Ĕнипе те вырăсла пуплет...
"Хыпар" хаçатпа унăн кăларăмĕсене юратса вулатпăр. Çемьере мăнуксем çитĕннĕ май "Çамрăксен хаçатне" те çырăнса илетпĕр. Унăн июль уйăхĕн 16-мĕшĕнчи номерĕнче çапăнса тухнă "Паян кар тăмалла, ыран кая юлма пултаратпăр" статьяна вуласа тухни алла ручка тытма хистерĕ.
Сăмах чăваш чĕлхине, культурипе искусствине кăмăллакансен çуллахи смени пирки пырать. Унта Чăваш Ен хастарĕсемпе пĕрле Норвеги, Франци, Люксембург, Япони, Украина, Латви тата ытти патшалăх представителĕ пулни чăннипех тĕлĕнтерчĕ. Йăхташсем мар вĕт-ха вĕсем, апла пулин те пирĕн чĕлхепе интересленеççĕ, ăна аталантармашкăн тÿрремĕнех хутшăнаççĕ, малашлăхĕ пирки канăçсăрланаççĕ.
Эпир вара ку енĕпе мĕн тăватпăр? Тĕрĕссипе, "Чăваш пĕтсен тĕнче те пĕтет", - текелетпĕр-ха, анчах пуласлăхĕшĕн чăннипех хыпса çунакан сайра.
Эпĕ, ялта çуралса ÿссе унтах тĕпленнĕскер, республика шайĕнчисене хаклама пултараймастăп паллах. Хамăр тăрăхрисене вара аван пĕлетĕп.
Урам урлă пурăнакан кÿршĕсем - тивĕçлĕ кану ÿсĕмĕнчи çынсем. Ывăлĕпе кинĕ вахта мелĕпе Мускава ĕçлеме çÿреççĕ. Мăнукĕсем шкулта вĕренеççĕ, пĕри - улттăмĕш класра, тепри - саккăрмĕшĕнче. Шкул программипе килĕшÿллĕн вĕсем чăваш чĕлхипе литературине те тишкереççĕ. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Тишкереççĕ кăна çав: уроксене аслашшĕ пулăшнипе вăр-вар пурнăçланçи тăваççĕ те компьютер умне васкаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн чĕлхине чуна парса вĕренес туртăм, хавхалану çук. Çакна аслисем те, вăтам шкулти педагогсем те ăша хывтарман.
Тăван чĕлхепе литература учителĕсем уроксене чăвашлах ирттереççĕ пулĕ-ха, анчах шкул тулашĕнче кăна мар, çемьере те, çав шутра ывăл-хĕрĕпе те вырăсла кăна калаçаççĕ.
Ялта пурăнакансем пурте тенĕ пекех, хăш професси çынни пулнине пăхмасăр, пултарнă таран хушма хуçалăхра тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Эпĕ лайăх пĕлекен учительсенчен пĕри, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенскер, сĕт сума ларсан та хăйсен хушка пуçлă ĕнипе вырăсла пуплет, ют чĕлхепе калаçнине кура сĕтне ытларах антарать тесе шухăшлать пулас хуçи...
В.МИХАЙЛОВА.
Шупашкар районĕ
Комментировать