанпа хĕрĕх çул ытла пĕр кун пек, пĕр сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ темелле. Çав тапхăрта, икĕ çул пĕрле ĕçленисем, сахал юлтăмăр. Хăшпĕрисем çинчен маларах та асăнса хăвартăмăр. Халĕ пурăнаканнисем, Германпа Ваççил - пенсионерсем, ятлă-сумлă писательсем. Редакцие хăй вăхăтĕнче информаци заметкисемпе тивĕçтерсе тăнă Ăсан Уçăпĕ каярахпа хăй унта пырса самаях ĕçленĕ.

Редакторта вăрах вăхăт ĕçленĕ Д.Ф.Семенов обком секретарьне ларсан мана "Куç çути" кĕнекеме кăларма пулăшрĕ.

Таня Крылова-Ильина юратнă хаçатăмăрта вăрах ĕçлерĕ. Алина Миронова-Лукиянова пуринчен те маттуртарах пулчĕ. Ĕçлет те ĕçлет - çырать те çырать. Чăн-чăн ветеран. Мана тахçан ĕçе вырнаçма пулăшнă çĕр ĕçченне, Лявантти тетене, Леонтий Алексеева, ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнăп...

Хăй вăхăтĕнче, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕ тĕлне "коммунизм" туса çитереймен, халĕ тăван халăхăмăра темле хыпар та пĕлтерсе тăракан хаçат ĕçченĕсене тепĕр хут ырăпа асăнма та вăхăт çитрĕ-тĕр. "Хыпар" чылай çыравçăна хăй страницисенче вырăн парсах тăрать, анлă çул çине тухма пулăшать. Унта ĕçлекенсенчен, унчченхи пекех, чылайăшĕ - пултарулăх çынни: поэт, прозаик, драматург, публицист... Кĕскен каласан - талантлă журналистсем. Чăвашлăхшăн, чăваш халăхĕн малашлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан çынсем.

 

1973-1975 çулсенче "Коммунизм ялавĕ" хÿттинче Çĕршывăмăрпа пĕрле харăс-харăс утнă Иван ЕГОРОВ.

Рубрика: