«Паттăрлăх орденĕпе наградăлас...»

28 Июл, 2015

Çапла çырнă хĕрÿ вырăнсенчи юнлă хирĕçтăрура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă салтаксемпе сержантсене, старшинасемпе прапорщиксене, офицерсене наградăлама Раççей Президенчĕ алă пуснă указсенче. Чылайăшĕн вĕçĕнче хушса çырни пур: «Вилнĕ хыççăн». Нумайăн вĕсем - Чечня вăрçинче çамрăклах пуç хунă ентешсем. Пурнăç çулĕ çине хальтерех тăнисем, анчах пурăнса курайманнисем. Юратма ĕлкĕрейменнисем. Йăха малалла тăсма пÿрменнисем. Анчах вĕсене пĕр туртăм пĕрлештернĕ - çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пуринчен мала хурса вут-çулăма кĕме хатĕр пулни.

Çар çыннин чысне вараламасăр вилĕме куçран пăхма хăраман тăватă ентеш-паттăрăн ашшĕ-амăшне ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ывăлĕсен çар наградисене - Паттăрлăх орденне - пачĕ. Хумхануллă, куçран куççуль кăларакан мероприятие Михаил Васильевичпа пĕрле федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, наградăна тивĕçнисем çуралнă Çĕнĕ Шупашкар хула, Çĕрпÿ, Шупашкар, Комсомольски районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, республикăри çар комиссариачĕн пай ертÿçисем, Афганистан, Çурçĕр Кавказри юнлă хирĕçтăрусенче пулнисем хутшăнчĕç.

- Паттăрсем нихăçан та халăх асĕнчен каймаççĕ, вĕсен паттăрлăхĕ манăçмасăр пирĕн асăмра упранĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн çĕршыври тăнăçлăхшăн пуç хунă, унăн хальхи тытăмне сыхласа хăварнă, - терĕ Михаил Васильевич тăван тăрăха таврăнайман паттăрсен ашшĕ-амăшĕ умĕнче пуç тайса. - Сире ывăлăрсен орденĕсене пама - йывăр та, çăмăл та. Эсир хăвăрăн чун тĕпренчĕкĕрсене çав вăрçăран чĕррĕн-сыввăн кĕтсе илеймен, эсир халĕ те вĕсене чĕрере упраса кĕтетĕр - çавăнпа мана та питĕ йывăр, анчах сирĕн ывăлăрсене патшалăх хăй тытăмне упраса хăварнăшăн тав туса вĕсен паттăрлăхне палăртрĕ, Паттăрлăх орденĕпе наградăларĕ - ку çапах та мăнаçлăх туйăмĕ çуратать...

Ывăлĕсен наградине алла илнисен йышĕнче - Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Иван Быков кĕçĕн сержантăн, Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă Алексей Владимиров, Шупашкар районĕнчи Ишек тăрăхĕнчи Андрей Дмитриев тата Çĕрпÿ хулинчи Дмитрий Чикуров рядовойсен ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисемпе тăванĕсем. Кашниех Çурçĕр Кавказра пуç хунисен ячĕпе вĕсене яланах асра тытнишĕн, унччен тĕрлĕ медаль-ордена тивĕçнисемпе пĕрле лартса хисеп тунăшăн куççульпе республика ертÿлĕхĕпе çар комиссариачĕсен ĕçченĕсене тав турĕ.

Иван Быковăн та, Алексей Владимировăн та, Андрей Дмитриевăн та, Дмитрий Чикуровăн та пурнăçĕ пĕр кунра татăлнă: 1994 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче. Вĕсемпе пĕрле тата тепĕр 5 чăваш каччин.

Иван Быков кĕçĕн сержант экипажĕ, акă, 523 номерлĕ БМП çинче Грознăйри Орджоникидзе площадьне Дудаев çарĕнчен тасатнă чухне мина çине кĕрсе каять. БМП командирĕ экипаж членĕсене хăтарма ĕлкĕрет, хăй пехота машининчех çунса каять.

Çĕнĕ Шупашкарти Владимировсемшĕн аслă ывăлĕ Алексей халь-халь киле чĕррĕн кĕрсе тăрассăн туйăнать: таçта кăшт тытăнса çеç тăнă пек. Тем пек кĕтсен те çапла пулаймĕ: унăн пурнăçĕ те Чечня вăрçинчех татăлнă.

- Питĕ йăрă ачаччĕ, çирĕп сывлăхлăччĕ. Шкула кайичченех вулама вĕренчĕ, шашка-шахматла выляма ăстаччĕ, - пĕртте çăмăл мар амăшне чун тĕпренчĕкĕ çинчен иртнĕ вăхăтпа калаçма. Килтисем Алексейăн юлашки çырăвне 1994 çулхи ноябрь уйăхĕнче илеççĕ, унтанпа - нимĕнле хыпар та. «Каярахпа тин ывăлăма 1994 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче Самар, тепĕр тăватă кунран мотострелоксен 81-мĕш полкĕн йышĕнче Грозный хулине куçарнине пĕлтĕмĕр, - терĕç ашшĕпе амăшĕ - Николай Мефодьевичпа Юлия Николаевна. - 31-мĕшĕнче, Çĕнĕ çул умĕн, асăннă полка Чечня Республикин тĕп хулин тулашĕнчи чукун çул вокзалне штурмлама приказ панă. 1995 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ывăлăмăра хыпарсăр çухалнисен йышне кĕртрĕç. Кун çинчен пире февраль уйăхĕнче кăна хыпарларĕç. Официаллă хут 1996 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче кăна çитрĕ. Ÿтне, тепĕр пилĕк çултан кăна, 2000 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче, тирпейлесе пытартăмăр...»

Андрей Дмитриев - Шупашкар районĕнчи Ишек ял тăрăхне кĕрекен Хураçырма ялĕнчен. Пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарма тĕв тунăскер Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн ялхуçалăх механизацийĕн факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. Кăнтăрлахи уйрăмра нумаях вĕренеймест вăл - иккĕмĕш курс хыççăн куçăмсăр майпа вĕренекенсен йышне куçать. Сăлтавĕ - çемье çавăрни тата пĕрремĕш ачи çут тĕнчене килни. Тепĕр икĕ çултан салтак ячĕ тухать. Пĕр вăхăт Самар облаçĕнчи хĕсметре тăнă хыççăн вĕсен 65343 номерлĕ чаçне Чечня Республикине куçараççĕ. 1994 çул 1995 çулпа ылмашăннă каç хулана боевиксенчен тасатма килнĕ приказа пурнăçланă чухне татăлать унăн пурнăçĕ. Документсенче - «хыпарсăр çухалнисен» йышĕнче. Тепĕр 4 çул çурăран тин /1999 çулхи июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче/ унăн виллине Дон çинчи Ростов хулинчи лабораторире шыраса тупаççĕ, цинк тупăкпа тăван ялне ăсатаççĕ. 1994 çулăн юлашки кунĕнче вилнĕ Андрей Дмитриев ÿчĕ 1999 çулхи июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ишек çăвинче яланлăхах канăç тупать.

Çĕрпÿ каччи Дмитрий Чикуров радовойăн орденне илме тăванĕсем йышлăн килнĕ. Йывăр хуйхăпа хуçăлнă çынсен чун ыратăвне тепĕр хут хускатас килмерĕ. Дмитрий çинчен каярахпа çырса кăтартма калаçса татăлтăмăр.

Юрий ЛИСТОПАД

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.